Ял пурнӑҫӗ
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен касса илнӗ скриншот Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Тускел ялӗ хӑй вӑхӑтӗнче пушанса юлнӑ. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче унтисем кӳршӗллӗ региона тухса кайнӑ. Ҫавӑн пек шӑпа ытти хӑш-пӗр яла та пырса ҫапнӑ. Вӗсенчи кил-ҫурта ҫынсем дача евӗр ҫеҫ усӑ курнӑ. Халӗ вара ялсем ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ. Вӗсене тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ ҫынсем ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартса лартса яла чӗрӗ сывлӑш, пурнӑҫ сывлӑшӗ кӗртеҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗрисем — маларах эпир асӑннӑ Ҫӗнӗ Тускелӗнчи Кирилловсем. Тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Россия 24» канал «Герои среди нас» (чӑв. Паттӑрсем пирӗнпе юнашар) кӑларӑмра паллаштарнӑ. Сюжет анонсӗ тӑрӑх хакласан, Кирилловсем хыт-хура ашкӑракан вырӑна тасатса тирпейленӗ, чаплӑ ҫурт хӑпартса лартнӑ, халӗ ҫемье сурӑхсем ӗрчетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри муниципалитетсенче ҫак кунсенче «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) пӗтӗм ҫӗршыври фестиваль-марафон иртӗ. Вӑл паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланмалла. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче артистсем 9 ҫӗрте концерт лартса парӗҫ. Раҫҫей кунӗнче вӗсем Шупашкарти сцена ҫине тухӗҫ. Фестиваль-марафон ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина пысӑк культура мероприятийӗ умӗн флешмоб ирттерессине пӗлтернӗ. Концерт курма чӑваш тумне тӑхӑнса кайма май пур. «Хаклӑ чӑвашсем, ахӑртнех сирӗнтен нумайӑшӗн килӗнче халӑх костюмӗн хатӗрӗсем — пуҫа тӑхӑнмаллисем, капӑрлӑхсем... — пур. Тен, костюм та! Пирӗн концертсене курма пынӑ чух ҫавсене илме сӗнетӗп. Атьӑр пӗрле капӑрланар, пӗр шухӑшлӑ пулар, хавасланар тата пурнӑҫпа пӗрле савӑнар! Сире юратса, Надежда Бабкина», — чӗнсе каланӑ пултаруллӑ сцена ӑсти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Патӑрьел районӗнче пӗри йывӑҫ ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулпа вӗҫтерсе пыракан машина ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехет те 35 минутра инкеке лекнӗ. «ВАЗ-2112» автомобиле тытса пыракан 30 ҫулти водитель руле пӑрса ӗлкӗрейменнипе Патӑрьел районӗнчи Яманчурел ялӗ тӗлӗнче кювета чӑмнӑ, унтан йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Машинӑн малти пайӗ лапчӑнса ларнӑ. Аманнӑ водителе больницӑна ӑсатнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче вӑл урӑ пулнипе пулманнине тӗрӗслеме юн илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем: Игорь Моляков, Николай Степанов тата Виктор Горбунов — Явӑш ҫӑви патне ҫитмелли ҫула пӑхса ҫаврӑннӑ. Тӗрӗслеве ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тухнӑ. Вӗсем халӑхра «Киров урамӗ» текен ҫула хакланӑ. Чапаев ячӗллӗ завод патӗнчен Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен ҫула ятарлса никам та сарман. Хуларан унпа масар ҫине ҫитме тата М-7 ҫул ҫине тухма ҫывӑхрах пулнӑран водительсем ҫавӑнтан ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑта илсен, Чапаев ячӗллӗ завод хыҫӗнчи ҫула «Дорэкс» предприяти кӑштах йӗркене кӗртнӗ. Шӑтӑк-путӑка пӗтерес тӗллевпе вӑл асфальт ваккине сапма пуҫланӑ. Подряд организацийӗн представителӗ депутатсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк хитреленсенех (ӗнер ҫумӑр ҫуса тӑчӗ) ӗҫе малалла тӑсма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Контактра» ушкӑнри «Чӑваш Ен» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинче роллер йӗлтӗрпе ярӑнма ҫул тӑвасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара ҫв трасса валли федераци хыснинчен укҫа уйӑрса парасси пирки пӗлтӗмӗр. Ырӑ хыпар республика Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейӗн вице-премьерӗпе Дмитрий Чернышенкӑпа тӗл пулсан паллӑ пулнӑ. Роллер йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫул 4 километра яхӑн пулӗ. Ӑна Спортӑн хӗллехи енӗсен тӗсӗсен центрӗ ҫумӗнче сарӗҫ. Унта биатлонистсене пемелли хальхи вӑхӑтри ятарлӑ вырӑн та пӑхса хӑварӗҫ. Ӗҫӗн проект хакӗ – 970,4 млн тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсӗ иртесси пирки аса илтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе пӗрле йӗркеленӗ. Конкурса куҫӑнсӑр майпа йӗркелӗҫ. Унта педагогсен, фотоӗҫе юратакансен ӗҫӗсене йышӑнӗҫ. Конкурсӑн тематики ҫапларах: «Чӑваш ҫӗрӗ пултаруллӑ ҫынсемпе пуян»; «Эпир – туслӑ кил-йыш» / «Мы – семья!»; «Ӑста ҫӗр-шывӗ»; «Ытарайми тӑван тавралӑх»; «Асамлӑ арча». Конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин национальноҫсен ӗҫӗпе тимлекен Геннадий Семигинпа тӗлпулнӑ. Енсем чӑваш халӑхӗн наци культурипе чӗлхине конкретлӑ проектсем урлӑ аталантарас ыйтӑва сӳтсе явӑ. Сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проектӑн хӑтлавӗ иртӗ. Унта Геннадий Семигин та хутшӑнӗ. Акцин амбассадорӗ — Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл «Русская песня» ансамбльпе пӗрле хатӗр карттӑпа паллаштарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫав карттӑ федераци округӗсем тӑрӑх ӑсанӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Вӗренӳ
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта паян Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче шкула халалласа палӑк уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Тӗрӗссипе ҫак ӗҫ-пуҫ иртнӗ эрнерех, шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ иккен. Палӑка чаплӑн, тӳре-шарасене чӗнсех уҫнӑ. Ҫак пулӑма мӗнле хакламалла-ши? Нивушлӗ эпир шкулсем уҫас вырӑнне палӑксем уҫма тытӑнӑпӑр? Паллах, кун пек ҫӑмӑлрах та йӳнӗрех. Тимӗр листа ҫинче вырӑсла сӑвӑ касса кӑлар та, ҫуммӑн ӗлӗкхи парттӑна вырнаҫтар — пулчӗ те. Шкул уҫас тесен вара шкулне хӑпартма тивӗ, вӗрентекенсене хатӗрлеме тата ытти те. Уйрӑмах ялсене аталантарма тивет. Хальхи пек ялсене фельдшерсене ҫеҫ илӗртнипе мар, тулли программа хатӗрлесе. Ялта ҫуралнӑ ачасем хуланалла ан тарса пӗтчӗр тесе. Тен, хӑшӗ пӗри калӗ, ку тӗнчери юхӑм тейӗ. Пӗлсех тӑратӑп, тивӗҫлӗ программа тусассӑн, ялтисемшӗн хӑтлӑ пурнӑҫ йӗркелесе парсан унти халӑх хула енне ҫаврӑнса та пӑхмӗ. |
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паня, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — Социаллӑ ӗҫчен кунӗ. Вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ. «Ҫыншӑн тӑрӑшасси тӗп вырӑн йышӑнакан ҫӑмӑлах мар, анчах та пархатарлӑ профессие суйласа илнӗ, ырӑ кӑмӑллӑхӗпе тата кирлӗлӗхӗпе палӑрса тӑракан ҫынсене тивӗҫлипе хисепе хунине тата сумлӑн чысланине палӑртмалли паха мел», — тенӗ республика ертӳҫи хӑйӗн саламӗнче. «Эсир нумай ачаллӑ ҫемьесене, сусӑр ҫынсемпе ветерансене, пенсионерсене тата патшалӑхран уйрӑмах пулӑшу кӗтекен ҫынсен ытти ушкӑнӗсене пулӑшатӑр, ҫавӑн пекех никампа чунне уҫса калаҫма май пулман ҫынсемпе курнӑҫса вӗсен чун-чӗрине лӑплантаратӑр. Ҫак тивӗҫе ырӑ кӑмӑллӑхсӑр, хӗрхенӳлӗхсӗр, сӑпайлӑхсӑр тата хӑвӑн ӗҫне чунтан юратнисӗр пурнӑҫлама май ҫук», — тесе палӑртса хӑварнӑ Олег Николаев саламӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.guranka.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере килсӗр чӗрчунсем валли приют тӑвасшӑн. Хула администрацийӗ проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн 6,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Документсене кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Приюта вара ҫитес ҫул, 2023 ҫулта, тума тытӑнмалла. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та Ҫӗмӗрлере приют тӑвасси пирки унччен сӑмах хускатнӑ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче вӑл унта ҫулталӑкран килсӗр чӗрчунсене вӑхӑтлӑх тытмалли вырӑн пуласса шантарнӑ. Пӗтӗмпе 150 чӗрчун вырнаҫмалӑх пулмалла. Сӑмах май, кӑҫал пӗрремӗш кварталта республикӑра хуҫасӑр 466 чӗрчуна тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |