Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 12 сехет те 10 минутра «Астрахань – Элиста – Ставрополь» ҫул ҫинче пулнӑ аварире пирӗн ентеш вилнӗ. Кун пирки вырӑнти ШӖМ пӗлтерет. Ку авари Калмӑк Республикинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен арҫынни «Грантӑпа» пырса транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ «Мерседеспа» ҫапӑннӑ. Руль умӗнче пирӗн ентеш вилмеллех аманнӑ. Вӑл 54 ҫулта пулнӑ. Унпа пӗрле пынӑ 35 ҫулти пассажир та ӗмӗрлӗхех куҫ хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулхи хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫухалнӑ. 2008 ҫулта Ксения Никонова килтен тухса кайнӑ та вӑл ӑҫти паллӑ пулман. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырама пуҫланӑ. Хӗрача 164 сантиметр тӑршшӗ, ҫырӑ, хӑмӑр куҫлӑ. Хура футболка, хура шӑлавар, хура-шурӑ кроссовки тӑхӑннӑ. Халӗ вара ҫав хӗрача тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче, Ҫимӗкре, Шупашкарти Явӑш масарӗ ҫине илсе ҫитерекен Улатӑр ҫулне харпӑр транспорт валли пӳлӗҫ. Ку чару ирхи 5 сехетрен пуҫласа каҫхи 8 сехетчен пулӗ. Ҫав вӑхӑтра Улатӑр ҫулӗпе общество транспорчӗ ҫеҫ ҫӳрӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дмитрий Денисов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fotokto.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансене сарӑ нӑрӑ тарӑхтарса ҫитернӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине Ольга Серебрякова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хула ҫыннисене нӑрӑсем 5 ҫул канлӗ пурӑнма памаҫҫӗ. «Нӑрӑсем йӑлтах ҫисе яраҫҫӗ: улмуҫҫисене, чие, слива йывӑҫҫисене. Вӗсенчен тухӑҫ илесси ҫук ӗнтӗ. Унччен 10 минутра пӗр нӑрӑ ҫеҫ вӗҫсе иртнӗ тӗк халӗ каҫсерен урама тухма ҫук. Ҫынсем тахҫанах кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, анчах усси ҫук», — пӗлтернӗ хӗрарӑм. Ольга каланӑ тӑрӑх, нӑрӑсене наркӑмӑш сапса вӗлернин те усси ҫук. Хӑшӗ-пӗри ҫеҫ вилет, теприсем вара пурпӗрех вӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Русские писатели в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре вырӑс ҫыравҫисем) марафон иртнӗ май хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ. Марафонӑн тӗллевӗ — хальхи вӑхӑтри литературӑн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе паллаштарасси, кӗнеке вулассипе кӑсӑклантарасси. Пӗрремӗш тӗлпулӑва паян, Раҫҫейри Пушкин кунӗнче, Андрей Геласимовпа ирттерӗҫ. Асӑннӑ вырӑс ҫыравҫи — чылай роман, повеҫ, клав тата сӑвӑ авторӗ. Унӑн нумай хайлавне экранизациленӗ. Андрей Геласимов хайлавӗсемпе усӑ курса «Дом на Озёрной» мини-сериала, «Жажда», «Мой любимый раздолбай», «Ке-ды» фильмсем ӳкернӗ. Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулу акт залӗнче иртӗ, 18 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та кӗрсе кума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын экскаватор туяннӑ чухне ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Вӑл 4,6 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. 44 ҫулти арҫын экскаватор сутнине тӗнче тетелӗнче курнӑ. Сутуҫӑпа техникӑна туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Хайхискер Саратова хӑйӗн ҫыннине тата транспорта илсе ҫитермешкӗн трал янӑ. Килӗшӳ тунӑ, транспорта ӑсатасси ҫеҫ юлнӑ. Шупашкар арҫынни сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе - 4 миллион та 682 пин тенкӗ. Анчах укҫа сутуҫӑ патне ҫитеймен. Ку ӗҫ-пуҫа ултавҫӑ сӑмса чикнӗ иккен. Вӑл Шупашкар арҫыннин укҫине вӑрланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 17 сехет те 5 минутра Шупашкар районӗнче "Байсубаково" чарӑнӑвӗнче ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унти авари акӑ мӗнле пулса иртнӗ: "Тойота" Кӳкеҫ еннелле кайнӑ чухне ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Унта ҫын утнӑ. Ӑнсӑртран иномарка ҫине хыҫалти ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Иномарка ҫул урлӑ каҫакан ҫын ҫине пырса кӗнӗ те юпа ҫине тӑрӑннӑ. Ҫав ҫын вилнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри водитель кӑшт ҫеҫ аманнӑ. Салонри ачасене больницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() odnaminyta.com сайтри сӑн Арҫын ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 10 уйӑх ирттерӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ку пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче пулнӑ. Сехет 12 хут шакиччен 10 минут маларах хайхи арҫын тарӑхнӑ, кӑшкӑрашнӑ. Вӑл ҫӗҫӗ ярса тытса хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Лешӗ хӑраса кайнӑ. Судра арҫын айӑпне йышӑннӑ, преступлени тунӑшӑн ӳкӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев, Каҫал енчи Асанкасси каччи, нумай калавсемпе повеҫсен хуҫи, хӑюллӑ журналист пурнӑҫӑн 85-мӗш ҫулне утса кӗчӗ. Ӑна шкул ачисем, ентешӗсем, вулакансем уяв тусах хаваслӑн саламланӑ. Манӑн пӗрле ларсах савӑнмаллаччӗ, паллӑ ҫулӑн кашни кунӗ питӗ хаклине палӑртмаллаччӗ — анчах ватлӑх эпир картнине йӑлтах пурнӑҫлама май памасть ҫав. Институтра пӗрле вӗренни, Нурӑсри ачасен ҫуртӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра пӗрле ӗҫлени, инҫекурӑмпа тухса калаҫнисем куҫ умӗнчех, кӗнекӳсем - сентре ҫинче. Коопераци институчӗн студенчӗсемпе онлайн калаҫу ирттернӗ чухне сана чӑваш литературин аслӑ гвардийӗ шутне кӗртсе калаҫрӑм. Тивӗҫлипе мухтарӑм! Тинӗс тусӑм, хум хыҫҫӑн хум ывӑтма, ӗмӗт хыҫҫӑн шухӑш сӑвӑрма пӑрахмасса сунатӑп. Тепре куриччен!
Виталий Станьял Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти Мир проспекчӗпе утса пынӑ. Ӑнсӑртран ӑна такам пуҫӗнчен ҫапнӑ та сумкине вӑрласа тарнӑ. Хайхискер ҫаврӑнса пӑхсан таракан арҫынна курса юлнӑ. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем вӑрра хӑвӑртах тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене, документсене унӑн хваттерӗнче тупнӑ. Ҫав ҫын - Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын, унччен судпа айӑпланнӑскер. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урамра утакан ӳсӗр хӗрарӑма курсан унӑн тӑрук вӑрлас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӑй те урӑ пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |