Персона
![]() Татьяна Вашуркинӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Хыпар» издательство ҫуртне ертсе пынӑ Татьяна Вашуркина ӗҫрен кайнӑ. Асӑннӑ медиахолдингра директор — тӗп редактор пулса тӑрӑшнӑ Татьяна Вашуркинӑна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. «Хыпар» издательство ҫуртне Татьяна Вашуркина 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ертсе пынӑччӗ. Унччен вӑл «Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) «Тӑван Ен» хаҫатра редакторта ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вырсарникун Шупашкарта пурӑнакансем кӑмӑллах мар ӳкерчӗк курнӑ. «Модӑсен ҫуртне» хирӗҫ пулнӑ ку. «Тойота» тӑррине ванна вырнаҫтарнӑ, унта вара питех те уҫӑ купальник тӑхӑннӑ хӗр авкаланса ташланӑ. Вырӑна полицейскисем часах ҫитнӗ. Водителе те, хӗре те полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. 33 ҫулти водителе ҫынна ҫапла майпа илсе ҫӳренӗшӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян 16 сехет те 48 минутра «01» пульт ҫине Шупашкарти «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗнче пушар тухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Юрать-ха, пысӑк инкек пулман. Пушарнӑйсем ҫитиччен пушара сӳнтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗнче пӗрремӗш хутра ювелир лавккинче авариллӗ ҫутӑ оборудованийӗ ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче эрнекун, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Валентина Распутинӑн «Последний срок» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна Алексей Герасимов режиссёр хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе курма халӑх лӑк тулли пуҫтарӑннӑ. «Спектакльте манӑн Распутин епле каласа кӑтартнине хӑварас килчӗ. Геройсен диалогӗсем, ватӑсен шӑпи, ҫара уран иртнӗ ачалӑхшӑн тунсӑхлани – пурте пур ку спектакльте», – каласа кӑтартнӑ Алексей Герасимов. Спектакль художникӗ — Евгений Аввакумов, балетмейстерӗ — Эльвира Кержиманкина. Пьесӑна вырӑсларан чӑвашла Ольга Туркай куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри тӗп банк паянтан ҫӗнӗ 1 пин тата 5 пин тенкӗлӗх укҫасене ҫаврӑнӑша кӑларнӑ. Банк пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӳтӗлев комплексӗ вӑйлӑрах. 1 пин тенкӗлли ҫине Чулхала облаҫне тата Атӑлҫи федераци округне ӳкернӗ. Тӗслӗхрен, ун ҫинче Хусанти Сююмпике башни те пур. 5 пин тенкӗллине Екатеринбурга тата Урал федераци округне халалланӑ. Банкнотӑсен тӗсӗ унчченхисем евӗрех. 1 пин тенкӗлли бирюза тӗслӗ, 5 пинли вара - хӗрлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура сайтӗнчи сӑн Паян ҫӗрле Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Кире поселокӗнче икӗ ҫын аварире вилнӗ. Инкек Ленин урамӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоцикла тытса пынӑ каччӑ руле итлеттереймен – йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Хӑй те, пассажир та вилнӗ. Водитель 21 ҫулта кӑна пулнӑ. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл мотоцикла икӗ кун маларах кӑна туяннӑ, регистрацилесе те ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян урамра хитре те хӗвеллӗ ҫанталӑк. Ыран вара, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил вӑйланӗ: ҫеккунтра 21-26 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Циклон пирӗн пата ҫумӑр илсе килӗ. Паян ҫӗрле, ыранхи кӑнтӑрлапа танлаштарсан, ӑшӑрӑх пулӗ. Ыран каҫ енне 1-3 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула 8-13 градус сивӗ пекех туйӑнӗ. Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ. Ҫумӑр вара эрне вӗҫӗчченех ҫӑвӗ. Кӑнтӑрласерен 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче ҫӗрле «минус» пулӗ. Эрнекун тата шӑматкун йӗпе юр ҫӑвӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вӗҫӗнче ӑшӑтӗ, 10-15 градус таран ӑшӑ пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра уяр ҫанталӑк ытларах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Анастасия Спипина - сулахайра. cap.ru сайтри сӑн ЧР Культура министерстви ҫумӗнче йӗркеленнӗ общество канашне Шупашкра хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн арӑмӗ Анастасия Спирина кӗнӗ. Вӑл унта канаш пуҫлӑхӗ ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Канаша Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗн пуҫлӑхӗ Нина Смирнова ертсе пырать. Палӑртмалла: Анастасия Спирина Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн председателӗн ҫумӗ те. Пӗрлӗхе ЧР Элтеперӗн мӑшӑрӗ Наталья Николаева ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче республикӑри писательсен тата журналистсен союзӗсене йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртӗ. Мероприятие библиотекӑн акт залне (вӑл 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ) йыхравлаҫҫӗ. Конференци 10 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта нумаях пулмасть «Чӑваш романӗн» ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерессине, ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнассине эпр унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унӑн тӗллевӗ – хальхи чӑваш литературине тата пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене аталантарасси. «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ ҫулталӑк ытла пынӑ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе жюри членӗсем тимлӗ паллашнӑ хыҫҫӑн Аркадий Русаковӑн «Турхан сӑмахӗ» ал ҫырӑвне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫитес ҫул вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче уйрӑм кӗнекен кун ҫути курӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |