Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян республикӑра пулнӑ икӗ аварире ҫынсем вилнӗ.

Кӑнтӑрла Куславкка районӗнче "Киа Рио" водителӗ руле итлеттереймен - машина кювета чӑмнӑ. Пассажир вилнӗ. Икӗ ҫын аманнӑ: водитель тата 9 ҫулти ача.

Канаш районӗнче вара ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ ҫынна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ.

 

Чӑвашлӑх
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Елчӗкре Акатуй иртӗ. Ӑна уявлама вырӑнтисем Культура паркӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.

Ӗҫпе юрӑ уявне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те хутшӑнӗ. Районта пурӑнакансене сцена ӑстисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.

Чӑваш халӑх артистки Ольга Лукова, пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗсем Ольги Кирилловой тата Фёдор Казанов хӑйсен репертуарӗнчи илемлӗ юрӑсем хатӗрлесе хунӑ та ӗнтӗ. Ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокал тата хореографи номерӗсем те вырӑнтисемшӗн пысӑк парне вырӑнне пулӗҫ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 96 ҫулти ватӑ хӗрарӑма, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, сивӗтмӗш юсакансем улталанӑ. Кинемейӗн ҫак техника ҫӗмӗрӗлнӗ, вӑл тӗнче тетелӗнче телефон номерӗ шыраса тупса шӑнкӑравланӑ.

Икӗ арҫын килнӗ. Анчах вӗсем сивӗтмӗше юсайман. Ҫапах 38 пин тенкӗ ыйтнӑ. Кинемей 21 пин кӑна пуррине каланӑ. Арҫынсем ҫав укҫана илнӗ те татах килме, юсаса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ҫухалнӑ, телефонӗсене те тытман.

Полицейскисем мӗнле фирма пулнине палӑртнӑ, ҫав ҫынсене тупнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем сивӗтмӗше юсанӑ, укҫана тавӑрса панӑ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин юсанмалли колонирен тухнӑ. «Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ирӗке пӗр эрне каялла тухнӑ.

Аса илтерер: 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче экс-министра ҫирӗп режимлӑ колоние 6 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 3 ҫул ертӳҫӗ должноҫне йышӑнма юрамасть. Ӑна сӗтев илнӗшӗн тата улталанӑшӑн суд тунӑ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Аврелькин УДОпа тухма икӗ хутчен ходотайство ҫырнӑ. Иккӗмӗшӗнче тин ӑна колонире кӑларнӑ.

 

Тӗн

Шупашкарта Варнава митрополита халалласа палӑк лартӗҫ. Вӑл Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ патӗнче пулӗ.

Варнава владыка вилнӗренпе ӗнер 3 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мӑнастирте асаилӳ каҫӗ иртнӗ. Василий Паскье архимандрит палӑка утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен лартассине каланӑ. Ҫак куна ахальтен суйламан. 1993 ҫулта Введени соборӗн священникне Савватий Антонова (вӑл халӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ) мӑнастирь наместникне лартнӑ. Ун чухне обитель пуҫлӑхӗ Варнава ерхиепископ пулнӑ. 2001 ҫулта вара вӑл митрополит пулса тӑнӑ.

Палӑка пӑхӑртан тӑвӗҫ.

 

Культура
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗсем
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗсем

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пысӑк концерт хатӗрлет. Куракансем ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче хаклама пултарӗҫ.

Ӑна валли вӑл республика Элтеперӗн укҫипе (халь сак сӑмаха грант теме юратаҫҫӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) усӑ курӗ. Пурӗ 5 милллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.

Ҫӗнӗ программӑна «Ҫул хыҫҫӑн — ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» ят панӑ. Ӑна пултарулӑх ушкӑнне йӗркеленнӗренпе пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ.

Ҫӗнӗ программӑпа Мускав патшалӑх культура институчӗн педагогӗ, сценарист тата режиссер Анна Ангарова ӗҫлӗ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗ Александр Ангаров чӑваш халӑх ташшине аталантарассипе нумай тӑрӑшнӑ иккен, патшалӑх ансамблӗнче тӗп балетмейстерта 30 ҫул ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ch-ansamble21.ru/?p=6953
 

Ҫул-йӗр

Хӗрле Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Хурашаш тата Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗсен хушшинчи 1600 метрлӑ ҫула юсӗҫ. Ҫавӑнпа аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.

Ку ҫула 115 миллион та 131 пин те 509 тенкӗпе юсама палӑртнӑ. 1 ҫухрӑм ҫул 72 пин тенке ларӗ.

Аукциона ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Подрядчик ӗҫсене 3 ҫулта пурнӑҫлӗ.

Ҫакна палӑртмалла: ҫак ҫул ҫинче асфальт юлманпа пӗрех.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 21 сехет иртсен Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын ӑнсӑртран Атӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, ҫывӑхра шӑпах полицейскисем тата Рыбохрана инспекторӗсем ишсе иртнӗ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ.

Унта Атӑл хӗрринче ҫын пухӑнакан вырӑн пур. Шывран вӑл 5-6 метр ҫӳллӗшӗнче. Арҫын ҫавӑнтан ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӳсӗр пулнӑ.

Катерпа пынӑ полицейски тата патшалӑх инспекторӗ ҫав арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухса тухтӑрсен аллине панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/87479
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Арҫын хырӑм ыратнипе аптӑранӑ. Вӑл Хулари 1-мӗш клиника пульницине пулӑшу ыйтма пынӑ.

Шурӑ халатлисем рентген тунӑ та хырӑмра темӗнле япала пуррине асӑрханӑ. Консилиум пухса ӑна эндоскопи технологийӗпе кӑларма йышӑннӑ.

Операцие эндоскопи уйрӑмӗн заведующийӗ Владимир Антонов тата Александр Бахтин эндоскопист тунӑ.

Пациентӑн хырӑмӗнчен кашӑк пайне кӑларнӑ. Вӑл 12 сантиметр тӑршшӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, кун тӑршшӗ япала пациентӑн хырӑмне лекни сайра-хутра кӑна тӗл пулать.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑрсак ялӗнче 56 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Вӑ – 23 ҫулти арҫын, ҫак ялтах пурӑнать.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун каҫхине вӑл 56-ри арҫын патӗнче пулнӑ. Хайхискер ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Лешӗ суранӗсене пула сывлама пӑрахнӑ.

Палӑртмалла: ҫак каччӑ 56-ри арҫын тӗлӗшпе унччен те преступлени тунӑ. Вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 379, 380, 381, 382, 383, 384, 385, 386, 387, 388, [389], 390, 391, 392, 393, 394, 395, 396, 397, 398, 399, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 08

1873
151
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
76
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
65
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...