Политика
Владимир Косолапенков Улатӑр хулин пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана ҫак хулари технологи колледжӗн директорӗ Владимир Николаевич Косолапенков йышӑннӑ. Унӑн кандидатурине депутатсем пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗр саслӑн пулса ырланӑ. Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗнче Улатӑр хула администрацийӗн ертӳҫине те суйланӑ. Ун чухне ку тивӗҫе 42 ҫулти Денис Трифонов хӑйӗн ҫине илнӗ. Конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн сити-менеджер пуканне Сергей Лукшин хӑйӗн ирӗкӗпе пӑрахса кайнӑ. Ку должноҫре вӑл ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Емельян Арчиков. nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти ял вулавӑшӗнче «Арчиков Емельян Иванович — ученый-геоморфолог, доктор географических наук» экологи концеренцийӗ иртӗ. Ӑна Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ йӗркелет. Емельян Арчиков (15.08.1925-16.11.2004) — паллӑ ученый-геоморфолог, географи наукисен докторӗ (1990), профессор (1980). Вӑл Муркаш районӗнчи Нискассинче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи (ун чухне аслӑ шкул пединститут шутланнӑ) физикӑпа математика факультетӗнчен, Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1992 ҫултанпа Емельян Арчиков ЧПУра физика георграфийӗн тата геоморфологин кафедрин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Ҫӗр рельефӗпе тинӗссене, юханшывсемпе тусене тӗпченӗ май Муркаш районӗн мухтавлӑ ҫынни Чукоткӑпа Приморье таран ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кӗҫӗр, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 21 сехет те 10 минутра, Муркаш районӗнчи Калмаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген Транспортер» каялла ҫаврӑннӑ чухне хирӗҫ килекен «Форда» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑннӑ. Микроавтобусра пулнӑ 30 ҫулти пассажр аманнӑ. Юрать-ха, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Микроавтобусра пӗтӗмпе 6 ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене «Бла-бла-кар» сайт урлӑ тупнӑ. «Транспортера» штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, водителе аваришӗн явап тыттарасшӑн. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑсса тупӑш тунӑшӑн явап тыттарма материалсем пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре пӗр предприяти услам ҫу туса кӑларать, анчах вӑл хут ҫинче кӑна пур. Чӑннипе вара – ҫук. Вӑл «Адыгейское золотое» ятлӑ, пысӑк сортлӑ, ГОСТпа хатӗрленӗскер имӗш. Анчах Роспотребнадзор асӑрхаттарать: сутлӑха тухнӑ ҫак услам ҫу пахалӑхлӑ мар. Ҫак услам ҫӑва «ИНСУЛА» тулли мар яваплӑ общество кӑларать, юридици адресӗ – Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси ялӗ, Кӗпер урамӗ, 2-мӗш ҫурт. Анчах ведомство тӗрӗслев ирттернӗ те унта Чӑвашпотребсоюзӑн «Кулленхи усӑ курмалли таварсен лавкки» вырнаҫнине палӑртнӑ. Унта нимӗнле услам ҫу та ҫук. Ҫитменнине, Роспотребнадзора «ИНСУЛА» ятлӑ предприяти ӗҫлени пирки уведомлени килмен. Ҫапла майпа ҫак предприяти – мӗлке. Ведомство тӗрӗслев материалӗсене йӗрке хуралӗн органӗсене янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнчи Моҫҫакасси ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Шыв башнине темиҫе сехетлӗхе яраҫҫӗ, анчах кранран кӑшт ҫеҫ шыв юхать. Ирӗксӗрех ҫӑл патне утма е лавккаран туянма тивет. Ялта – 70 хуҫалӑх. Уйрӑмах ватӑсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, выльӑх-чӗрлӗх тытакансене йывӑр килет. Чылай чухне кӳршисем, килтех ҫӑл чавнисем, ҫӑлаҫҫӗ. Ялти ҫӑл вара тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. Ялти шыв башнине 1986 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗплӗ юсаман та. Кӑлтӑксем унччен те пулнӑ-ха. Уйрӑмах ҫулла пахча шӑварнӑ чухне напор ҫитмен. Халӗ мӗн пулнӑ? Ыйтава пӗр уйӑх уҫӑмлатаҫҫӗ ӗнтӗ. Малтан рабочисене шыранӑ, унтан ҫӗнӗ насос кӗтнӗ. Халӗ вара специалистсем шыв пӑрӑхӗ ӑҫтан шӑтма пултарнине тӗрӗслеҫҫӗ. Шыв резервуара тулать-ха, анчах ҫынсем патне ҫитмест. Вырӑнти тӳре-шара кивелнӗ башньӑна пуҫаруллӑ бюджетировани программипе юсама сӗнет. Строительство министерствине заявлени панӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе вара ҫынсен хӑйсенех ӑҫтан та пулин шыв тупма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шкулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсене кӑҫал ҫуркунне мара, кӗркунне ирттерӗҫ. Ҫапла йышӑну тунӑ Рособрнадзор. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн патра ҫак чирӗн ҫӗнӗ хумӗ пуш тата ака уйӑхӗсенче сарӑлма пултарать. Ҫавна май тӗрӗслев ӗҫӗсене авӑнӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 24-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Ҫӗнӗ расписание авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме шантарнӑ. Электрон версипе ирттерме палӑртнӑ тӗрӗслев ӗҫӗсене те кӗркуннене куҫарнӑ. Маларах ҫырнӑ шкулсен кӗркунне тепӗр хутчен пурнӑҫлама тивмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, драматург, педагог, публицист, Ефим Никитин (1912-2022) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ. Ефим Никитин 1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унчченхи Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр техникумӗнче сцена искусствине, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнчи актер уйрӑмӗнче, Дон ҫинчи Ростов хулинче режиссёрсен курсӗнче вӗреннӗ. 1933-1940 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта тата режиссёр ассистентӗнче, пукане артистӗнче ӗҫленӗ. Комсомольскинчи колхоз театрӗнче илемлӗх ертӳҫинче тата актёрта та тӑрӑшнӑ. 1943-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман. Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ. Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
centravangard21.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Авангард» ҫамрӑксене ҫарпа патриотизм пӗлӗвне паракан вӗренӳпе методика центрӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Хушма пӗлу парассипе ӗҫлекен асӑннӑ организаци Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви автономлӑ учрежденийӗ шутланать. «Авангард» вӗренӳпе методика центрӗ Шупашкарти Максим Горький урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен докуменчӗсене министерство пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ. Ведомствӑна хутсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран ҫитерсе памалла. Директор пулас ӗмӗтлӗ ҫыннӑн конкурса хутшӑнма организацин аталанӑвӗн программине хатӗрлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Хӗр банкоматран ют ҫын укҫине илнӗ. Куншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ унӑн явап тытма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын банкомат урлӑ хӑйӗн счечӗ ҫине 29 пин тенкӗ хума тӑнӑ. Анчах операцие вӗҫлемесӗрех хайхискер пӑрӑнса утнӑ. Счечӗ ҫине укҫа куҫманнине кура вӑл каялла таврӑннӑ. Анчах банкоматра унӑн укҫи пулман ӗнтӗ, ӑна такам илсе кайнӑ. Видеокамерӑна пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: бакномат патне хӗр пынӑ. Ӑна тупса палӑртнӑ. Суд пуличчен унӑн таҫта тухса ҫӳреме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |