Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 2008 ҫулта арҫын Мускавра хваттер туянма тесе 18 миллион тенкӗ заем илнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл ҫухалнӑ... 14 ҫуллӑха. Ҫак арҫын кивҫен илсен тӗп парӑма та, процентсене те тӳлемен. Унпа ҫыхӑнӑва тухайман, ҫавна май инвестици компанийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынна федераци шыравне панӑ. Ӑна нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Псковра тытса чарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем Шупашкара илсе килнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юрий Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра Лариса Петрова (сӑнӳкерчӗкре — сулахайран пӗрремӗшӗ) сӑвӑҫпа тӗлпулу иртнӗ. Методика зарядки евӗр йӗркелекен мероприяти ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма, ҫыравҫӑсене лайӑхрах пӗлме май парать. Лариса Петровӑн нумаях пулмасть «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» сӑвӑ пуххийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки ыйтса пӗлнӗ, сӑвӑсем итленӗ. Библиотекарьсем Лариса Петрова камӑн сӗнӳ-канашне итленине, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе ӑҫта тӗлпулнине те пӗлесшӗн пулнӑ. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас ыйту та ҫӗкленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Паян, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, — Музейсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май республикӑн тӗп хулинчи ватӑсем Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти музейпе курав центрӗнче пулнӑ. «Хӑйӗн ӗнерхине манакан халӑхӑн малашлӑхӗ ҫук», — тесе шухӑшлаҫҫӗ асӑннӑ центрта. Социаллӑ учрежденире тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе паллаштаракан сумлӑ кӗтес йӗркеленӗ. Унти материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, специалистсемпе канашласа вырнаҫтарса тухнӑ. Социаллӑ учреждение пулӑшу илме ҫӳрекен ачасем те, ваттисем те музейпа курав центрӗнчи экспонатсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Галина Матвеева поэтӑн, писателӗн, куҫаруҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» кӑларӑмӗ Елена Благинина ячӗллӗ литература премийӗн уйрӑм дипломне тивӗҫнӗ. Елена Благинина (1903-1989) ячӗллӗ конкурса кӗҫӗн тата вӑтам ҫулхи ачасем валли вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе 30 пин тенкӗ преми параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне жюри лайӑх кӗнекесен авторӗсене уйрӑммӑн хавхалантарать. «Вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене ҫеҫ йышӑннине пӗлсе тӑрсах ҫак конкурса хутшӑнас килчӗ. Укҫа выляса илессишӗн мар. Ку — литература премийӗ, унта автор пултарулӑхне ҫиелтен, аннотаци тӑрӑх ҫеҫ, хакламаҫҫӗ, тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Ку — пӗр сӑлтав. Тепӗр сӑлтавӗ — ҫак премие ача-пӑча валли сӑвӑ ҫыракансене хавхалантарас тата Елена Благинина ятне асра тытас, унӑн поэзине пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Мана ҫак авторӑн поэзийӗ килӗшет», — тенӗ Галина Алексеевна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() alrf.ru сайтри сӑн Аслӑ шкулта вӗренекен 20 ҫулти студент кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Шупашкарти хӗрпе паллашнӑ. Хайхискерсем ҫырӑннӑ. Студента хӗр ытлах ҫырманни тарӑхтарнӑ, ҫавӑнпа ӑна тӗрлӗ сӑмахпа кӳрентернӗ. Хӗр студента суда панӑ. Каччӑ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн ун чухне кӑмӑлӗ пулман. Анчах ку тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Студента административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 1 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() vk.com/public201211902 страницӑран илнӗ скриншотсем Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинчи пурӑнмалли ҫуртсенчен тухакан таса мар шыв темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫырмана юхса выртать иккен. Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнчи Строительсен, Май, Тӗп урамсенчи ҫуртсенчен таса мар шыв малтан ҫырмана юхса тухать-мӗн, унтан Йӑршу юппине лекет. Кӑлтӑк пирки Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Вӑл вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе те тӗлпулнӑ, ыйтӑва татса памалли ҫинчен ҫивӗч сӑмах хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри культура отраслӗнче чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлекен сӑвӑҫ, юрӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫинчен фильм ӳкерӗҫ. «Чӑвашкино» киностуди «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмпа 2018 ҫултанпа документлӑ фильмсем ӳкерет, кашни кинокартинӑра сумлӑ пӗр-пӗр ҫын кун-ҫулӗпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пеккине Светлана Асамата халаллӗҫ. Фильм валли материалсем пухнӑ май ӳкерӳ ушкӑнӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнче, тата Шупашкарти телебашня патӗнче видеокадрсем ӳкерсе илнӗ. Фильма Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) хатӗрлесе ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Унти шыв мӗншӗн хура тӗслӗ пулса ларнӑ? Пӗвери пулӑсем вилнине ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ. Ҫынсем пулӑсене ҫӑлма та хӑтланнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслеме специалистсем ҫитнӗ. Вырӑнти халӑх шухӑшӗпе, ҫывӑхри сӗт савучӗ айӑплӑ. Анчах савут ӗҫченӗсем вӗсен йӑлтах йӗркеллӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Сӑмах май, вӑл ҫур ҫул ӗҫлет. Пучинкесем ку ыйтупа вӗҫне-хӗрне пырса тухӗҫ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ. Ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ. Тупнӑ. Анчах арҫын чӗрӗ мар. Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчи путвалта тупнӑ. Ӑна чавса чикнӗ. Ҫак тискер ӗҫе унпа пӗрле пурӑннӑ 34 ҫулти арҫын тума пултарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрӗлсен 34-ри арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ӑна вӑйлӑ хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе арҫын вилене путвалта чавса пытарнӑ. Ҫав арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Падиаровсем-Прокопьевсем "Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье" конкурсӑн финалне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем республика шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Кӑҫал пирӗн регионта 13 ҫемье тупӑшнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи финал вара утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче иртӗ. Падиаровсем-Прокопьевсем 12 ачана воспитани параҫҫӗ. Пурте кадет класӗнче вӗренеҫҫӗ. Ҫемье сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ, вӗсем сивӗ шывра чӳхенме юратаҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: республикӑри конкурсра Канаш районӗнчи Фил%red%%/red%ипповсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мельниковсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |