Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ видео скринӗ Паян ирхине 5 сехет те 12 минутра Шупашкарти Мир проспектӗнче автовокзала пӑрӑннӑ ҫӗрте ПАЗик 63 ҫулти арҫынна вилмеллех таптаса кайнӑ. Арҫын светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ. ПАЗ водителӗ вара вокзал енне пӑрӑннӑ чухне ӑна асӑрхаман – таптаса кайнӑ. Арҫын васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() russian.rt.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пурӑнакан, кунти военкоматра ӗҫлекен 24 ҫулти Александр Моряков вырӑнти тӳре-шара пулӑшманран «RT» МИХран пулӑшу ыйтнӑ. Александр Воркутаран. Унта повар-кондитера вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑне малтан ҫара кайнӑ, кайран контрактпа службӑна юлнӑ. Мускав облаҫӗнчи Наро-Фаминскра тата Мурманск хулинче пулнӑ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ чух вӑл мина ҫине лексе икӗ урасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл Паттӑрлӑх орденне тивӗҫнӗ. Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пӗрремӗш хутра, хваттер туяннӑ. Анчах унта инвалид валли пандус ҫук иккен. Хӑмаран ҫапса туса панӑ. Анчах ун тӑрӑх ҫамрӑк арҫын хӑй тӗллӗн анса хӑпараймасть. Таҫта та ҫырнӑ, комиссисем те пырса пӑхнӑ. Ыйту татӑлман. Ҫавӑнпа вӑл ыйтӑва урӑх шайра хускатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурс малалла пырать. Унӑн теми – «Ачаран пӗлекен эреш». Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ ирттереҫҫӗ. Вӗсем ӑстасене, художниксене тата дизайнерсене чӑваш тӗррине тӗпе хурса ача-пӑча валли хальхи вӑхӑтри тум хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне конкурса Шупашкарти, Элӗк, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенчи. Иркутск облаҫӗнчи ӑстасем 17 ӗҫ сӗннӗ. Конкурса пӗр ача пахчи тата 5 шкул хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӗл ҫитмен-ха, анчах вӑл мӗнле пуласси чылайӑшне халех кӑсӑклантарать. Малтанлӑха синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗлле юр нумай пулӗ. Уйрӑмах – раштав уйӑхӗнче. Чӳк уйӑхӗ ӑшӑ килмелле. Ҫапах ун чухне те хӗллехи ҫанталӑк пулнине манмалла мар. Климат хӗлӗ чӳкӗн 1-мӗшӗнче пуҫланмалла. Юпа уйӑхӗнчех ҫӗр юрпа пӗрремӗш хут витӗнӗ. Чӳк уйӑхӗнче темиҫе хутчен те юр ҫӑвӗ. Хӗл чӳк вӗҫӗнче ларӗ. Ун чухне юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитмелле. Раштав, нарӑс тата пуш нормӑран сивӗрех пулмалла. Кӑрлачпа ака – нормӑпа килӗшӳллӗн. Кӑрлачра юр сахал ҫӑвӗ, пуш уйӑхӗнче вара – нормӑран 1,5 хут нумайрах. Ҫуркунне варринче нӳрӗк дефицичӗ пулӗ ахӑртнех. Юр часах ирӗлессе кӗтмелле мар – нормӑпа килӗшӳллӗн ака варринче кӑна ҫӗр тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Тӗрлемес станцийӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ, мансардӑна тӗп тунӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман. Ҫулӑма сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Инкекре 35 ҫулти арҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Ӳнерҫӗ-педагогсен пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗн председателӗ. Дмитрий Ефимов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 48 ҫулта кӑна пулнӑ. Дмитрий Викторович 1975 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти педагогика колледжӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти 61-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ, ЧППУра студентсемпе ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищин хушма пӗлӳ паракан уйрӑм заведующийӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль пуҫласа иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале ирттерме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшӗҫ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ. Пирӗн тӑрӑха Калмӑк Республикинчен, Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Крымран, Тутарстанран, ҫавӑн пекех Азербайджанран хӑнасем килсе ҫитмелле. Фестиваль Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра «Воин» (чӑв. Ҫар ҫынни) ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн центрӗ уҫӑлӗ. Унта 14 ҫултан аслӑрах ҫамрӑксем ҫата кирлӗ тӗрлӗ япалана хӑнӑхӗҫ, ҫав шутра — инженер хатӗрленӗвӗ, мина ӗҫне. Вӗренӳ вӑхӑчӗ 3 эрнерен пуҫласа 3 уйӑх таран пырӗ. Республикӑра ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн центрӗ кирли пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура асӑнса хӑварнӑ. Ун пек центрсем, сӑмах май каласан, ытти ҫӗре те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Паянхи ир тӗлне Чӑваш Енре 22 пин ҫын ҫутӑсӑр пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: ӗнер вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳнӗ, йывӑҫсене тӳнтернӗ. Хальхи вӑхӑтра 8 муниципалитетри хӑш-пӗр ялта ҫутӑ ҫук. Пӗтӗмпе 9 пин ҫуртра /вӗсенче 22 пин ҫын пурӑнать/ электроэнерги пӗтнӗ. Кунсӑр пуҫне социаллӑ тытӑмри 30 объектра ҫутӑ ҫук. Хальхи вӑхӑтра бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра япӑх ҫанталӑк мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн темиҫе специалисчӗ ҫак кунсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хулинче ӗҫлеме вӗренет. Асӑннӑ центрта «Маленькая мама» (чӑв. Пӗчӗк амӑшӗ) пурнӑҫа кӗрет. Вӑл — ҫул ҫитмен амӑшӗсене пулӑшмалли проект. Городецра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи специалистсем пухӑннӑ. Вӗсене Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшмалли фонд специалисчӗсем вӗрентеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |