Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн ҫуртне кӗнӗ арҫын картлашка ҫине ларнӑ та тӑнне ҫухатнӑ. Хуралҫӑ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӗсем ҫитиччен вӑл 56-ри арҫыннӑн чӗрине массаж тунӑ. Килсе ҫитнӗ реанимаци бригади пациентӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Бригада реанимаци туса пацинта клиника вилӗмӗнчен кӑларнӑ. Халӗ пациент Республикӑри клиника пульницинче выртать. Реанимаци бригади йышӗнче Олег Косов тухтӑр, Владимир Матюшкин медбрат тата Елена Ефимова медсестра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ Иван Яковлев палӑкӗн облицовка плити 6 ҫулти хӗрача ури ҫине ӳкнӗ. Телее, ача аманнӑ ҫеҫ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн киле ӑсатнӑ. Палӑк "ЖКХ тата хӑтлӑх управленийӗн" балансӗ ҫинче. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӑна "Зеленстрой" пӑхса тӑрать. Прокуратура икӗ организаци тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ. Ведомство ыйтнипе халӗ палӑка юсас ӗҫ пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулинче пурӑнакан 17 ҫулти ҫамрӑк айфон туянас тесе ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ. Колледжра вӗренекенскер телефона пӗлтӗрхи кӗркунне илме шухӑш тытнӑ, ҫавна май тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ. Ҫу каҫипе ӗҫленӗ укҫана перекетлӗ пухса пынӑскер хӑйне килӗшекен пӗр пӗлтерӗве асӑрханӑ. Телефона сутаканни Улатӑр ҫамрӑкӗпе часах ҫыхӑннӑ. Ҫав ҫын каччӑна телефон номерӗпе 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн телефон сутакан йӗп пек этем ҫухалнӑ. Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Липецк облаҫӗнчен иккен, Мускавра пурӑнать. 25 ҫулхи качча тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти шкулта пушар пулнӑ. Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм коррекци шкулӗнче сиксе тухнӑ. Хусанкай урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулӗнче пулнӑ. «Хӗрлӗ автан» ӗнер, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӑнтӑрла алхасма тытӑннӑ. Электрооборудованипе усӑ курас енӗпе йӗркене пӑснине пула кулер ҫунма тытӑннӑ. Пушар сӗтел-пукана сиенленӗ, стенасене хӑрӑмлатса пӗтернӗ. Тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ют ҫӗршывран килнӗ икӗ ҫын Шупашкарта наркотик сутма тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем мессенджер урлӑ следстви хальлӗхе палӑртман ҫынпа наркотик сутасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ӑна хӑйсем те тутанма палӑртнӑ. Лешӗн курттӑмӑн кӳрсе килмелле, кусен хутаҫсене пайласа вӑрттӑн вырӑнсене хумалла пулнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем 118 грамм наркотик илнӗ. Пӗр пайне хутаҫсене пайласа чикнӗ. Анчах ӑна сутайман, пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче вӗсене вӑрттӑн вырӑна хума тытӑннӑ чухне полицейскисем тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри VI ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Современные тенденции музыкального и художественного образования: проблемы, технологии, перспективы» (чӑв. Музыка тата художество вӗрентӗвӗн хальхи вӑхӑтри туртӑмӗсем: ыйтусем, технологисем, малашлӑх) ят панӑскере культурӑпа ӳнер енӗпе вӗрентекен учрежденисен преподавателӗсем валли йӗркеленӗ. Мероприятире ҫӗршыври чи лайӑх практикӑсемпе паллаштарнӑ. Тухса калаҫакансенчен хӑшӗсем хӑйсен сӑмахне чӑваш наци культурин пултаруллӑ ҫыннисене – Григорий Хирпӳ композитора, Тани Юн киноактрисӑна, Земфира Яковлева фольклор ӑстине тата ыттисене — халалланӑ. Доклада вӗсем «Выдающиеся деятели культуры и искусств Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнерӗн паллӑ ҫыннисем) ятарлӑ номинаци валли хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен спортсменки Полина Андреева Сыктывкарта юниорсемпе юниоркӑсен хушшинче йывӑр атлетика енӗпе иртекен ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫӗршывӑн 8 рекордне ҫӗнетнӗ. Полина 49 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл сулласа 79 кг ҫӗкленӗ, тӗртсе – 95 кг. Пӗтӗмпе 174 кг пухнӑ. Пӗлтӗр Албанире кӑтартнӑ кӑтартуран ку 3 киолограмм нумайрах. Палӑртмалла: Полина Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумне ирттерет. Культурӑпа вӗренӳ слётне ҫӗртме уйӑхӗн 4-8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Унта пултарулӑх, сывлӑха сиплес тата туризм мероприятийӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене йӑлана кӗнӗ культурӑна сарас тӗллевпе ирттерӗҫ. Форума институт Федерацин национальноҫсен ӗҫӗн агентстви тата Чӑваш Енӗн Культура министерстви пулӑшнипе ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ачасем валли концерт хатӗрленӗ. Пултарулӑхпа паян, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, паллашма май килӗ. «Мир прекрасен друзьями» (чӑв. Тӗнче туссемпе илемлӗ) концерт программине ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи сюитсенчен тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ташшисенчен, вӑйӑ сценисенчен йӗркеленӗ. Концерта «Культура для школьников» (чӑв. Шкул ачисем валли культура) проектпа килӗшӳллӗн кӑтартма палӑртнӑ. Концерта Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче 10 тата 11 сехетсенче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() htinfosmi.net сайтри сӑн Эрех ан ӗҫ, сӗт ӗҫ. Паян ҪҪХПИ ӗҫченӗсем водительсене чарсан калаҫӑва ҫапла пуҫланӑ. Унтан тин документсене ыйтнӑ. Ку профилактика акцийӗ иртнӗ ытларикун пуҫланнӑ. Инспекторсем эрнере пӗрре машина нумай ҫӳрекен вырӑна тухаҫҫӗ. Руль умне ӳсӗрле ларни мӗн патне илсе ҫитерет? Куншӑн мӗнле явап тыттараҫҫӗ? Инспекторсем ҫак ыйтусене параҫҫӗ те водителе пӗр кӗленче сӗт тыттараҫҫӗ. Ку акцие ҫул ҫинче ӳсӗрле ҫӳрекен водительсен йышне чакарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал инспекторсем 400 яхӑн ӳсӗр водителе чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |