Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
 kuban.mk.ru сайтри сӑн
kuban.mk.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫыннӑн сывлӑхне асӑрханмасӑр сиенлетсе ӑна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 21 сехетре ҫак ӳсӗр хӗрарӑм пӗрле пурӑнакан 61 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ.

Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл реанимацире 12 кун пурнӑҫпа вилӗм хушшинче выртнӑ. Шел те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.

Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ чухне вӑл решетке хыҫӗнче пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77588
 

Хулара
chaikovskiyregion.ru сайтри сӑн
chaikovskiyregion.ru сайтри сӑн

Иртнӗ эрнере Шупашкарта пӗр хӗрарӑм Анисимов урамӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пынӑ чухне пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Ӑнсӑртран ун ҫине пӑрпа юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ.

Юрать-ха, хӗрарӑм вӑйлах аманман. Унӑн ӳчӗ кӑштах суранланнӑ. Вӑл Васкавлӑ медпулӑшу пульницине пырса пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна тухтӑрсем пӑхнӑ та ҫав кунах киле янӑ.

Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта хӗрарӑмпа икӗ ача юр айне пулнӑ. «Три поросенка» хупах патӗнчен иртсе пынӑ чухне вӗсем ҫине юр йӑтӑнса аннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77596
 

Раҫҫейре
tass.ru сайтри сӑн
tass.ru сайтри сӑн

Раҫҫейри 75 субъектра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнине пӗлтернӗ. Ҫавна май Роспотребнадзор ковидпа ҫыхӑннӑ чарусене пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Ку общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнассине пырса тивмест.

Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа инфекциленнисен 97 проценчӗ чире ОРВИ пек е симптомсемсӗр ирттерет.

Роспотребнадзор малашне общество вырӑнӗсенче маскӑпа ҫӳрессине тата алла ҫине тӑрсах дезинфекцилессине ҫеҫ хӑварма сӗннӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре оперштаб ларӑвӗ пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ.

 

Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗренӳ кӗнекисен авторӗсем канашлӑва пухӑннӑ.

Регион аталанӑвӗн центрӗн ертӳҫи Инесса Ядранская институт унччен мӗн-мӗн тунине пӗтӗмлетнӗ, ҫывӑх вӑхӑтри плансемпе паллаштарнӑ.

Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канашлӑва пухӑннисем хӑш-хӑш кӗнекесен ал ҫырӑвӗсемпе васкавлӑ ӗҫлемеллине уҫӑмлатнӑ. Институт проректорӗ Светлана Петрова малаш валли автор ушкӑнӗсене йӗркелемеллине палӑртса хӑварнӑ.

 

Вӗренӳ
chrio.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
chrio.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Вӗренекенсене республикӑн пӗрлехи экзаменне тытма хатӗрлесси» семинар ирттернӗ.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе тата тӗллевӗпе, текст тишкермелли меслетлӗхпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли формӑсене алла илнӗ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетнӗ, шкул ачисен экзамента пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкернӗ.

 

Культура
Эльвира Альмешкина. https://m.vk.com/wall-160878893_5 сӑнӳкерчӗкӗ
Эльвира Альмешкина. https://m.vk.com/wall-160878893_5 сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Мошкассинчи клуб заведующийӗнче ӗҫлекен Эльвира Альмешкина «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ клуб тӗрлӗрен ӗҫлет. Тилхепене тар тӑкас кӑмӑллӑ профессионала тыттарсан ӗҫ те каять.

Эльвира Альмешкина культура отраслӗнче мӗн ҫамрӑкранпах вӑй хурать. Ҫав енӗпе вӑл ятарлӑ пӗлӳ те илнӗ. Юратнӑ ӗҫӗ чун киленӗҫӗпе пӗр килнӗрен хӗрарӑм хӑйӗн тивӗҫне ӗмӗрӗпех кӑмӑлтан пурнӑҫлать.

Тӑрӑшуллӑ культура ӗҫченӗ – чӑвашла тата вырӑсла сценарисемпе методика сӗнӗвӗсен, ҫӗнӗ формӑллӑ мероприятисен авторӗ. Мероприятисен ре-жиссер-постановщикӗ те вӑлах. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ конкурса хореограф евӗр хутшӑнать.

 

Политика

Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн должноҫӗнчен кӑларнӑччӗ. Вӑл ӑна 5 ҫул ертсе пынӑ.

Паян институтра кам директор пуканне йышӑнасси паллӑ пулнӑ. Ҫав ҫыннах – Петр Краснов.

Петр Степанович 1956 ҫулта Комсомольски районӗнче Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ. 1994-2005 ҫулсенче информаципе пичет министрӗ пулнӑ. 2011 ҫултанпа – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. 2002 ҫултанпа – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.

 

Республикӑра
Дмитрий Швечков. Инстаграмри @csonkalin сӑнӳкерчӗкӗ
Дмитрий Швечков. Инстаграмри @csonkalin сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Донбаса Чӑваш Енрен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Пурӗ 20 тонна. Ҫав шутра – сакӑр тонна ҫӑнӑх, икӗ тонна кӗрпе. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри аграрисем туса илнӗ тыр-пултан хатӗрленӗ.

Унсӑр пуҫне тепӗр вунӑ тонна ытти апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар ӑсаннӑ.

Калӑпӑшлӑ пулӑшӑва «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Букет Чувашии», «Химпром» предприятисем, «Пике» фабрика уйӑрса панӑ.

Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, уйрӑм ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти Дмитрий Швечков хӑй укҫипе тӗрлӗ тавар туянса Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен хулари центра пырса панӑ. Унтисем тавара адресатсем патне ӑсатма пулӑшӗҫ.

 

Персона
Николай Исмуков
Николай Исмуков

Чӑваш халӑх поэчӗ, философи наукисен докторӗ Николай Аверкиевич Исмуков педагог 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче сӑвӑ-юрӑллӑ кил-йышра ҫуралнӑ.

Йӳнеҫтерӳллӗ те пархатарлӑ ҫул утса тухнӑ сӑвӑҫӑ. Вӑл пуҫламӑш класрах хӑйӗн тӑванӗ Митта Ваҫлейӗ пек пулас тесе сӑвӑсемпе аппаланма пуҫланӑ та, поэзи урхамахне алӑран нихҫан та вӗҫертмен. Ӗҫлесе укҫа-тенкӗ тупнӑ, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнӑ. Патшалӑх ертӳҫисем ӑна вӑхӑтра асӑрханӑ, хисеплӗ ятсемпе, премисемпе, нумай томлӑ ҫырнисен пуххине кӑларнипе хавхалантарнӑ.

Ӑслӑ та ӗҫчен каччӑ самант та алӑ усса пурӑнман. Вӑл Шупашкарта художество училищинче, Свердловскра университетра вӗреннӗ. Шкулта, Ҫӗрпӳри ялхуҫалӑх техникумӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче ӗҫленӗ. Мускавра аспирантурӑра тӑрӑшнӑ. Философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулса тӑнӑ. Чӑваш тӗнчекурӑмӗпе ӑс-хакӑлӗ ҫинчен философ куҫӗпе хӑй шухӑшне пуҫласа калама пултарнӑ.

Н.А. Исмуковӑн пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен «Писатели Чувашии» (2006), «Писатели. Библиотека президента Чувашской Республики. Т. 6» (2008) пухчӑсенче тӗплӗ каласа хӑварнӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн

Чӑваш Енре 64 ҫулти арҫын ҫӑкӑр тип пыра кайнипе чутах вилмен. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Сергей Николаев, Ҫӗрпӳри подстанци ӗҫченӗ, ҫӑлса хӑварнӑ.

Ку нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхине апатланнӑ чухне арҫын ҫӑкӑра пырне лартнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлӑш ҫитменнипе аптӑрама пуҫланӑ. Тӑванӗсем часрах медпулӑшу чӗннӗ.

Тухтӑрсем ҫитсен пациента тӗрӗсленӗ те пырӗнче темӗн ларнине асӑрханӑ. Сергей Николаев фельдшер ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.

Арҫын ирӗклӗн сывлама пуҫласан ӑна пульницӑна малалла сипленмешкӗн илсе кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 769, 770, 771, 772, 773, 774, 775, 776, 777, 778, [779], 780, 781, 782, 783, 784, 785, 786, 787, 788, 789, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...