Культура
![]() vk.com/kugesionline сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Хравути пуххи иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗсем авалхи ҫав пухха паян та йӗркелеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, пирӗн аттесемпе аннесем ҫамрӑк чухне, унта тавралли ялсенчи ҫамрӑксем кам лашапа, кам ҫуран пуҫтарӑннӑ. Ҫавна сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ ватӑсем ӗнерхи пек паян та ӑшӑ кӑмӑлпа аса илеҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсем унта чунтан савӑннӑ. Паян ҫав уява тӗрлӗ ҫулхисем ҫеҫ мар, политиксем те пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи Хравутинче, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи ҫамрӑк коммунистсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫле, 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Аса илтерер: ҫав кунах Атӑлта 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра шывра 16 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() transphoto.org сайтри сӑн Чӑваш Енӗн юн резерв фондӗнчен 80 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ку укҫапа Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем электроэнергишӗн пухӑннӑ парӑма татӗҫ. 76 млн та 400 пин тенки Шупашкара кайӗ, 3 млн та 500 пин тенки - Ҫӗнӗ Шупашкара. Сӑмах май, квартал пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электроэнергишӗн 73 млн та 400 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашарти Мускав ҫыранӗнче Атӑлта 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ку инкек каҫхи 7 сехетре пулнӑ. Арҫын ача виллине ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем туртса кӑларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ача юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, инеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() novellaesubs.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 1 миллион та 384 пин те 300 тенкӗ выляса илнӗ. Ку ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ. Хальлӗхе ҫак телейлӗ ҫын укҫа илесси пирки каламан, ҫыхӑнӑва тухман. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: вӑл лотерея билетне мобильлӗ сарӑм урлӑ 40 тенкӗпе туяннӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра пурӑнакансем 1398531 телейлӗ билет туяннӑ, пӗтӗмӗшле выляса илнӗ укҫа 258013698 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ӗнер, Муркаш районӗнчи Чуракасси ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. 43 ҫулти хӗрарӑм кил хуҫалӑхӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 34 минутра пӗлтернӗ. Пушар хуралтӑсенчен пуҫланнӑ. Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм сарая тата ҫурта ярса илнӗ. Хӑпартма пуҫланӑ пӳрт ҫине куҫас хӑрушлӑх та пулнӑ. Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре 4 техника, 2 трактор хутшӑннӑ. Хуҫалӑхра навес, ампар, ҫурт, сарай тата мунча ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ хута яман пӳрт тӑрри сиенленнӗ. Шел те, выльӑх-чӗрлӗх те шар курнӑ: 22 ӗне ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкарта 52 ҫулти арҫын 28-ти арҫынна вӗлернӗ. Лешӗн 4 пӗчӗк ача пулнӑ. Ку инкек пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче хулара Байдуков урамӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта ҫак икӗ арҫын курнӑҫнӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ, унтан хирӗҫсе кайнӑ. Асли ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та кӗҫӗннине мӑйӗнчен, хырӑмӗнчен чикнӗ. Лешӗ тарма хӑтланнӑ, анчах тусӗ ӑна хӑваласа ҫитсе ҫурӑмӗнчен чикнӗ. 28-ти арҫын реанимацире вилнӗ. Унӑн тӑватӑ ача тӑлӑха юлнӑ. Пурте пӗчӗк. 52-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе часах суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республика кунӗнче Шупашкарта каллех ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 1-мӗш маршрут ҫулӗпе ҫӳрӗ. 1964 ҫулта туса кӑларнӑ ЗиУ-5 троллейбус рулӗ умӗнче Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Вӑлах Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫула тухнӑччӗ. Владимир Поликарпович - Шупашкарти троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни. Вӑл унта 48 ҫул ӗҫлет. Ретро-троллейбусра 1960 ҫулсенчи пекех: билетшӑн тӳлемелли касса, компостер пур. Ҫула вӑл 9:09 сехетре тухӗ те парка 18:15 сехетре таврӑнӗ. Ӑна "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра та курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехет хыҫҫӑн Красноармейскинчи шкул, Ленин урамӗнчи 74-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑскер, ҫуннӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта путвалта ҫулӑм тухнӑ. Шкулти спорт хатӗр-хӗтӗрӗ ҫунса кайнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, ку шкулта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа унта пуш уйӑхӗн вӗҫӗнченпе ачасем вӗренмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Андреев. www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Ура утать – ҫул юлать». Ҫӗмӗрле чӑвашӗн Владимир Андреевӑн пӗрремӗш кӗнеки ҫапла ятпа пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫитӗннисем валли те, ачасем валли те кӑмӑла каймалли хитре сӑвӑсем шӑрҫалать. «Сӑвӑҫӑн поэзи чӗлхийӗ ансат, ҫав хушӑрах сӑнарлӑ», – ырланӑ поэтӑн пултарулӑхне издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Андреев 1963 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. 1992 ҫултанпа шкулта ачасене чӑваш чӗлхи тата информатика предмечӗсене вӗрентет, шкул директорӗ. Чӑвашла электрон пособисем, компьютер вӑййисем хатӗрлет, интернетра вӗрентекенсем валли «Шкулта» журнал кӑларса тӑрать. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ҫутӗҫ ӗҫченӗ. 1985 ҫултанпа сӑвӑсем ҫырать, вӗсем район хаҫачӗсенче тата «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. «Ура утать – ҫул юлать» кӗнекене авторӑн юлашки ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кӑларӑм редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 500 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |