Республикӑра
![]() Паян Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» палӑка уҫӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ, ӑна Чӑваш наци телекуравӗпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Паян Чӑваш Ене РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров килсе ҫитмелле. Ҫавӑн пекех кӳршӗ регионсенчен хӑнасем пулӗҫ. Аса илтерер: палӑка пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑччӗ, анчах срока раштав ҫине куҫарнӑ. Ун чухне те палӑк уҫӑлман. Мероприятие кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Nepenthes pudica ӳсентӑранӑн кӑкшӑмӗсем. Борнео утравра (Малайзи) ботаниксем ҫӗнӗ йышши ҫӑткӑн кӑкшӑмлӑ ӳсентӑрана тупнӑ — Nepenthes pudica. Science Daily ҫырнӑ тӑрӑх унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ — апата ҫӗр айӗнче тапӑ хатӗрлесе шыранинче. Ҫӗр айӗнчи кӑкшӑмсем вӑрӑмӑшӗпе 11 сантиметра ҫитеҫҫӗ. Вӗсен ӑшне кӑткӑсем, сӑвӑссем тата нӑрӑсем лекеҫҫӗ. Ытти ҫӑткӑн ӳсентӑрансем кӑпшанкӑсене ҫӗр ҫийӗнчи кӑкшӑмсенче тытаҫҫӗ. Вӗсен шалти пайӗ шӑвӑнчӑклӑ, ҫавна май унта ӳкнӗ кӑпшанкӑ тухаймасть, путать те апат сӗткенӗнче ирӗлет. Nepenthes pudica вара хӑйӗн кӑкшӑмӗсене ҫӗр айӗнче пытарать. Ахӑртнех, нӳрӗк пӗрешкелтерех тӑнӑран апата унта тупма ҫӑмӑлрах — N. pudica нӳрӗк сахал ту тӑррисенче, тинӗс шайӗнчен 1100–1300 метр ҫӳллӗшре ӳсет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнни – унччен пулса манӑҫа тухни теҫҫӗ те, пирӗн республикӑра урӑлтаркӑч уҫма йышӑннӑ. Ун пек саккуна маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ, ҫавна май регионсенче те ӳсӗрсен ыйтӑвне татса пырӗҫ. Эрех хыпса лартса урам тӑрӑх утакансене урӑлтаркӑча пуҫтарса кайӗҫ. Унта вӗсем ҫывӑрса урӑлӗҫ, унтан килӗсене саланӗҫ. Ӳсӗр ҫынсене урӑлтаракан ҫурт уҫасси ҫинчен калакан саккуна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йышӑннӑ. Ҫав ҫурта тытса тӑма хыснаран ҫулталӑкне 8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Каярах урӑлтаркӑчсене тата терӗр 4 хулара уҫӗҫ. Сӑмах май каласан, депутатсенчен пӗри, Николай Степанов, урӑлтаракӑча лекнӗ ҫынсене штраф тӳлеттерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.opera21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш сезона хупнӑ. Культура учрежденийӗнче Дмитрий Шостаковичӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Москва, Черемушки!» юрӑ-кӗвӗллӗ камите кӑтартнӑ. Ӑна лартассипе Мускаври Дмитрий Отяковский режиссёр-постановщик тата Питӗрти Оганес Айрапетян ӳнерҫӗ тӑрӑшнӑ. Куракансем спектакле кӑмӑлласа йышӑннӑ, артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 20 сехет те 55 минутра ҫӑлав службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Ахазов урамӗнчи пӗр ҫуртран кинемей чӳречерен ӳкнӗ. Телее, хӗрарӑм чӗрех юлнӑ. Вӑл поликлиника тӑррине ӳкнӗ. Ҫӑлавҫӑсем ун патне часах ҫитнӗ, альпхатӗрсем пулӑшнипе вӗсем поликлиника тӑррине аннӑ, кинемее наҫҫилкка ҫине хурса йӑтса тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ. «Чеб.медиа» ҫырнӑ тӑрӑх, кинемей уҫӑ сывлӑшпа сывлас тесе чӳречене уҫнӑ та аялалла персе аннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Лаша кӗтӗвӗ. Pavvlovich видеори сӑн Кызыл хула сучӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче регионти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Тыва Республикин ҫыннисем тӗлӗшпе, вӑйпа лаша кӗтӗвне туртса илнипе айӑпа кӗнӗшӗн, йышӑну тунӑ. Ку ӗҫе вӗсем 2019 ҫулхи ҫуркунне тунӑ. Республикӑри тӑватӑ ҫын ентешсен шучӗпе пуйма шухӑшланӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ та темиҫе лаша вӑрланӑ тесе икӗ кӗтӳҫе айӑпланӑ. Хӑратса та хӗнесе вӗсем кӗтӳҫсене «айӑпа» йышӑнтарнӑ, вӑрланӑ пек шутланнӑ ҫичӗ лаша вырӑнне пӗтӗм кӗтеве — 184 лашана — пама хушнӑ. Суд икӗ ҫынна пилӗк ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ; вӗсемпе пӗрле ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсене ҫур ҫул сахалрах лекнӗ. Асӑрхав ведомствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра алхаснӑ ҫил-тӑвӑл мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутланӑ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 47 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ. Ҫил-тӑвал хыҫҫӑн инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен комиссин черетсӗр ларавӗ иртнӗ. Унта тӳре-шара муниципалитетсен шайӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимне тума йышӑннӑ. Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсем шар курнӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, асар-писер ҫанталӑк 47 ытла миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Элтепер ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫынсене пулӑшмаллине каланӑ, Финанс тата Ӗҫлев министерствисене укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран 30 ҫын вилнӗ, ҫӗртмере вара - 13. Юлашки вӑхӑтра ҫак каварлӑ чирпе аптӑракансен йышӗ сахаллансах пырать. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра чирленӗ кашни 17-18-мӗш ҫын вилнӗ. Анчах ку статистикӑна ӳпке шыҫҫинчен тата ковида пула аталаннӑ чирсенчен вилнисем кӗмеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 32 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ. 25 ҫын сывалнӑ, 29 пациента пульницӑна вырттарнӑ. Иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран вилнисем пулман. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 434 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Олеся Курпяева тунӑ сӑн / «Российская газета» («Раҫҫей хаҫачӗ») Раҫҫей банкӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа оливкӑллӑ хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ ҫӗнӗ ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫана ҫаврӑнӑша кӗртет ярать. Кун пирки регулятор сайтӗнче пӗлтернӗ. Ӑна хальхи дизайнпа тунине, 200 тенкӗллинче усӑ курнӑ ҫирӗп хӳтӗлев пуррине палӑртнӑ, ҫӗнӗ хут укҫана Мускава тата Тӗп федераци округне халалланӑ. Унӑн пит енӗнче Мускав Кремлӗн Сӑпас башнин курантлӑ пӗр пайне ӳкернӗ, тӳнтер енӗнче — Совет Салтакне халалланӑ Ржев мемориалне. Банкнота ҫине Раҫҫей Банкӗн страници ҫине илсе каякан QR-код вырнаҫтарнӑ. ТБ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ хут укҫасене ҫаврӑнӑша майӗпен кӗртӗҫ, 1997 ҫулхи кивӗ ҫӗр тенкӗллӗ укҫасем те, ҫавӑн пекех 2001 тата 2004 ҫулта ҫӗнетнисем те ҫаврӑнӑшра юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pogoda21.ru сайтри сӑн Кӑҫал ҫулла шӑрӑх пулӗ-и? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Аслатиллӗ шалкӑм ҫумӑр тӑтӑшах ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Унтан шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк пуҫланать. Вӑл 3 эрнене тӑсӑлӗ. Ку Европӑра антициклон хуҫаланнипе ҫыхӑннӑ. Виҫҫӗмӗш декада варринче кӑнтӑрла урамра 30 градус ытла ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |