Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Вӗренӳ институчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акцин пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвне тунине хыпарланӑ. «Института ҫитнӗ хыпарсене шута илни тӑрӑх хальлӗхе акцие 6538 ҫын хутшӑнни паллӑ. Вӗсенчен «5» паллӑ 2541 ҫын (39 %), «4» – 2303 ҫын (35 %), «3» – 1555 ҫын (24%), «2» – 139 ҫыракан илнӗ», — пӗлтернӗ институтӑн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Маркет сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм бассейн туянас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче вӗрсе карӑнтармалли бассейна 35 процент йӳнетсе сутассине пӗлтернине курнӑ. кӑтартса 38 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртӗ. Хӑй улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑ тӗлӗшӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк ялӗ ҫывӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водителе тытса чанӑ. Пакунлисем «Фолькваген» машина Элӗк патӗнче ҫул хӗресленнӗ вырӑнта хӑюсӑррӑн ҫаврӑнса илнине асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем сисчӗвленни ахальтен пулман. 33 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ. Вӑл медтӗрӗслев витӗр тухма килӗшмен. Ӳсӗр арҫын хӑйӗн тӑванӗсен ачисене — 3-8 ҫулти шӑпӑрлансене — лартса ҫула тухнӑ. Ака уйӑхн 30-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен республикӑра ӳсӗр 41 водителе тытса чарнӑ. Вӗсене пурне те штрафлӗҫ тата правасӑр чылайӑха хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкул 150 ҫулхине уявланӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасёв, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов пырса ҫитнӗ. Тата, паллах, уява шкул ачисем, вӗренӳ учрежденийӗнчен тӗрлӗ ҫулта тухса кайнисем, ветеран-учительсем пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнче йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Калиновка ялӗ тӗлӗнче КамАЗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Киа Рио» автомобиле (вӑл Комсомольски районӗ еннелле кайнӑ) ирттерсе яман. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн рульне тытса пынӑ 27 ҫулти водитель тата салонти 3 ҫулти ача аманнӑ, вӗсене больницӑна ӑсатнӑ. Водительсем, сӑмах май, урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Генрих Сапгирӑн ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Лошарик» спектакле кӑтартӗҫ. Ӑна курас тесен культура учрежденине 10 сехет те 30 минута ҫитмелле. Спектакле классика мелӗпе (пуканесем ширма хыҫӗнче) лартнӑ. Юмахра циркри жонглер ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Ку спектакльте эпӗ Лошарик сӑнарне вылятӑп. Вӑл пурне те шанать, ырӑ кӑмӑллӑ. Спектакль ачасене те, аслисене те килӗшмелле. Шанӑр, ӑна пурнӑҫлас тесе тӑрӑшӑр!» — тенӗ юмахра тӗп роле вылякан Надежда Назарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Зелёная суббота» (чӑв. Симӗс шӑматкун) экологи акцийӗ пуҫласа иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — усӑ курнӑ электрон япаласене тата приборсене парнелесси тата пӗр-пӗринпе ылмаштарасси. «Хупӑ ҫаврӑмри экономика ӑнлав паян чылай фактора пӗрлештерсе тӑрать. Ку вӑл — производительсен яваплӑхӗ те (тирпейлеме меллӗ материалсемпе усӑ курни), тирпейлесси те, япаласене тепӗр хутчен усӑ курни те», – тенӗ акцин тӗллевӗ пирки Раҫейӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минитсрӗн ҫумӗ Дмитрий Тетенькин. Хула ҫыннисем принтерсем, джойстиксем, компьютер системин блокӗсене, клавиатурӑсем, блютуз-колонкӑсем илсе пынӑ. Тата 5 фотоаппарт йӑтса пынӑ. Вӗсем ҫийӗнчех ҫӗнӗ хуҫисене тупнӑ. Хуҫа тупӑнман тавара мастерскойсене саппас пайсем валли уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн 3 ҫын вилнӗ, 42 ҫын чирленӗ, 51 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, 104 ҫын сывалнӑ. Ку кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ юлашки талӑкри статистика. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе кун чухлӗ ҫынна пульницӑна вырттарни пулман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1,4 пин ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Официаллӑ статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен Чӑваш Енре 78,7 пин ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 72,2 пинӗшӗ сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() alrf.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 20 ҫулти каччӑна ҫара каяссинчен тарса ҫӳренӗшӗн суд тӑвӗҫ. Прокуратура тата Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл салтака юрӑхлӑ пулнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫак каччӑ ҫара каймашкӑн ҫар комиссариатне килмен. Ӑна раштавӑн 13-мӗшӗнче тата 24-мӗшӗнче килме хушнӑ. Анчах вӑл пыман. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Хӗрарӑм Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулнӑ чухне кафене кӗрсе апатланнӑ та ӑнсӑртран банк карточкине ҫухатнӑ. Вӑл ҫуккине тепӗр кун ҫеҫ, карточка ҫинчен укҫа пӗтме пуҫлани ҫинчен хыпарлакан смс-ҫырусем килме тытӑнсан, асӑрханӑ. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Карточкӑна тупнӑ ҫынна икӗ сехетренех тупса палӑртнӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ, карточкӑпа тӳленӗ вырӑнсенче ӗҫлекен сутуҫӑсемпе калаҫнӑ. Карточкӑна райцентртан инҫех мар вырнаҫнӑ ялта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ арҫын тупнӑ. 44 ҫултискер спорт костюмӗ, темиҫе кӗпе тата калуш туяннӑ, 3 пин ҫур ытла тенкӗ пӗтернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |