Персона
![]() Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Медведев ҫыравҫӑ (1913–2001) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрӑҫсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Пирӗн ят ҫухалмӗ» куравпа паллашнӑ. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа хыпарланӑ тӑрӑх, унта сӑнӳкерчӗксемпе Алексей Фомичӑн тӗрлӗ ҫулта тухнӑ кӗнекисене вырнаҫтарнӑ. Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пынӑ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. Реорганизаци текен утӑма ҫӳлтисем хысна укҫа-тенкне перекелессипе чылай чухне сӑлтавлаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Республикӑн ача-пӑча клиника пульниципе Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницине пӗрлештерме йышӑннӑ. Асӑннӑ икӗ учреждени те унчченхилле ӗҫлӗ. Анчах та асли (ансат чӗлхепе каласан) Республикӑн ача-пӑча клиники пулӗ. Пурлӑх хуҫи те вӑл шутланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 8 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 54-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 61 ҫулти хӗрарӑмпа мӑнукне йывӑр тиевлӗ машина, «Соболь» ҫапса кайнӑ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ, анчах пурнӑҫне ҫӑлма май килмен - вӑл вилнӗ. 8 ҫулти мӑнукӗ аманнӑ, вӑл халӗ пульницӑра. «Соболь» рулӗ умӗнче 20 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл урӑ пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Матросовсем. Ҫемье архивӗнчи сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри нумай ачаллӑ икӗ ҫемьене награда панӑ. Хушупа килӗшӳллӗн, Алинӑпа Алексей Матросовсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Вӗсем 4 хӗрпе 1 ывӑла кун ҫути парнеленӗ. 11 ача ҫуратса вӗсене воспитани паракан Тихоновсене вара «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Мӑшӑр 35 ҫул пӗрле пурӑнать. Сӑмах май, Чӑваш Енре «Анне» паллӑ пур. Халӗ вара «Атте» палла йышӑнма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() obr.so сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри хастарсем кӗҫӗн классенче ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли приложени хатӗрлесшӗн. Проекта ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесен уншӑн грант илме пултарӗҫ. Проекта Уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен Шупашкарти 40-мӗш шкул хатӗрленӗ. Приложение 1-4 классенче вӗренекенсем валли тӑвасшӑн, унсӑр пуҫне вӑл чӑваш чӗлхи учителӗсем валли пулӗ. Ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентессипе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫав приложение 2024 ҫулта хатӗрлеме палӑртнӑ. Халӗ ҫав проектшӑн obr.so сайтра сасӑлав пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш тӗнчин паллӑ сӑвӑҫи Любовь Мартьянова пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑнӳ хӑми вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт тата ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Аса илтерер: Любовь Мартьяновӑн чӗри 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тапма пӑрахнӑ. Любовь Васильевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Карапаш ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – 4 сӑвӑ кӗнеки авторӗ. «Манмаҫҫӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Карапашсем хӑйсен паллӑ ентешне. Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ун ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарни те ҫавнах ҫирӗплетет мар-и-ха? Тав сире, карапашсем...», — хыпарланӑ Лидия Филиппова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Хусанти Республика клиника пульници тунӑ видео скринӗ Хусанти тухтӑрсем Чӑваш Енри каччӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн ӳчӗн 90 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнче 22 ҫулти ентеш тусӗпе гаража ятарлӑ растворпа витнӗ. Ӑна газ баллонӗпе ӑшӑтнӑ. Тӑрук шланг татӑлса кайнӑ та ҫулӑм каччӑсене лекнӗ. Пирӗн ентеш вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ. Тусӗн ӳчӗн 50 проценчӗ сиенленнӗ. Иккӗшне те Хусана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Пирӗн ентеш реанимацире 2 уйӑх выртнӑ. Тухтӑрсем вӑл сываласса шантарайман. Ӑна 20 операци тунӑ, 11 литр юн плазмине янӑ. Каччӑ майӗпен ура ҫине тӑнӑ. Юпан 13-мӗшӗнче ӑна киле кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Алина Николаева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар муницпаллӑ округӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 7-мӗш класра вӗренекенсем тӑван литература урокӗнче «Атте лаша панӑ пулсан» юрра вӗреннӗ, ӑна хаваспах юрланӑ, хӑйсене чӑн уяври пек туйнӑ. Халӑх тата литература юррисен уйрӑмлӑхӗсене палӑртрӗҫ. Кун пирки шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николава халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Ӗлӗкхи ҫамрӑксем ҫуллахи ӗҫсем хыҫҫӑн тинех улаха пухӑнса вӑйӑсем выляма пуҫланӑ. Пукрав уявне хаваслӑрах тӑвас тесе ҫиччӗмӗшсем тахҫанхи вӑйӑсене те вылярӗҫ. Халӑх йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне асра тытни чӑвашлӑха упраса хӑварма пултарнине ҫирӗплетрӗҫ», — хыпарланӑ Алина Михайловна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Зинаида Иванова. Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче Зинаида Иванован «Пчёлка. Пыл хурчӗ» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлав пуххине вырӑсла тата чӑвашла кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. Кӑларӑма икӗ юмах – «Пыл хурчӗ» тата «Икӗ улмуҫҫи» – кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла Ольга Иванова куҫарнӑ. Зинаида Ивановна чылай вӑхӑт Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче вӑй хунӑ. Хӑтлава Зинаида Ивановӑн мӑшӑрӗ те – Геннадий Иванов-Орков паллӑ искусствовед, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() golos-nazrani.ru сайтри сӑн Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи умламҫӑ пухнӑ 4,8 миллион тенкине ултавҫа куҫарса панӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑратсах пӑрахнӑ: счечӗ ҫинчи укҫана такам Украинӑна куҫарма тӑнӑ имӗш. Хайхискере пӗр тӑхтамасӑр укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла вӑл 1 миллион та 800 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |