Республикӑра
![]() Роза Андреева (сӑнӳкерчӗкре варринче). cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Роза Андреева нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Ачаранпах юрлама юратнӑскер вӑл паян та чун киленӗҫне пӑрахман. Унтан та ытларах — хора ҫӳрет. Роза Андреева Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Палан» клубӗн хастар пайташӗ. Роза Андреевна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен вӑл педагога вӗренсе тухнӑ, каярах тепре пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн экскурсоводра та тӑрӑшнӑ. Педагогикӑри стажӗ — 51 ҫул. «Палан» хорта Роза Афанасьевна 2012 ҫултанпа юрлать. Коллектив тӗрлӗ ҫӗре концертсемпе тухса ҫӳрет. Роза Андреева тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. «Центрта мана килти пекех лайӑх. Кунта туссем нумай. Хора пула эпӗ нумай ҫӗнӗ юрӑ вӗрентӗм», – тет хастар хӗрарӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тренерсене чӑвашсен кӗрешӳ мелӗпе вӗрентме хӑнӑхтарнӑ. Халӗ вӗсене квалификаци шайне ӳстерни ҫинчен калакан сертификатсем панӑ. Кӗрешӳ — чӑвашсен спорт енӗ. Ҫав енӗпе тренерсен пӗлӗвне туптама республикӑн Спорт министерстви сӗннӗ. Программӑна спорт кӗрешӗвӗ, дзюдо, самбо енӗпе ӗҫлекен тренерсем валли ятарласа хатӗрленӗ. Пӗлӗве ӳстермелли курсра хальлӗхе 36 тренер вӗреннӗ. Вӗсем пурте — республикӑри тата муниципалитетсенчи спорт шкулӗсенче ӗҫлекенскерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тутарстанри шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем семинара пухӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Халӗ ун пек семинара Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗсем валли йӗркеленӗ. Чӗмпӗр хулинчи 57-мӗш вӑтам шкула 50 ытла педагог пуҫтарӑннӑ. Вӗсен умӗнче тухса калаҫнисем чӑваш чӗлхине, литература вулавне тата литературӑна вӗрентме ҫӗнӗ программӑсем хатӗрлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алина Каликова. puppet21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре наука, литература тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакан, асӑннӑ отрасльсенче никӗс пӗлтерӗшлӗ тӗпчевсем тата пысӑк пахалӑхлӑ произведенисем хайланӑ ҫынсем патшалӑх стипендине илсе тӑрӗҫ. Вӗсене ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 5-шер пин тенкӗ парса тӑрӗҫ. Списокра — пурӗ 15 ҫын. Ҫавсен шутӗнче Александр Федосеев тата Владислав Николаев Николаев художниксем, Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Петухова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Людмила Кузнецова, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ Алина Каликова тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗнче ӳкерӗннӗ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ. Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятире Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн ӗҫченӗсем — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Ирина Кириллова, Вера Никифорова, Ирина Софронова — Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхне тӗрлӗ енчен хакланӑ. Тухса калаҫакансем хушшинче ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ольга Куликова, ЧР Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/chebvesti пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Сатиркасси ялӗ патӗнче водитель прунӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра пулнӑ. Сатиркасси ялӗ Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ хулапа посёлока ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче, Сатиркасси ялӗ тӗлӗнче, ҫын вилмелле инкек пулса иртнӗ. «Vesta» автомобильпе «Mersedes» ҫапӑннӑ. ВАЗ водителӗ вилнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне (кам айӑплине) тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rualimenty.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи 41 ҫулти арҫыннӑн алимент парӑмӗ 1,4 миллион тенкӗ таран пухӑннӑ. Малтан ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, кайран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын явап тыттарсан та тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Ӗҫлеме вӑй питти пулсан та вӑл ӗҫе вырнаҫман, ачисемшӗн алимент тӳлес тесе тӑрӑшман. Нумаях пулмасть ӑна суд тунӑ. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 4 уйӑх ирттерме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи общежитире пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсен унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивнӗ. Пушар тухни пирки ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 15 сехет те 29 минутра пӗлтернӗ. Ашмарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче иккӗмӗш хутри кӑритурта шкап ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен 21 ҫынна урама кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, общежитири шкапа такам ятарласа чӗртсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тухтӑрсем 14 ҫулти хӗрачан самай пысӑкланнӑ шыҫҫине касса кӑларнӑ. Операци вӑхӑтӗнче Мускаври специалистсем те пулнӑ. Шыҫӑ 6 ытла килограмм тайнӑ. Ҫамрӑк пациентка операцие аванах чӑтса ирттернӗ. Халӗ вӑл больницӑра вӑй пухать. Сӑмах май, Мускаври ача-пӑча хирургӗсем Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Тӑватӑ кунра хирургсем опытпа ылмашӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен йышӗнче икӗ экзаменра 100-шер балл пухнӑ. Пӗтӗмпе – 20 балл. Ҫак хӗр – Шупашкарти 2-мӗш лицейре ӑс пухакан Екатерина Ейкова. Вӑл вырӑс чӗлхипе тата хими предмечӗпе иртнӗ экзаменсенче 100-шер балл пухнӑ. Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче пӗтӗмпе 13 яш-хӗр 100 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |