Статистика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтӗр мӗн чухлӗ ҫын вилни пирки доклад тунӑ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус демографи лару-тӑрӑвне япӑх витӗм кӳнӗ. Пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 1600 ҫын нумайрах вилнӗ. Ытларахӑшӗ – чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа пула. Министр докладӗнче лайӑххине те асӑннӑ. Пӗлтӗр, ҫӗршывӗпе илес тӗк, пирӗн республикӑра тин ҫуралнӑ ачасем вилнин чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() alikov.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ (райадминистраци сайтӗнчи информаци тӑрӑх, муниципалитета Александр Куликов ертсе пырать) шанчӑкран тухнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑн. Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкамасть. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха вӑл выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ. Элӗк районӗн прокуратури 2021 ҫул вӗҫӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем 5 ҫулти Даниилӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл самокатпа ӳксе суранланнӑ. Ача мороженӑй илме самокатпа кайнӑ та ӳкнӗ, пуҫӗпе ҫапӑннӑ. Килте унӑн темӗн ыратма пуҫланӑ. Анчах амӑшне мӗн ыратнине ӑнлантарайман. Амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫав вӑхӑталла ача хӑсма пуҫланӑ. Пульницӑра снимок тусан медсестрасене ачана часрах шакла хырма хушнӑ. Унӑн пуҫ мимине юн кайма пуҫланӑ иккен. Данила часрах операци тунӑ. Нейрохирургсем ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() youtu.be/z8rrtFyCO30 видеоран илнӗ скриншот Красноармейски ялӗнчи Ленин урамӗнче пӗрер хутлӑ пилӗк ҫурт — общежити — ишӗлме пуҫланӑ. Анчах вырӑнти тӳре-шара вӗсене ишӗлеҫҫӗ тесе йышӑнма васкаман. Халӗ ку ыйтупа прокуратура кӑсӑкланма пуҫланӑ. Тимӗр каркаслӑ ҫуртсене 1984-1985 ҫулсенче «Волготрансгаз» обществӑн Заволжски управленийӗн саккасӗпе туса лартнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав ҫурт-йӗр япӑхма тытӑннӑ. 2006 ҫулсенче вӗсене муниципалитет балансӗ ҫине куҫарнӑ. 2016-2022 ҫулсенче ведомствӑсем хушшинчи комисси темиҫе хутчен те тӗрӗсленӗ, анчах ҫав ӗҫе ятарлӑ организацисен специалисчӗсене явӑҫтарман, ҫавна май общежиисене ишӗлекен ҫуртсен шутне кӗртмен. Халӗ прокуратура тӗрӗслев материалӗсене право органӗсене ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре Ленин, Сталин, Крупская, Распутин сӑнлӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе пирӗн тӑрӑха Андрей Кончаловский продюсер центрӗн пайташӗ Дмитрий Матвеев килсе ҫитнӗ. Дмитрий Матвеев каланӑ тӑрӑх, паллӑ кинорежиссёр историлле пысӑк сериал ӳкерме пуҫлӗ. «Вӑл мана ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Раҫҫейри паллӑ ӗҫченсем евӗр сӑнлӑ ҫынсене тупма хушнӑ», – ӑнлантарса панӑ вӑл. Кайран Дмитрий ытти региона тухса кайӗ. Проектпа «Народный кастинг» сайтра паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Валдай» карапсем Шупашкартан ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Паянхи куна илсен, ҫӗнӗ маршрутсем Мари Элти Чикме хулине тата Юрино посёлокне тата Тутарстанри авалхи уес хулине, Сӗвене, уҫӑлнӑ. Унсӑр пуҫне «Валдай» Хусана ҫӳрет. Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 49-44-00. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти ҫемьере велоплуг шухӑшласа кӑларнӑ. Тавҫӑруллӑ ҫынсем Мачамӑш ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Георгий тата Николай Порфирьевсем ҫӗрулми купалама ал айӗнчи материалсенчен велоплуг ӑсталанӑ. Асӑннӑ хатӗр епле ӗҫленине курнисем хакланӑ тӑрӑх, вӑл заводра туса кӑларнинчен нимпе те кая мар. Велополуг касӑсене хитре туса пырать, ҫӗрулмине лайӑх купалать. Килте усӑ курма юрӑхсӑр велосипед пулсан ӑна ним мар касса вакласа хӑвӑра кирлӗ пек шӑратса хурса велоплуг ӑсталама пулать. Ан ӳркен кӑна! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Шупашкар районӗнче 4 ҫулти ача тислӗк кӑмпи ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Фельдшерсем вырӑна ҫитсе ачана пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, хырӑмлӑхне тасатса кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ кӑмпапа наркӑмӑшлансан ҫапла тума сӗнет: часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле, унтан нумай шыв ӗҫсе хӑсмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн тивӗҫӗсене Марина Макарова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать. Кӑҫал ака уйӑхӗнче телерадиокомпани директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку вырӑнта Мускавран килнӗ Светлана Губанова ӗҫленӗ. ЧР Цифра министерстви конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас тесен ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, аслӑ пӗлӳ пулмалла. Конверт ҫине телерадиокомпанин аталану концепцине чикмелле. Документсене утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурлан 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/putpobedy21 каналтан илнӗ скриншот Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче республикӑри чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен тата «Пӗрлӗхре — вӑй» общество организацийӗсен ертӳҫисен регионсем хушшинчи форумӗ иртнӗ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Форума онлайн мелпе Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр тата Пенза облаҫӗсенчи чӑвашсем те хутшӑннӑ. Мероприятире пулнӑ Татьяна Наумова журналист республикӑри МИХсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫи чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫе улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тухса калаҫнӑ. «Шкулта кӑна вӗрентни сахал, ывӑл-хӗрпе килте те тӑван чӗлхепе хутшӑнмалла», — тенӗ Олег Алексеевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |