Хулара
rutube.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 72 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса ярайман. Ӑна вӗсем 900 пин тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма 3 сехет ӳкӗтленӗ. Юрать-ха, кинемей ултавҫӑсен хӑтланавӗсем пирки унччен илтнӗ, видеосюжетсем курнӑ, участковӑй каланине те манман. Ҫапла вӑл укҫи-тенкине упраса хӑварнӑ. Кайран вӑл полицие кайса хӑйӗн патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
НТВ телеканал сюжетӗнчи скрин Паян НТВ телеканалпа Чӑваш Енри Даниэль пирки сюжет кӑтартнӑ. Арҫын ачана пулӑшу кирлӗ. Ҫулталӑк каялла ача 3-мӗш хутран ӳкнӗ. Темиҫе эрне вӑл комӑра выртнӑ. Кайран тӑна кӗнӗ. Анчах ҫӳллӗшӗнчен ӳкни ахаль иртмен - Даниэлӗн куҫӗ суккӑрланса пырать. Ҫавӑнпа ӑна пӗр тӑхтамасӑр имплант лартмалла. Кун валли вара 2 миллион тенкӗ кирлӗ. Операцие Хусанта тума хатӗр. Амӑшӗн вара ун чухлӗ укҫа ҫук, вӑл 5 ачана пӗчченех ура ҫине тӑратать. Инкек хыҫҫӑн упӑшки ҫемьерен тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Пӗрремӗш каналтан илне сӑн Пӗрремӗш каналта «Ҫын тата саккун» кӑларӑмра Шупашкарти арҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна тусӗ пӗр эрнере миллион ӗҫлесе илме пултарассипе илӗртнӗ. Ҫапла арҫын финанс пирамидине лекнӗ. Анчах малтан 180 пин тенкӗ тӑракан алла ҫыхмалли сехет туянмалла-мӗн. Каччӑ ӑна туяннӑ. Анчах тупӑш ӗҫе ытти ҫынна явӑҫтарсан кӑна пулать тенӗ. Ҫапла каччӑ амӑшӗн укҫине вӑйпах илсе ҫав ӗҫе хывнӑ, процентсем илнӗ. Ҫын илсе кил те тупӑш ту - ҫапла каласах тӑнӑ ӑна. «Пӗтӗм тӑван, ҫывӑх ҫын ӗҫе явӑҫсан эпӗ тупӑш илме пӑрахрӑм», - каласа кӑтартнӑ каччӑ. Ҫапла вӗҫленнӗ унӑн «ӗҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Совет урамӗнче 15 ҫулти каччӑ мопедпа пынӑ чухне темӗн ҫине кӗрсе кайнӑ. Хӑй аманман. Анчах 14 ҫулти пассажир ӳкнӗ те вилмеллех аманнӑ. Мопед водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Аслисем пур чухне унран ку инкек пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑксем иккӗшӗ те мотошлемсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
pulse.mail.ru сайтри сӑн «Чечексем вырӑнне - ачасем». Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ ҫакнашкал акцие авӑнӑн 1-мӗшӗнче ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унпа килешӳллӗн, ачасем вӗрентекене класс ятӗнчен пӗр чечек ҫыххи парнелеҫҫӗ. Перекетленӗ укҫа-тенке вара йывӑр чирпе нушаланакан ачасене сиплеме параҫҫӗ. Ку акцие ҫултан-ҫул ытларах та ытларах шкул хутшӑнать. Кӑҫал 30 шӑпӑрлана пулӑшма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе 2 миллион ытла тенкӗ пухасшӑн. Нимеҫӗсем шкулсем кӑна мар, усламҫӑсем те пулӑшасса шанаҫҫӗ. Пӗлтӗр акцие Чӑваш Енри 350 класс хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкулсенче «Ыркӑмӑллӑх урокӗ» ирттерме сӗнеҫҫӗ. Унта чирлӗ ачасене пулӑшни мӗн тери кирлӗ пулнине каласа кӑтартчӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫал пуҫласа инҫет ҫыхӑну мелӗпе электрон сасӑлава хутшӑнайӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче Чӑваш Енри 9 муниципалитет пӗрлешӗвӗнче 15 депутата суйламалла. Сасӑлава 17,5 пин ытла ҫын хутшӑнӗ. Электрон мелпе ҫав шутран 2,4 пин ытларах ҫын сасӑлама палӑртса хунӑ. Ку вӑл мӗнпур суйлавҫӑн 13,6 проценчӗ пулать. Сасӑлав электрон мелпе хутшӑнас текенсен заявленине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 24 сехетчен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Лапсар посёлокӗнче пурӑнакан ҫынсем урамра ҫӳп-ҫап купаланса выртнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Пӑшӑрханса кӑна лармаҫҫӗ-ха вӗсем, ку ыйтупа вырӑнти управляющи компание те ҫитнӗ. Анчах унтисем: «Сирӗн ӗҫ ҫук», — тесе касса татнӑ-мӗн. Урама икӗ эрне ытла сӑнсӑрлатса выртакан ҫуп-ҫап пирки вӗсем Телеграмри каналсенчен пӗрне пӗлтернӗ. Хӑйсен сӑмахне ӗнентерме вӗсем сӑнӳкерчӗксене те ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 11 сехет ҫурӑра М-7 ҫулӑн 576-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Даф" грузовик водителӗ светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра чарӑннӑ та малта ларакан "ВАЗ-2115" машина ҫине пырса кӗнӗ. Аварире ҫӑмӑл машина водителӗ аманнӑ. Икӗ водитель те урӑ пулни паллӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
vk.com сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра каллех Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Ҫав кун ҫынсем катоксене, бассейнсене, тренажер залӗсене тата ытти спортобъекта тӳлевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ. Палӑртмалла: Сывлӑхпа спорт кунне Чӑваш Енре кашни уйӑхрах ирттереҫҫӗ. Ыранхи программӑна хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, ун чухне Ҫӗнӗ Шупашкарти манежра лашапа ярӑнма, бассейнра ишме, теннисла выляма пулать. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Сывлӑхпа спорт кунне аслӑ ӳсӗмрисем те, ҫамрӑксем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене сыр пӗҫерекен Раҫҫейри паллӑ ҫын килсе ҫитнӗ. Вӑл Фермерсен слётне хутшӑнать. Аса илтерер: паян, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче фермерсем слёта пуҫтарӑннӑ. «Русский пармезан» (чӑв. Вырӑс пармезанӗ) сыр пӗҫерекен предприятие уҫнӑ Олег Сирота Фермерсен слетӗнче хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать. Хӑна «Халӑх фермерӗ» ассоциацие те кӗрӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |