Пӑтӑрмахсем
avatars сайтри сӑн Шупашкарта пӗр хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗнче алӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл Склад тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ предприятире ӗҫлет. Ку пӑтӑрмах пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, паян, 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. 40-50 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ӑнсӑртран алӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вырӑна васкавла медпулӑшу ҫитнӗ, хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Куславкка районӗнче ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Турра шӗкӗр, вӑл ҫул ҫинчи инкеке лексе, ҫынсене амантса ӗлкӗреймен. Асӑннӑ районта ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫлекен Анатолий Макаров вӑл тӑрӑхри Елчӗк ялӗнче «ВАЗ-2107» автомобиле асӑрханӑ. Руль умӗнчи этем ӑна ӳсӗр пек туйӑннӑ. Сисчӗвленни, чӑн та, тӗрӗс пулнӑ. 22 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ, унӑн водитель прави те пулман. Унта та ытларах — вӑл ют ҫын машинине тытса пынӑ. Автомбильпе ҫула тухма каччӑна хуҫи ирӗк паман иккен. Ҫамрӑк каччӑ машинӑра уҫӑ пуррипе усӑ курнӑ имӗш. Ют ҫын машинине хӑваласа тарнӑ тесе 22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, автомбиль салонӗнче пневматика пистолёчӗ выртнӑ. Вӑл камӑнне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
na-dache.pro сайтри сӑн Раҫҫей вице-премьерӗ Виктория Абрамченко тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пирӗн республикӑра хӑмла ытларах ӳстересси пирки калаҫнӑ. Кун пирки Олег Алексеевич Телеграм-каналта пӗлтернӗ. Вӗсем чӑвашсен авалхи культурине, хӑмлана, аталантарасси пирки калаҫнӑ. «Симӗс ылтӑнӑн» лаптӑкне пысӑклатасшӑн, кайран унран хӑмла экстракчӗ хатӗрлесшӗн. Раҫҫее хирӗҫ санкцисем йышӑннӑ вӑхӑтра ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла майпа импорта улӑштарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ака уйӑхн 4-мӗшӗнче, 15 сехет те 40 минутра, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнар-Вӑрманкасси-Катӑш-Нурӑс» ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ 21120» автомбилӗн 19 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Дэу Матиз» автомбильпе пырса ҫапӑннӑ. «Матиз» машинӑри 5 ҫын аманнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне: 38 ҫулти хӗрарӑм-водителе, 11 ҫулти арҫын ача-пассажира тата 51 хӗрарӑм-пассажира — пульницӑна ӑсатнӑ. 18 ҫулти каччӑ-водитель урах пулнӑ. Анчах унӑн водитель прави пулман. Ун тӗлӗшпе административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
artfile.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри вӑрмансенче видеокамерӑсем лартасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен правительствин пресс-служби пӗлтерет. Республикӑри пӗтӗм вӑрманта видеокамера пулма пултарӗ. Хальлӗхе пӗтӗмпе 5 камера вырнаҫтарнӑ. Ҫапла майпа ҫивӗчлӗх пур вырӑнсене сӑнаса тӑма пултарӗҫ. Финанс министрӗ Михаил Ноздряков ҫакна система пек шухӑшласа кӑлармаллине палӑртнӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пур режим вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Улатимӗр облаҫӗнчи культурӑпа ӳнер колледжӗнче халӑх юррисене шӑрантаракансен «Златоцвет» пӗтӗм Раҫҫейри I конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне тӑван ҫӗршывӑн музыка культурипе, халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Конкурса Владимир, Мускав, Ярославль, Чулхула, Рязань, Воронеж, Пенза, Свердловск, Кемӗр, Ленинград облаҫӗсенчен 120 ытла юрӑ ӑсти хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче пӗччен тата хорпа халӑх юррисене юрлама вӗренекен уйрӑм студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем унта тивӗҫлипе палӑрнӑ, тӗрлӗ диплома тата лауреат ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Бабайкинпа канашлу ирттернӗ. Тӗлпулӑва Чӗмпӗр облаҫӗнчи халӑх культурин центрӗн ӗҫченӗ Светлана Ковшенина тата ыттисем хутшӑннӑ. Канашлура Чӗмпӗр хулинче ирттерме палӑртнӑ «Акатуя» епле уявлассине тата асӑннӑ хулари чӑваш алфавичӗн палӑкне уҫассине сӳтсе явнӑ. Чӗмпӗрти Акатуя ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Республикӑн клиника пульницинче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ. Тухтӑрсем ҫынсене 8 сехетрен тытӑнса 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Республика пульницин консультацин 1-мӗш уйрӑмӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнче 11-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ, «Республика пульници» чарӑнура тухмалла) ҫак специалистсем йышӑнӗҫ: акушер-гинеколог, аллерголог-иммунолог, гастроэнтеролог, гематолог, невролог, нейрохирург, офтальмолог, пульмонолог, ревматолог, нефролог, уролог, хирург, травматолог, эндокринолог. Консультацин 2-мӗш уйрӑмӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнче 19/4-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, «Афанасьев урамӗ» чарӑнура тухмалла) гастроэнтеролог, акушер-гинеколог, невролог-паркинсонолог, эпилептолог, офтальмолог, ревматолог, сурдолог-отоларинголог, терапевт, кардиолог, хирург-колопроктолог йышӑнӗҫ. Специалистсем патне лекес тесен Республика пульницин поликлиникин call-центрне 8 (8352) 45-95-58) номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап тиекен станцире ӗҫлекенсем ӑнсӑртран чӗрӗп тупнӑ. Телее, вӑл кӑшт ҫеҫ аманнӑ, унта вӑй хуракансем унӑн суранӗсене сипленӗ. Ҫӑва тухиччен чӗрӗпе станцире ӗҫлекен пӗр ҫын хӑйӗн патӗнче усрӗ. Ҫитес вӑхӑтра чӗрчуна ветеринар патне тӗрӗслеме илсе кайӗҫ. Хальлӗхе чӗрӗп хӗл ыйхинчен вӑранман-ха. Ӑшӑтсанах ӑна ялти пахчана кайса ярӗҫ. Сӑмах май, ҫак станцире пӗлтӗр кушак ҫури тупнӑ, ӑна ҫӑлнӑ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Унта ӗҫлекенсем ӑна Босс ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп. Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм. Тӗрӗслемелле кӑна вырнаҫтартӑм темелле… Ҫавах чылайӑн, 130 ҫын таран, пулӑшрӗҫ. Иккӗмӗшӗ. Мӗн чухлӗ пухӑнчӗ-ха вара? Шутласан пурӗ 42 700 тенкӗ пулать. Вӗсенчен 15 200 тенкине тӑкакларӑмӑр та ӗнтӗ. 10 200 тенкӗ Александр Гринӑн икӗ томне тӗрӗслеме кайрӗ, 5 000 — 1971 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре электронлатма. Сӑмах май, эпир ӑна кӗртме те пуҫласа ӗнтӗ — «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче тупма пулать. А-Й саспаллисене кӗртнӗ, халь К-Н саспаллисемпе ӗҫлетпӗр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |