Республикӑра
infourok.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командисене хатӗрлекен А. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрлевӗн центрӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти Пӑр кременӗн заведующийӗ пулса унччен судпа айӑпланнӑ ҫын ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах саккун ҫавӑн пек должноҫсенче судпа айӑпланнӑ ҫынсене ӗҫлеме чарать. Спорт шкулӗн директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӑр керменӗн директорне ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
v-kurse.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин крематорийӗ» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарта крематорине йӗркелессине приоритетлӑ проект тесе йышӑннӑ. Предприятие патшалӑх енчен пулӑшма пӑхса хӑварнӑ. Крематори (траур залне тата икӗ кремаци линийӗ вырнаҫтарма) 185 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Проект документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗ тӗлне вӗҫлессе шанаҫҫӗ. Шупашкарти масарсем тулса пыни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та хулара крематори тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр кафери кассӑран укҫа ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунӑ? Йӗрке хуралҫисем йӗр ҫине часах тухнӑ. Вырӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: кафене палламан арҫын кӗнӗ. Вӑл кассӑна уҫнӑ та укҫана йӑтса тухса кайнӑ. Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унччен те судпа айӑпланнӑ 42 ҫулти ҫын, Шупашкарта пурӑнать. Хайхискер укҫа вӑрланине тунман. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, касса патӗнче никам та пулман, ҫавӑнпа вӑл укҫана йӑтса тухса кайнӑ. Нухрата вӑл каялла тавӑрса панӑ. Ҫапах судра унӑн явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Тин кӑна Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ Чӗлепи облаҫӗнчи Миасс хулинче иртекен Раҫҫей кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне «слоуп-стайл» дисциплинӑра тупӑшса мала тухнӑ. Паян Дмитрий «биг-эйр» дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Пирӗн ентеш финиша чи малтан ҫитнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Красноярск крайӗнчи Артем Дулов йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне – Питӗрти Максим Сенкевич. Аса илтерер: Дмитрий Мулендеев ӑсталӑхне Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Юрий Голубых Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управляющийӗ Александр Логвинов ӗҫрен кайнӑ. Вӑл пенсие тухнӑ. Управляющи тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Юрий Голубыха шаннӑ. Александр Логвинов пирки каласан, Раҫҫей банкӗн тытӑмӗнче вӑл 44 ҫул ӗҫленӗ. Регионти уйрӑма 2013 ҫултанпа ертсе пырать. 53 ҫулти Юрий Голубых управляющин заместителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Липецк хулинчен. Пӗтӗм Раҫҫейри финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управленийӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Паллӑ Сахара пушхир урлӑ Мавритани чукун ҫулӗ иртет. Вӑл ӗнтӗ 60 ҫула яхӑн ӗҫлет, тата та нумай ҫул хушши усӑ кӳрӗ. Анчах та ун тӑрӑх пассажирсене турттармаҫҫӗ. Мӗн тума ӑна хывнӑ-ха — кун пирки эпир сире каласа парӑпӑр. Ун тӑрӑх мӗн ҫӳретПаллах ӗнтӗ, ку чукун ҫул тӑрӑх ҫӳрекен пуйӑссем пассажирсене турттараканскерсем мар. Ҫак ҫула Зуэрат хулинчи шахтӑсенчен тимӗр тӑпрана тинӗс хӗрринчи Нуадибу порта турттарма тунӑ. 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пуйӑссем хӑйӑр тӑрӑх хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ. Кунта ӗҫлекенсемшӗн ҫакӑ самай экстремаллӑ ҫулҫӳрев шутланать. Пуйӑспа тимӗр тӑпра турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ахаль сутӑҫӑсем те ярӑнма пултараҫҫӗ — вӗсен ҫитмелли ҫӗре ҫитмелле, килти выльӑх-чӗрлӗхе, апат-ҫимӗҫе кирлӗ вырӑна илсе ҫитермелле. Ҫавӑн пекех ку пуйӑссем ҫинче хӑйсен вӑйне, нервисене тӗрӗслеме юратакан ахаль туристсем те ярӑнаҫҫӗ. Талӑк хушшинче Нуадибуран 4–5 состав ҫула тухать, вӗсенчен пӗри ҫумне пассажирсем ларма пултаракан вакуна ҫаклатаҫҫӗ. Ҫакӑ та кӑсӑклӑ — пуйӑссен расписанийӗ ҫук. |
Экономика
Системӑллӑ предприятисен федераци списокне Чӑваш Енре виҫӗ организацие кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче – «Акконд» (унта 2 740 ҫын ӗҫлет, рынокри унӑн тӳпи — 89 процент), «Гален» (260 ҫын ӗҫлет, унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 1 миллиард та 67 миллион тенкӗпе танлашнӑ), «Технотрон» (117 ҫын ӗҫлет, пӗлтӗрхи тупӑш — 302 миллион тенкӗ). Системӑллӑ предприятисен федераци реестрӗнче унччен Чӑваш Енри тӑхӑр предприяти пулнӑ, паянхи кун унта 12 организаци кӗрет. Республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ реестра Шупашкарти «Букет Чувашии» фирмӑна тата «Чӑвашхлебопродукт» предприятие кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cheb.media сайтри сӑн Чӑваш Енри закупкӑсен центрӗ шкул автобусӗсем илмешкӗн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республикӑри шкулсем валли 4 автобус туянасшӑн. Малтан палартнӑ хак - 16 миллион тенкӗ. Аукцион ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан унӑн транспортсене 60 кунра илсе ҫитермелле. Шкулсем валли М3 класлӑ автобус кирлӗ. Транспортра 20-25 вырӑн пулмалла. Коробка - механика, монопривод. Транспорт кузовӗн сарӑ тӗслӗ пулмалла. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна шкулсем валли 37 автобус илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре 3 ҫулта халӑх йышӗ 2,04 процент сахалланнӑ. Статистикӑна 2019-2021 ҫулсене кӗртнӗ. Республикӑра вилекенсен йышӗ ҫуралакансен хисепӗ нумайрах пулнипе ҫак 3 ҫулта 20,38 пин ҫын чакнӑ. Тепӗр 4,42 пинӗшӗ - миграцие пула. Ҫапла пӗлтерет "Рейтинг" информаци агентстви. 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 998,4 пин ҫынпа танлашнӑ. Раҫҫейӗпе илсен, юлашки 3 ҫулта халӑх йышӗ 1,22 миллион ҫын чакнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Орлов, Тамбов, Смоленск, Курган, Еврей автономи облаҫӗсенче халӑх йышӗ чи нумай чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
© Ventura / Shutterstock.com Airbus A380 самолет ҫӗнӗ йышши топливӑна тӗрӗслеме хутшӑннӑ, сывлӑшра вӑл 3 сехет ирттернӗ: Тулузӑри Бланьякран вӗҫсе тухнӑ та Ниццӑра анса ларнӑ. Самолет моделӗ — чи пысӑк пассажир авиалайнерӗ. Топливӑна усӑ курнӑ ӳсентӑран ҫӑвӗ ҫумне ҫу хушнипе хатӗрленӗ. Ҫакна та палӑртмалла: унпа двигательсенчен пӗринче ҫеҫ усӑ курнӑ. Тепринче авиакраҫҫын пулнӑ. Авиалайнерсен вӗҫевӗнче 100% биотопливӑпа усӑ курни хальлӗхе пулса иртмен-ха, ҫапах та ҫакна 2020-мӗш ҫулсен вӗҫнелле пурнӑҫлама май пулӗ. 2035 ҫул тӗлне вара Airbus халӑха углеродлӑ топливӑпа пач усӑ курман лайнер кӑтартасшӑн. Тепӗр тесен, специалистсем хальлӗхе ӳсентӑран ҫӑвӗнчен тунӑ топливӑн сиенлӗхне туллин тӗпчемен-ха, ҫавӑн пекех биотопливӑн ытти тӗсӗсем пирки те нимӗн те калаймаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |