Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче офиссенчен пӗрне чӗртсе янӑ. Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ «Волна» управляющи компанин пурлӑхне такам юри шар кӑтартасшӑн пулнӑ. Пушар ытлашши алхасман — офисӑн чӳрече рами ҫеҫ сиенленнӗ. Такам юри тивертсе янине пула управляющи компание миҫе тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнине специалистсем шутласа кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Халӗ урамра кӗркуннехи пекех сивӗ. Синоптиксем вара пире савӑнтараҫҫӗ. Кӗр пуҫламӑшӗнче республикӑра ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланӗ. Канмалли кунсенче циклон килӗ, вырсарникун ҫумӑр ҫӑвӗ, 12-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ. Шӑматкун 13-19 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Ытларикунран ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫурлан 31-мӗшӗнче – 25 градус таран. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче тата ӑшӑрах – 24-29 градус. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк авӑнӑн пӗрремӗш декади тӑршшӗпех тӑма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхи 9 сехет те 5 минутра вӗҫсе каймалли самолёта тытса чарнӑ иккен. «ДП-6808» рейс Шупашкартан Мускава илсе ҫитерет. Анчах самолётӑн техника кӑлтӑкӗ пулнӑран самолёт вӑхӑтра вӗҫсе каяйман. «Тӗп аэропортран килсе ҫитнӗ авиатехниксен бригади кӑлтӑка юсасан самолёт вӗҫсе кайӗ», — хыпарланӑ Телерамри каналсенчен пӗринче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк поселокӗнчи Владимир Алексеевич Сорокин вӑрмана кӑмпана кайсан ҫухални пирки хыпарланӑччӗ. Шел те, ӑна халӗ те тупайман. Вӑл 66 ҫулта. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ унччен ун пирки ҫапла пӗлтернӗччӗ: килтен кайнӑ чухне кӑвак футболка, спорт шӑлаварӗ, хура тапочка тӑхӑннӑ, пӗрле витре йӑтнӑ. Унӑн ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли чи лайӑх меслет хатӗрленӗшӗн грант пама йышӑннӑ. «Ку вӑл — пирӗн ноу-хау», – тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхра педагогика ӗҫченӗсене пулӑшмалли 14 мера йышӑннӑ. Кашни сумми тӗрлӗрен: 50 пин тенкӗрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран. Виҫӗ вӗрентӳ организацине 500 пин тенкӗ пама палӑртнӑ. «Уйрӑм педагогсене тата вӗрентӳ учрежденийӗсене хавхалантарма пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗ виҫине эпир пӗлтӗр ӳстертӗмӗр. Кунсӑр пуҫне тата чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ чи лайӑх меслетшӗн хавхалантарма йышӑнтӑмӑр», — тенӗ Олег Николаев ҫӗнӗ вӗпентӳ ҫулӗ умӗн педагогсемпе ирттернӗ тӗлпулура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
sifoody.com сайтри сӑн Муркаш районӗнче пурӑнакан икӗ арҫынна прокуратура ыйтнипе туберкулез пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн ярӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те тӗрмерен тухнӑ. Унашкаллисен вара малтанхи икӗ ҫулта кашни ҫур ҫулта туберкулез пуррипе ҫуккине палӑртмашкӑн медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла. Муркаш районӗнчи ҫак арҫынсем вара тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленме ҫӳремен. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд вара ҫак икӗ арҫынна флюорографи тутарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Иранпа электроэнергетика сфери енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев тата Иран ҫӗршывӗн Хусанти тӗп консулӗ Давуд Мирзахани сӳтсе явнӑ. «Эпир регионӑн, кунти предприятисен хӑвачӗпе паллашма килсе ҫитрӗмӗр. Электроэнергетика сферинче пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртес е оборудованипе тивӗҫтерес ӗмӗтлӗ эпир», – тенӗ Давуд Мирзахани. Сӑмах электричество щичӗсем пирки пырать. «Электротехника кластерӗн предприятийӗсем пирӗн 200-е яхӑн. Вӗсем генераци станцийӗсем, атом, гидро-, ӑшӑ электростанцийӗсем валли оборудовани туса кӑлараҫҫӗ. Тӗнчери ҫак сферӑри компанисемшӗн те вӗсем конкурент пулса тӑраҫҫӗ», – каласа кӑтартнӑ хӑнана Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Элинор Портер романӗ тӑрӑх лартнӑ «Поллианна» спектакле ҫӗнӗрен сцена ҫине кӑларасшӑн. Ҫав ӗҫе куракан патне 2011 ҫулта пуҫласа ҫитернӗ. Тӑлӑх хӗрача ҫинчен каласа кӑтартакан ҫав спектакле куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн декорацисемпе тумсем кивелнӗ. Ӗнер, ҫурла уйӑхен 23-мӗшӗнче, театрӑн художество канашӗ ларӑвӗ иртнӗ. Лариса Комиссарова художник-постановщик, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тумсен тата декорацисен ҫӗнӗ эскизӗсемпе палаштарнӑ. Ҫӗнетсе хатӗрленӗ спектакле куракансене авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен хӗрӗ Татьяна Федорова Кӑркӑстанра Самбо енӗпе иртнӗ тӗнче кубокне хутшӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ комнадипе тухса кайнӑ. Ӑмӑртура пирӗн ентешӗмӗр ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Вӑл 50 килограмлӑ виҫери хӗрарӑмсен хушшинче ҫӗнтернӗ. Татьяна — 22 ҫулта. Вӑл самбо енӗпе чӑваш шкулӗн воспитанници. Унӑн тренерӗ — Сергей Пегасов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ертӳҫӗ пулмалли кадрсен резервӗнчи ҫынсене вӗрентме пухнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Элтепер Админитсраицйӗн ҫуртне йӗркеленӗ вӗрентӗве «Краудсорсинг: где и какие ресурсы можно найти для решения проектных и личных задач» (чӑв. Краудсорсинг: проектсене тата уйрӑм тӗллевсене прунӑҫа кӗртме ӑҫта тата мӗноле май тупмалла) темӑпа ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |