Сывлӑх
![]() sb-advice.com сайтри сӑн 2021 ҫулхи кӑтартӑва илес тӗк, Чӑваш Енре ҫынсен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ пӗчӗкленнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ведомство хатӗрленӗ докладра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр республикӑра вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 69,99 ҫулпа танлашнӑ. 2020 ҫулта 71,03 пулнӑ, 2021 ҫулта - 73,44. Пӗлтӗр ҫынсем ытларах юн ҫавранӑшӗн чирӗсене, усал шыҫҫа, нерв тытӑмӗн амакӗсене, сывлав тата апат ирӗлтерекен органӗсен чирӗсене пула вилнӗ. Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пандеми пуҫланиччен шанчӑксем пысӑк пулнӑ: 2024 ҫул валли ҫынсен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 78 ҫула ҫитессе шаннӑ, 2030 ҫул валли - 80 ҫула. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамблӗн ертӳҫипе Сергей Федотовпа тӗл пулнӑ. Унпа пултарулӑх коллективӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Сергей Федотов — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамбльне пуҫарса яраканӗ. «Эревет» ансамбле 1981 ҫулта пуҫарса янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектив «Тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ» ята тивӗҫнӗ, вӑл — ҫамрӑксен Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫу уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Саранскра Атӑл тата Урал тӑрӑхӗнчи композиторсен Пӗтӗм Раҫҫейри XXXI фестивалӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекен культура мероприятине эпир маларах асӑннӑ тӑрӑхсенчи регионсен тӗп хулисенче черетлентерсе ирттереҫҫӗ. Ӑна унчченхи ҫулсенче Пушкӑртстанӑн, Мари Элӑн, Тутарстанӑн, Удмурт Республикин тӗп хулисенче йӗркеленӗ. Шучӗпе XXXI хутчен иртнӗ фестиваль программи хор музыкин, халӑх инструменчӗсен музыкин, камера музыкин концерчӗсенчен тӑнӑ. «Фольклор тата композитор» концерт та, «Мордовская легенда» балет-юмах та кӑтартнӑ, ӑсталӑх лаҫҫи те ӗҫленӗ. Фествиале Чӑваш Енри ӑстасем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченех хӗрӳ ӗҫсем пынӑ. Унта студентсем, нимеҫӗсем ӗҫленӗ. Чӑннипе, ку ӗҫе тума пуҫлани пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах - Андриян Николаевӑн агропортречӗ пирки. Халӗ ӑна туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Хастарсем малтан портрета йӗрлесе тухнӑ, унтан кӗреҫе тытса ҫӗре чавнӑ. Агропортрет халӗ ҫӳлтен питӗ илемлӗ курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Лайӑх» кофейньӑн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта «Лайӑх» ятлӑ кофейня ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Апатлану предприятийӗн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кофейньӑра лайӑх кӑмӑл парнелеме шантараҫҫӗ. «Лучшее место на Земле — Чувашия, а лучший кофе у нас!» — тесе ҫырса хунӑ унта. Чӑвашла куҫарсан, ку вӑл «Ҫӗр ҫинчи чи лайӑх вырӑн — Чӑваш Ен, чи лайӑх кофе вара «Лайӑх» кафере», — тесе ӑнланмалла. «Лайӑх» ятлӑ кофейня Шупашкарти Иван Франко урамӗнче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() priboi-voljsk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан чӑвашсем футболла выляссипе ӑмӑрту ирттернӗ. Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑййа 6 команда — Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Елчӗк, Шӑмӑршӑ районӗсен хастарӗсем — хутшӑннӑ. «Вӑйӑ ҫивӗч те интереслӗ иртнӗ. Пирӗн район команди финалта Йӗпреҫсемпе вылянӑ. Вӑйӑ пӗр-пек очкосемпе вӗҫленнӗрен пенальти тапнӑ. Патӑрьелсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑйӑсене йӗркелеме Треньелӗнчи В. Зайцевпа Чӑваш Ишекӗнчи А. Краснов тӑрӑшнӑ. Патӑрьелӗнчи А. Моисеев «Чи лайӑх тапӑнса вылякан», Именкассинчи А. Нянин «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Треньелӗнчи О. Михайлов «Чи лайӑх вратарь» ятсене тивӗҫни те кӑмӑллӑ», — хыпарланӑ хаҫат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре ачасен фольклор фестивалӗ иртнӗ. «Солнечные лучики» (чӑв. Хӗвел пайӑркисем) ача-пӑча фольклорӗн районти III фестивальне тӑван халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарас, ӑна халӑхра сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. «Ачасем чӑвашла калаҫни, юрри-ташшисене, вӑййисене, йӑли-йӗркисене кӑтартма пултарни чуна ҫав тери савӑнтарать», — теҫҫӗ вырӑнти хастарсем. Фестивале 8 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ: Ҫичӗпӳртри «Кунер», Турханкассинчи «Асамат», Хуракассинчи «Кӑсӑя», Вӑрманкассинчи «Путене», Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Чӑнкассинчи «Савӑнӑҫ», Урхас Кушкӑри «Шӑнкӑрав», Аксаринти пултарулӑх ушкӑнӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Валериан Пайгусов. nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валериан Пайгусов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ. Валериан Евстратьевич (26.05.1937-11.03.2001) Етӗрне районӗнчи Тептӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1959-1996 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра Валериан Пайгусов 100 ытла роле калӑпланӑ. Вӑл пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче 20 ҫул ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Куславкка районӗнче Атӑлта "Сормовский-3068" ятлӑ йывӑр тиев илсе ҫӳрекен карап ӑшӑха ларнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствине паян пӗлтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 6 ҫын. Кунсӑр пуҫне ведомствӑн техники те пулӑшма килнӗ. Аса илтерер: Атӑлта карап ӑшӑха ларни ытти ҫулсенче те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Улатӑр районӗнчи пациенткӑн сывлӑхӗ питӗ начар пулнӑ. Чӗри минутра 20 хут ҫеҫ тапнӑ. Хӗрарӑма санавиаци вертолечӗпе Республикӑри кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Тепӗр 10 минутран ӑна вӑхӑтлӑх электрокардиостимулятор лартнӑ. Тепӗр кунхине, сывлӑхӗ лайӑхлансан, стимулятора улӑштарнӑ. Юнкун Елчӗк районӗнчи пациенткӑна вертолетпа Шупашкара илсе килнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут ҫеҫ иртнӗ. Халӗ хӗрарӑма реаниматологсем пӑхса тӑраҫҫӗ, операци тума хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |