![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 60 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 13 ҫулти мӑнукӗ ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хӗрача патне 50 пин тенкӗ выляса илни пирки хыпар килнӗ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ. Лешсем янтӑ нухрата илес тесен кӑштах укҫа куҫармаллине каланӑ, ӑна тавӑрса пама шантарнӑ. Хӗрача асламӑшӗн /е кукамӑшӗн/ харпӑр кабинетне кӗрсе палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине 30 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хӗрарӑм кун пирки пӗлсен ҫав ҫынсем ултавҫӑсем пулнине ӑнлантарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухнӑ 13 выпускник вырӑс чӗлхипе патшалӑх экзаменӗ тытса 100 балл илнӗ. Ҫак йышра — Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам шкулӗнчи Тагир Шамсутдинов, Красноармейски шкулӗнчи Анастасия Григорьева, Улатӑрти 6-мӗш гимназири Анна Савинова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Анна Громова, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Виктория Федулова, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Виктория Гриценко, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ольга Кукса, Шупашкарти 41-мӗш шкулти Екатерина Сорокина, Шупашкарти 43-мӗш шкулти Ирина Кольцова, Шупашкарти 46-мӗш гимназири Анна Васильева, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Анна Архипова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Екатерина Ейкова тата Кристина Овчинникова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Россия-1/Улатимӗр» телеканалтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен урлӑ иртекен «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Марат Хуснуллин канашлу ирттернӗ. Аса илтерер: машинӑсене хӑвӑрт ҫӳремелли ҫав ҫул пирӗн регионта 100 километар яхӑн пулӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ сарӗҫ. «М-12» ҫулӑн Мускаври МКАД патӗнчен пуҫӑнса Орехово-Зуево хули таранхи пайне кӑҫал хута ярӗҫ, Чӑваш Енри лаптӑка килес ҫул туса пӗтересшӗн. «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута ярасшӑн. Унпа Мускавран Хусана 6-7 сехетре ҫитме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑра вӑрманта пушар пулнӑ икӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗри Атӑл леш енче Шупашкар лесничествинче, тепри Комсомольски районӗнче Канаш лесничествинче пулнӑ. Атӑл леш енчи пушара шупашкарсем те курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру ведомстви пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ пушарӗ те ҫынсем ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пулнӑ. Ҫав кунах Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче типӗ курӑк тивсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче тӗлӗнмелле кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Вӑл — «Урӑх ӑру / Другое поколение / A different generation» ятлӑ кӗнеке. Кӗнеке авторӗ — чӑваш палиндромийӗн пионерӗ Марина Карягина. «Марина Карягина хӑйӗн поэтла сисӗмӗпе тата ирӗклӗ кӑмӑлӗпе чӑвашпа вырӑс сӑмахне чи тарӑн, атомла шайӗнче пӑхӑнтарать. Вӑл вырӑсла вӑхӑтран малта пыракан палиндроми шедеврӗсем хайлать, чӑвашла вара палиндроми поэзийӗн вӗр ҫӗнӗ тӗнчине уҫать. Вӑл ҫырма пуҫличчен чӑваш литературинче палиндромин илемлӗ тӗслӗхӗсем пулман», — хакланӑ чӑваш поэчӗн пултарулӑхне вырӑс тата ют ҫӗршыв авангарчӗн тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ, Германири Галле университечӗн преподавателӗ Сергей Бирюков. Кӗнекере сӑвӑсене виҫӗ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла — пичетленӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тутарстанри шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Пӑва районӗнчи Р.З. Сагдеев академик ячӗллӗ вӑтам шкула, сӑмахран, чӑваш чӗлхине вӗрентекен 130 ытла учитель пуҫтарӑннӑ. Регион аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Инесса Ядранская чӑваш чӗлхине, литература вулавне тата литературӑна вӗрентме ҫӗнӗ программӑсем хатӗрлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тамара Артемьева доцент та тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑри юханшывсенче пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Мӗнпур ҫав тӗслӗхе республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерстви тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерет. Кун пирки Эмир Бедертдинов министр каланӑ. Ку хыпара министерствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ. Пулӑ вилнине пӗлсен специалистсем кашнинчех тӗрӗсев йӗркеленӗ. Унта ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура, Росрыболовство учрежденин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхрен тӑваттӑшӗнче (Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи пӗвесенче, Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ ҫывӑхӗнчи Йӑршу юханшывӗнче тата Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳт ялӗ патӗнчи Энӗш юханшывӗнче) шывра сиенлӗ япаласем нумай пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Йӑвански тата Ҫӑлкасси ялӗсем патӗнчи пӗвесенче тата Чебоксарка юханшывра сиенлӗ япаласен хутӑшӗ пулӑсене вӗлермеллех нумай пулманнине тупса палӑртнӑ. Апла-и, капла-и, шывпа усӑ куракансен тимлӗ пулмалла. Ытарлӑрах каласан, хамӑр ӗҫекен ҫӑла сурма кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса пуҫтарӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗ шӑп та лӑп 100 ҫул каялла Украинӑри Остёр хули ҫывӑхӗнчи Старогордка ялӗнче татӑлнӑ. Поэтӑн тӑван тӑрӑхне паян чӑваш халӑх поэчӗ — Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ директорӗ Валери Туркай; Светлана Асамат поэт тата юрӑҫ; чӑваш поэтесси, драматургӗ, тӑлмачӑ Раиса Сарпи; Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева; Алексей Енейкин тележурналист; Олег Цыпленков кинематографист тата Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Улькка Эльмен пуҫтарӑннӑ. Унсӑр пуҫне «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн хастарӗсем Владимир Андреев подполковник тата Вячеслав Ильин полковник ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхи 6 сехет те 55 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, 23-мӗш ҫухрӑмра, авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кивӗ «Фольксваген Гольф» водителӗ «КамАЗран» иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Шкодӑпа» ҫапӑннӑ. «Фольксваген» кювета чӑмнӑ, «Шкода» КамАЗпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш водитель вилнӗ, тепри аманнӑ. «Фольксваген» водителӗ Элӗк районӗнчи 29 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗренпе 100 ҫул иртнине асӑнса)
«Асап тӑвӗ ҫине ҫаруран...»Ҫеҫпӗле ҫывӑх пулнӑ ҫын Н. Рубис ӑна Аслӑ Асаплануҫӑпа (Великий Страдалец) танлаштарнӑ: «Аслӑ Асаплануҫӑ ‑ ҫапла калама хӑятӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн пурнӑҫне тӗрӗссӗн кӑтартать. Михаил Кузьмичӑн пурнӑҫӗ вӗҫсӗр-хӗрсӗр асапланура иртрӗ-ҫке: чир-чӗрӗ, выҫлӑх, хаяр элек, телейсӗр юратӑвӗ...» Хӑйӗн пурнӑҫӗ Асап ҫулӗ ҫинче пулнине поэт аван ӑнланнӑ. «Асаплану ‑ ман пурнӑҫӑн саккунӗ», — тесе ҫырать вӑл хӑйӗн А. Червякова патне 1921 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗнче. Асаплану ҫулӗ Ҫеҫпӗле сарӑмсӑр вилӗм патне кӑна мар, поэзири вилӗмсӗрлӗх патне те илсе тухнӑ. Асапланма пӗлни унӑн поэт чунне ҫӗкленӗ, ҫынсене юратма вӗрентнӗ. Асаплану Ҫеҫпӗлӗн идеалӗсем чӑн пурнӑҫринчен урӑхларах пулнинчен те нумай килнӗ. Ҫак синкерлӗх пӗтӗм чӑваш интеллигенцийӗн шӑпинче палӑрать тесе канани те йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Ахальтен мар поэтӑмӑр НЭП политикине йышӑнман, унӑн идеалӗ ҫынсен Библири пек пӗрлӗхӗ пулнӑ. Ҫынлӑха тӗпе хунӑ пӗрлӗхре чунсӑрлӑхпа чурӑслӑх валли вырӑн пулман. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |