Хулара
![]() platesmania.com/ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗве арҫын кӗнӗ те хӑйӗн ҫумӗнче бомба пурри пирки пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем Интернационалист-салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ чиркӗве хӑвӑртах ҫитнӗ. Арҫын ҫумӗнче нимӗнле бомба та тупман. Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫынна полици машинине лартса унпа психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() transphoto.org сайтри сӑн Шупашкарта 11-мӗш троллейбуса унчченхи маршрут ҫинех тавӑрасшӑн. Кун пирки хула адмнистрацийӗ пӗлтерет. Кӑҫал Шупашкарта 4 троллейбус маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пырса тивет. 5-мӗш троллейбуса каялла тавӑрасшӑн. Пӗлтӗр ӑна 11-мӗшӗпе пӗрлештернӗччӗ. Кӑҫал 11-мӗш троллейбуса унчченхи пекех «Чукун ҫулӗ» чарӑна таран ҫӳретттерме тытӑнасшӑн. Хальлӗхе улшӑнусем пирки тӗплӗ хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарта ӗнер, вырсарникун, 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра пассажир вилсе кайнӑ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра кун пирки калаҫнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Инкек 14 сехет те 35 минутра Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Ача-пӑча медицина центрӗ» чарӑнура, пулнӑ. Пассажир 64 ҫулта пулнӑ. Аса илтерер: тепӗр инкек Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пулнӑччӗ. Унта 16-ри каччӑ 4-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() orthoscheb.com сайтри сӑн Медицина ӗҫченӗсен кунӗнче Чӑваш Енре Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрне видеоконференци мелӗпе уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин тата РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Мурашко хутшӑннӑ. Центра 2020 ҫулта пуш уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Пӗлтӗр унти хӑна ҫуртне уҫнӑ. Ҫӗнӗ корпусра стационар мелӗпе сипленмешкӗн 42 койка, медицина реабилитацийӗн амбулатори уйрӑмӗ пур. Центрӑн ҫӗнӗ корпусне пӗрремӗш пациентсем килнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/chuvinform каналтан илнӗ сӑнкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче Шупашкарта сусӑрсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвне пуҫтарӑннӑ. Параспортсменсем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем «Россия» хӑна ҫуртне картлашкапа нушаланса хӑпарнӑ. Пандуспа улӑхас — вӑл ытла та чӑнкӑ иккен. Асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерӗ. Надзор органӗ хӑна ҫуртӗнче персонала чӗнсе илмелли кнопка пуррипе ҫуккине те тӗрӗслӗ. Хӑна ҫуртӗнче ятарлӑ кнопка тата персонал пур имӗш. Ҫывӑх вӑхӑтра хӑна ҫуртне юсаса ҫӗнетмелле-мӗн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатса тӑракан МИХсенчен пӗри гостиницӑра пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Спортсменсем вара кӑмӑлсӑрланман имӗш. Хӑна ҫуртӗнчи условисем пирки гостиница менеджерӗ вӗсене малтанах асӑрхаттарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() lifehacker.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланни ҫинчен йӗрке хуралҫисене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Шар курни пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, инвестици сферине ӗҫе вырнаҫма сӗннӗ. Ҫавна май вӑл хайхине банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кайран хӗрарӑмӑн картти ҫинчен 11 пин те 775 тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫат архивӗнчи сӑн Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче авалтан пыракан йӑлана, салтак ӑсатассине, тытса пыраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Николай Петровӑн ҫара кайма ят тухнӑ. Ял-йыш ӑна салтака чыслӑн ӑсатнӑ. Кун пирки район хаҫачӗ "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" пӗлтерет. Николай тусӗсемпе пӗрле салтак юрри юрланӑ. Ял-йыш ӑна алшӑллисем ҫакса янӑ. |
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта Гагарин кӗперӗ ҫинчен, Юлиус Фучик урамӗнчен инҫех мар, 21 ҫулти арҫын персе аннӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен курнӑ. Ку хыпара халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ. Хыпара пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсем кӑшкӑрнине илтнӗ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Ӳкнӗ арҫын патне чупса пынӑ. Телее, леш вилмеллех аманман. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, перилӑсем тӑрӑх утнӑ та ӳкнӗ. Унӑн ури хуҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра чутах пӗртӑван 12-ри тата 17 ҫулти хӗрачасем путса вилмен. Вӗсене шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем шыв хӗрринче ашшӗ-амӑшӗсӗр пулнӑ. Аса илтерер: ҫак кунсенче икӗ ача путса вилнӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗнче - 9-ти ача Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chebnovosti.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем таксипе тӳлевсӗр ҫӳрееҫҫӗ. Социаллӑ таксипе усӑ курас тесен Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне 51-27-80 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла. Вӑл номер ӗҫ кунӗсенче ӗҫлет. Специалистсем заявкӑна йышӑнӗҫ те кирлӗ ҫӗре машина ярса парӗҫ. Центр директорӗ Ренада Фёдорова пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ таксипе ҫулсерен 50-а яхӑн ветеран усӑ курать. Машинӑна ветерансем тӗрлӗ сӑлтавпа, сӑмахран, пульницӑна кайма, чӗнсе илееҫҫӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗпе пӗрле ҫула тӑванӗ е социаллӑ ӗҫчен тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |