Чӑвашлӑх
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта А.П. Ковалевский тӗпчевҫӗн «Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана», «О степени достоверности Ибн Фадлана» ӗҫӗсем тата «Формы конечного «н» «з(р)» в арабской графике VII–XIII вв.», «Путешествие Ибн Фадлана на Волгу» материалсем кӗнӗ. «IX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Хӗвелтухӑҫ Европӑра ҫӗнӗ патшалӑх — Атӑлҫи Пӑлхар — йӗркеленме пуҫланӑ. 895 ҫулта Алмуш пӑлхарсен уйрӑмах вӑйлӑ ӑрӑвне ертсе пыма тытӑннӑ», — историе аса илтерет наука кӑларӑмӗн редакторӗ Владимир Степанов. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тепӗр ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 2 предметпа 200 балл пухнӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра ӑс пухакан Мария Пульхеровская. Мария биологипе тата химипе экзамен тытса иккӗшӗнпе те 100-шер балл пухнӑ. Аса илтерер: ун пек тепӗр маттур хӗр – Екатерина Ейкова. Шупашкарти 2-мӗш лицейра ӑс пухнӑскер вырӑс чӗлхипе тата химипе 100-шер балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() auto.rambler.ru сайтри сӑн Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ирхи 5 сехетре 6 ҫулти хӗрӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ача ҫӗрле ҫухалнӑ. Амӑшӗ ӑна ирччен хӑй шыранине ӗнентернӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗтӗм службӑна ура ҫине тӑратнӑ. Малтан вӗсем киле кайса тӗрӗслеме шутланӑ. Чӑнах та, унта ача ҫывӑрнине чӳречерен курнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха ку ҫемьере? Каҫхине хӗрарӑм тусӗсемпе каннӑ иккен. Хӗрне те пӗрле илнӗ. Пӗчӗкскер ывӑнса ҫитнӗ те хӑйех киле кайма шутланӑ. Тӗлӗнмелле те, каҫхине ҫулпа утакан ача никама та тӗлӗнтермен, никам та чарӑнса унран ӑҫта кайни пирки ыйтман. Палӑртмалла: ҫак хӗрарӑм унччен те профучетра тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() stolica-s.su сайтри сӑн Шупашкарти 19 ҫулти каччӑ канмалли кунӗнче ҫӑмӑлттай хӗре чӗнсе киленес тенӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ. Хайхискер пӗлтерӳре телефон номерӗ тупнӑ та шӑнкӑравланӑ. Унпа ҫепӗҫ саслӑ хӗрарӑм калаҫнӑ. Ку «пулӑшу» мӗн хак тӑнине пӗлтернӗ. Каччӑ укҫана куҫарса панӑ. Кайран ун патне каллех шӑнкӑравланӑ, страховкӑшӑн 10 пин ыйтнӑ. Ку каллех куҫарнӑ. Анчах ҫак та ҫителӗклӗ мар иккен – тепӗр темиҫе пин куҫарма ыйтнӑ. Каччӑн хӑйӗн укҫи пулман: микрозайм тата тусӗсенчен кивҫен илнӗ. Хӑратса шӑнкӑравлама тытӑнсан тин каччӑ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Атӑлта, Шупашкар районӗнчи Шашкар ҫывӑхӗнче, катер баржӑпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни уҫӑмланнӑ. «Вести. Дежурная часть» пӗлтернӗ тӑрӑх, катер ҫинчи 4 ҫын ӳсӗр пулнӑ. Телеканал журналисчӗ пристань хуралҫипе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл акӑ мӗн пӗлтернӗ: 38 ҫулти арҫын, катер хуҫи, малтан арӑмӗпе тата ачисемпе ярӑннӑ. Унтан пӗртӑванӗсемпе ҫула тухнӑ. 23 сехет те 50 минутра катер, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑскер, баржӑпа ҫапӑннӑ. Катер ҫинчи тӑватӑ ҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Республика кунӗ умӗн пирӗн, тӑван чӗлхепе литературӑна юратакан чӑвашсемшӗн, паха кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Вӑхӑт тараси» кӑларӑма Марина Карягина поэтӑн 2010-2022 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кӗнеке аннотацийӗнче калашле, «поэт самана сулнӑкӗнчи этемӗн пурнӑҫри хура-шурне ҫынлӑхпа чыса, тивӗҫе тӗрӗслекен вӑхӑт тараси ҫине хурса виҫет тейӗн». Кӗнекене тӗрлӗ формӑпа ҫырнӑ сӑвӑсем: тавтограмма, рубаи, икйӗркелӗх, терцет, сонет кӑшӑлӗ, панторим, палиндром, монопалиндром, амфистроф — хальхи чӑваш поэзине хӑйне евӗр курӑмпа пуянлатаҫҫӗ. Кӗнекене Станислав Юхтар художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӑларӑм «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/kugesionline сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче пӗр арҫын плотинари шлюза кӗрсе ӳкнӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Общество канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнин ури шуҫса кайнӑ та вӑл шлюза персе аннӑ. Аманмасӑр пулманах-тӑр. Инкек вырӑнӗнче полицейскисен тата васкавлӑ пулӑшу машинисем ларнине ӳкерсе илнӗ. Пост авторӗ шлюза мӗншӗн хупламаҫҫӗ тесе ҫырнӑ та, теприсем мӗншӗн унта хӑпарса каймалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах Кӳкеҫри Колхоз урамӗ патӗнчи пӗвере пулса иртнӗ. Пӗлтӗр шлюза хӑма ҫапса хупланӑ имӗш, анчах шыв хӗрне канма пухӑнакансем ӑна сӳтсе шашлӑк пӗҫерме усӑ курнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Кӳкеҫ | Общество канашӗ» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗн центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансем, кранран, мазутлӑ шыв юхнине пӗлтереҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Общество канашӗ) пабликра сӑмаха ҫирӗплетме сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ. Пост авторӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, шыв мазут шӑршиллӗ ҫеҫ мар, мазутлӑ та. Унпа алла ҫусан вӑл йӗр хӑварать. «Карл Маркс урамӗнчи 112-мӗш ҫуртра та шыв мазут шӑршиллӗ, анчах хальлӗхе аллах вараламасть-ха», — калаҫӑва хутшӑннӑ пӗри. Советски урамри 98-мӗш ҫуртра та иртнӗ эрнере шыв мазут шӑршиллӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуй» уявне (вӑл хулари «Амазони» паркра иртнӗ) чӑваш пӑхаттирӗсем те пуҫтарӑннӑ. Спортсменсем ӑмӑртнине пӑхма куракансем те йышлӑ пухӑннӑ. Спортсменсене республика Элтеперӗ Олег Николаев та саламланӑ. «Кӗрешӳ – Чӑваш Республикин наци спорчӗн кӑсӑклантаракан енӗ. Кавир ҫине тухниех ҫитӗнӳ, мӗншӗн тесен кӗрешӳҫӗсем наци спортне аталантараҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. Спортсменсем 80 килограма ҫитичченхи тата 80 килограмран йывӑртарах виҫере ӑмӑртнӑ. 80 килограмчченхи виҫере Шупашкарти Станислав Никифоров ҫӗнтернӗ. Шупашкарти тепӗр ар, Александр Ефимов, 80 килограмран йывӑртарах виҫере пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Олег Николаев тата Ольга Ярилова. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашла произведенисем хайлама республика хыснинчен укҫа ытларах уйӑрса пама тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗршывӑн культура министрӗн ҫумне Ольга Яриловӑна пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи тӳре-шара пирӗн республикӑра пулнӑ, унпа регион ертӳҫи тӗл пулса калаҫнӑ. Олег Николаев пирӗн тӑрӑхра культура отрасльне укҫа-тенкӗ чылай хывнине хыпарланӑ. «Сӑмахран, чӑвашла произведенисем хайлама эпир грантсен виҫине икӗ хут ӳстертӗмӗр», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |