Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Республикӑн тӗп хулинче вырнаҫнӑ «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче «Кубок Единства» (чӑв. Пӗрлӗх Кубокӗ) хоккей фестивалӗ пулӗ. Унта 6 команда хутшӑнӗ. Ҫав шутра — хоккей легендисем, паллӑ спортсменсем, журналистсемпе комментаторсем, эстрада, кино ҫӑлтӑрӗсем, хокеея юратакансем. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑнӗҫ. Хоккей матчне кӗме билетсемшӗн укҫа тӳлемелле мар. Уяв концерчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра пуҫланӗ. Сцена ҫине Кирилл Андреев («Иванушки International» ушкӑн солисчӗ), «Тутси» («Фабрика звезд») ушкӑн тата Тимур Ефременков киноактёр тухӗҫ. Концертшӑн укҫа тӳлемелле мар. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Лакрей вӑрманӗнче» 13:00 сехетре «Три цвета гордости и славы» концерта йыхравлаҫҫӗ, Андриян Николаев ячӗллӗ паркра 12:00 сехетре «Ача-пача Акатуйӗ» пуҫланӗ. «Амазония» этнокомплексра «О тебе пою, моя Россия» концерт пулӗ. Раҫҫей кунӗн тӗп пулӑмӗ — «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон. Унта Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина тата «Русская песня» Мускаври патшалӑх ансамблӗ сцена ҫине тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yur-gazeta.ru сайтри сӑн Пермь крайӗнче ҫуралса ӳснӗ хӗрарӑм Чӑваш Енре тахҫантанпах пурӑнать. Унӑн 18 ҫул тултарман 3 ача пур. Анчах вӑл вӗсене пӑхмасть, хӑй те этем ретле пурӑнмасть. Ӗс вырӑнӗ те ҫук унӑн. Ҫавна май унран ачисене туртса илнӗ. 40 ҫулти хӗрарӑмӑн вӗсемшӗн алимент тӳлемелле. Анчах вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫламасть. Суд ҫав хӗрарӑма 60 сехет ӗҫлеттерме йышаннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн ачисене уйӑхсерен 9900 тенке яхӑн тӳлесе тӑма тивӗ. "Ачасемшӗн пӑшӑрхама кирлӗ мар. Вӗсене опекунсем хӑйсен ҫемйине илнӗ", - ҫапла каланӑ 3 ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «ҫавра сӗтел» иртрӗ. Унта кинорежиссер, продюсер, сценарист Степан Бурнашёв хутшӑннӑ. Мероприятие Шупашкарта иртекен XV пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль май йӗркеленӗ. Степан Бурнашёв никама пӑхӑнман кинона сарасси тата проката кӑларасси ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Пӗчӗк бюджетлӑ кино пахалӑхӗпе начаррине пӗлтермест. Пысӑк бюджетлӑ фильмсемпе танлашма, вӗсемпе ӑмӑртма кирлӗ мар. Маншӑн фильмра чи пӗлтерӗшли — истори», — палӑртсе хӑварнӑ хӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "За рулем" порталти сӑн Паян 13 сехетре Шупашкарти Эльгер урамӗнче ача самокатпа ярӑнса пынӑ чухне машина кустӑрми айне пулнӑ. Ку Нумай функциллӗ центрпа мини-пасар хушшинче пулса иртнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 9 ҫулти арҫын ача ҫул урлӑ каҫнӑ. Ун ҫине 51 ҫулти водитель пырса кӗнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна курман. Арҫын ача, юрать, суранланнӑ ҫеҫ. Пуҫне амантнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Комсомольски районӗнче, Кӗтне юханшывӗнче, пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура вырӑна ҫитсе тӗрӗслев пуҫарнӑ ӗнтӗ. 2020 ҫулта та Кӗтнере пулӑсем вилнӗ. Ун чухне мӑшкӑлтӑк шывӗ унта тасалмасӑрах юхса тухнине палӑртнӑ. Халӗ каллех катастрофа. Специалистсем шыва тӗрӗслеме илнӗ. Кун хыҫҫӑн тин чӑн сӑлтавне палӑртма пултарӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал Канаш, Йӗпреҫ, Шупашар районӗсенче те пӗвере пулӑсем вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ. Пилӗк кунлӑ ӗҫ эрнипе ӗҫлекенсене ҫапах та 3 кун кантарӗҫ. Тунтикун канни Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ. Уяв вырсарникуна лекӗ, апла пулсан эрнекун уяв умӗнхи кун шутланмӗ. Вырсарникун вырӑнне вара тунтикун канӑпӑр. Тепӗр майлӑ каласан, пилӗк кунлӑ ӗҫ эрнипе тимлекенсем шӑматкун, вырсарникун тата тунтикун канӗҫ. Апла пулсан, ҫитес эрне тӑватӑ кунлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Владимир Яковлев Ҫак кунсенче Калмӑк Республикинче пулнӑ аварире Чӑваш Енри ҫынсем вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: "Лада Гранта" транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 54-ри тата 35 ҫулти арҫынсем вилнӗ. Ҫав ҫынсем Владимир Яковлев орнитолог тата унӑн вӗренекенӗ Александр Матвеев пулнӑ. Саша орнитологипе кӑсӑкланнӑ, тӗпчевсем тунӑ. Владимир Яковлев "Чӑваш Енри кайӑксем" виҫӗ томлӑ монографин авторӗсенчен пӗри. Владимир Алексеевич Чӑваш наци музейӗнче ӗҫленӗ. Вӑл ирттернӗ занятисемпе экскурсисене ҫынсем хаваспах ҫӳренӗ. Владимир Яковлев республикӑри пысӑк шайлӑ, ӑста специалист пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Надежда Бабкина. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ артист, Надежда Бабкина пресс-конференци ирттерӗ. Журналистсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йыхравлаҫҫӗ. Унта хӑна «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон ҫӗршывӑн шалти наци политикине епле витӗм кӳни ҫинчен каласа кӑтартӗ. «Раҫҫей юррисем» «Народная певческая культура» ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗ шутланать. Фестиваль-марафона ирттерме Раҫҫей тата Чӑваш Енӗн Культура министерствисем пулӑшаҫҫӗ. Укҫан та, йӗркелӳ мероприятийӗсем енчен те. 16 ҫул хушшинче фестиваль ҫӗршывӑн 63 субъектӗнче концертпа пулнӑ. Фестиваль Чӑвавш Енре 10 кун пынӑ вӑхӑтра 10 концерт иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yur-gazeta.ru сайтри сӑн Ҫынна мессенджерта сӑмахпа хӑртса тӑкнӑшӑн та судра явап тытмалла. Шӑп ҫапла пулса тухнӑ та Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫынпа. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнаканасем ҫурт чатӗнче ЖКХ ыйтӑвӗсене хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах... Икӗ ҫын вӑрҫӑнсах кайнӑ. 45 ҫулти арҫын теприне ҫурт чатӗнче япӑх сӑмахсем ҫырса кӳрентернӗ. Кайран хайхискер хӑйӗн патне ҫырса та хӑртса тӑкнӑ. Ҫав арҫынна явап тыттарнӑ. Суд ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Ятарлӑ операци пуҫланнӑ хыҫҫӑн акӑ тепӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Ӑна мӗнле пӗтӗмлетме пулать, малашлӑхра мӗнлерех улшӑнусем? Пӗрремӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эсир самай пулӑшрӑр. 9 573 тенкӗлӗх пулӑшу кӳтӗр. Малтанхи уйӑхрисемпе хушсан пурӗ 55 373 тенкӗ пулать. Ҫак укҫаран паянхи куна 47 400 тенкӗ тӑкакланӑ. Иртнӗ уйӑхра 5 пин вырӑсла-чӑвашла словарьшӗн тӳлерӗмӗр, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн, 7 пин — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххисен кӗнекин 3-мӗш томӗшӗн. Пурӗ 17 100 пулса тухать. Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир планланинчен те нумайрах ӗҫ турӑмӑр. Ашмарин словарӗн 3-мӗш томне те туллин турӑмӑр (2/3 пайне ҫеҫ мар), тата унсӑр пуҫне Петр Осиповӑн «Элкей таврашӗнче» романа та йӗркелесе ҫитертӗмӗр (корпуса кӗртеймен те ҫавӑнпа укҫине тӳлемен-ха). Халь вара малалли пайӗпе ӗҫлес шутлӑ. Унсӑр пуҫне Александр Гринӑн 5-мӗш томӗпе те ӗҫ пӗтнипе танах (ҫур кӗнекене кӗртнӗ ҫеҫ мар, мӑшӑрласа та пӗтернӗ!) — кӑшт кӑна юлнӑ. Унта ӗҫлекене 5100 куҫарса памалла пулӗ. Ҫавӑн пекех эпир Юлия Силэмӑн «Юр ҫинчи кӑвайт» повеҫне юсаса корпуса кӗртрӗмӗр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |