Апат-ҫимӗҫ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашстат пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 25-мӗш таран пирӗн республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗн чухлӗ хӑпарнине тишкернӗ. Хӑвӑрт хакланнисенчен йышӗнче — пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла. Шӑл сухан хакӗ пӗр эрнере 23,3 процент хакланнӑ, купӑста — 22,2%, панулми — 9,9 процент, кишӗр — 7,6%, кӑшман — 4,2%. Пулӑ хакӗ 4 процент ӳснӗ, риспа кайӑк-кӗшӗк ашӗ — 3,4%, сысна ашӗ — 3,2%, ҫӑнӑх, банан тата чей — 2,6%, пӗҫернӗ кӑлпасси – 2,2%, тӑвар – 2%. Ҫав вӑхӑтрах хӑяр 9 процент, помидор 6,2 процент йӳнелнӗ. Эмелсенчен корвалол 4,3 процент хакланнӑ, левомеколь — 2,8%, поливитаминсем — 2,5%, алохол — 2,1%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: хӗрачан пӳрне автомат ӑшӗнче хӗсӗнсе ларна. Ку Шупашкарти пӗр шкулта ОБЖ урокӗнче пулнӑ. Хӗрача автомат макетне сӳтсе пуҫтарнӑ. Ӑнсӑртран унӑн пӳрни пӑшал пеналӗ ӑшӗнче хӗсӗнсе ларнӑ. Вӑл ӑна хӑй тӗллӗн кӑларайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ачан пӳрнине кӑларнӑ. Унтан ӑна медпулӑшу ӗҫченӗсем патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
www.cheblvz.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ликерпа водка завочӗ «Россграмм Rossgramm» тавар паллине регистрацилеттересшӗн. Ун пек заявкӑна вӑл Роспатента ҫитернӗ. Тавара паллине йышӑнсан пулӑшу ӗҫӗсен пӗтӗм тӗнчери классификацийӗн 33-мӗш номерлӗ класӗпе регистрацилӗҫ. Вӑл йыша, тӗпрен илсен, эрех-сӑра, тӗрлӗ эссенципе экстрактсем, байцзю, сакэ, ром, виски, анис тата чие эрехӗ, ликёр, пыл эрехӗ, сидра кӗреҫҫӗ. Сӑмах май каласан, маларах Раҫҫейре «Россграм» социаллӑ сете хута ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Хӗлле ниепле те паранасшӑн мар. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх,ҫитес кунсенче ҫанталӑк тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Паян каҫхинех ӑшӑтма тытӑнӗ, йӗпе юр, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ыран ҫӗрле те ӑшӑ тӑрӗ, вырсарникун вара термометр 11 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне аслати те пӗрремӗш хутчен аватма пултарӗ, ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланӗ. Тунтикун каллех хӗллене таврӑнӑпӑр, юр ҫӑвӗ. Ытларикун ӑшӑтӗ, хӗвел те пӑхӗ. Юнкун каллех ҫил вӑйланӗ. Ҫӗрле йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере 30 миллилитр ытла нӳрӗк ӳкме пултарӗ. Акан 7-мӗшӗнчен республикӑра ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ. Ҫитес эрне вӗҫне 15-20 градус таранах ӑшӑтма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енре 1-мӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен заявлени йышӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал ӑна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ памалла. Кӑҫал Шупашкарта 9 пине яхӑн ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 16 сехет те 30 минут тӗлне 6461 заявлени панӑ. Сӑмах май, Патшалӑх пулӑшавӗсен порталӗнче заявлени парсанах черете тӑма май ҫук. Малтан документ оригиналӗсене шкула кайса памалла. Вара тин заявление пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулма Николай Охотина ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумне Сергей Чепурнова ӗҫрен кӑларма йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Паянхи куна Эмир Бедертдиновӑн икӗ заместитель: Николай Охотин тата Елена Дымза. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Алексей Людкова шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Депутатсен районти пухӑвӗн ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, иртнӗ черетсӗр ларӑвӗнче йышӑннӑ. Людковпа контракта Куславкка районӗнчи Дпутатсен ҫиччӗмӗш созыври пухӑвӗ вӗҫленичченхи вӑхӑт таран алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Должноҫе пурнӑҫлама ҫӗнӗ пуҫлӑх паян, ака уйӑхн 1-мӗшӗнче, кӳлӗннӗ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Куславкка районӗн администрацине Фирдавиль Искандаров ертсе пынӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
© РИА Новости / Наталья Селиверстова Тула облаҫӗнче пенсионеркӑран пилӗк килограмм сахӑр туртса илнӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ. Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет. «Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи отделӑн «Алексински» дежурнӑй пайне 73 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хӑй пурӑнакан ҫурт подъездӗнче палламан хӗрарӑм унран сахӑр пакетне туртса илнӗ», — тенӗ хыпарта. Полицейскисем усал шухӑшлӑ хӗрарӑм кам иккенне тата ӑҫта пурӑннине тупса палӑртнӑ. Вӑл ниҫта та ӗҫлемен, унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 44 ҫулхи хӗрарӑм пулнӑ, инкеке ленкнӗскерпе пӗр урамрах пурӑнаканскер. Хӗрарӑм усал ӗҫ тунине йышӑннӑ, ҫаратни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ШӖМ управленийӗн представителӗ журналистсене каласа панӑ май, карчӑкӑн пакетра 5 килограмм сахӑр пулнине, айӑпа кӗнӗскере тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӗсене тавӑрса панине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Пӗлтӗр сезон вӗҫенче Лана Прусакова фристайлҫӑ аманнӑ. Ҫавна пула вӑл ӑмӑртусене хутшӑнайман. Лана тинех спорта таврӑнать. Спортсменка ака уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче Чӗлепи облаҫӗнчи "Солнечная долина" ту йӗлтӗр спорчӗн комплексӗнче иртекен Раҫҫей Кубокне хутшӑнать. Унпа пӗрле тепӗр фристайлҫӑ Дмитрий Мулендеев та каять. Сӑмах май, Мулендеев Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисене хутшӑнайман, унтс лекеймен. Икӗ эрне каялла вара Раҫҫей чемпионатӗнче слоуп-стайл дисциплинӑра - ылтӑн, биг-эйр дисциплинӑра кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӳсӗр ҫынсене йышӑнмалли учреждени (хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене урӑлтаркӑч тенӗ) ҫывӑх вӑхӑтра уҫма палӑртаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ун пек учреждение 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталтан кая юлмасӑр уҫма хушнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ ҫумӗнче йӗркелекенӗ право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Олег Николаев алкогольпе, наркотикпа е урӑх ҫавӑн пек япаласемпе айкашакан ҫынсене пулӑшу памалли специализациленӗ учрежденисем тӑвас ӗҫе васкатма чӗнсе каланӑ. Чӑваш Республикинчи граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен калакан саккуна ҫывӑх вӑхӑтра улшӑну кӗртмелле. «Саккун проектне Патшалӑх Канашӗн ҫитес сессийӗн кун йӗркине кӗртмелле», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |