Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти Алексей Игнатьев шапашран килме тухнӑ та ҫухалнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравласа Мускавран тухассине каланӑ. Анчах киле паянхи кун та ҫитеймен. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӑл каллех шӑнкӑравланӑ, анчах палламан номертен. Ун чухне Алексей ҫул укҫи куҫарса пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Алексей Мускавра электрогазосварщикре 5 ҫул официаллӑ майпа ӗҫленӗ, ку таранччен унашкал лару-тӑру пулман. Вӗсем халӗ Алексей патне те, вӑл ӗҫлекен организацие те шӑнкӑравласа ҫитеймеҫҫӗ. Арҫынна "Лиза Алерт" шыравпа ҫӑлав хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Паян Чӑваш чӗлхи кунӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫавна май ятарлӑ парне хатӗрлерӗ — чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре ҫӗнетрӗ. Ҫӗнӗ версинче тупнӑ йӑнӑшсене юсанӑ тата сӑмахсен йышне ӳстернӗ. Енчен те малтанхи 31 пин те 82 сӑмаха пӗлнӗ пулсан, хальхи 31 501–31 502 сӑмаха (Libreoffice валли ӑсталанӑ хушӑмра 1 сӑмах ытларах) пӗлет. Вӗсенчен чылайӑшне текстсенче тӗл пулаканнисенчен кӗртнӗ. Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрпе Firefox браузерта тата Libreoffice йышши офис пакетӗнче усӑ курма пулать. Сирӗн Hunspell (орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн ячӗ) валли ӑсталанӑ чӑвашла сайта кӗмелле те ятарлӑ хушӑмсене уҫласа илмелле. Унта ҫавӑн пекех Hunspell валли тунӑ чӑвашла словарӗн тӗп файлӗсене те тупма пулать. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн паянхи тепӗр парни — 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗнчи» «Р» тата «С» саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем. Вӗсене паян кӗртрӗмӗр. Ку словарӗн ытларах пайне тунӑ теме пулать, тата пӗчӗк пайӗ (Т-Я) ҫеҫ юлать. Ҫитес вӑхӑтра Сӑмахсарсен сайтӗнче ҫак словарӗн тулли варианчӗ вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() drama.21 тата nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗксем Паян «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акци иртрӗ. Диктант текстне паллӑ ҫыравҫӑ, журналист, ӑсчах, педагог Константин Петров ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ. «Текст чӑваш чӗлхине тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗклесе чӑваш халӑхӗ пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ Улӑпӑмӑр, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ Шуршӑл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик ҫинчен», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ. Текста Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламланӑ. «Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», – тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев. Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ», – тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
13 пляж пулӗРеспубликӑра
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикинче кӑҫал пурӗ те 13 пляж ӗҫлӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшне Шупашкарта уҫӗҫ, ыттисем – тӗрлӗ муниципалитетра. Ҫапах та тепӗр ырӑ хыпар та пур. Республикӑри тӳре-шара шыва кӗме 100-е яхӑн ятарлӑ вырӑн хатӗрлессине пӗлтернӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов муниципалитетсенчен шыва кӗмелли ҫӗнӗ вырӑнсем, хӑтлӑ пляжсем тума заявка йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе Туризма аталантарас ҫинчен калакан программӑна кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинче роллер йӗлтӗрпе ярӑнма ятарлӑ ҫул тӑвасшӑн. Ҫав ҫул 4 ҫухрӑма яхӑн тӑршшӗ пулӗ. Хулари тӳре-шара ӗҫе пурнӑҫлама 915 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ. Роллер йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫула туса пӗтерсен унта Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче вӗренекен ачасемпе ҫамрӑксем ирӗн-каҫӑн чупса хӑнӑхма пултарӗҫ тесе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш алфавичӗн тата пӗрремӗш чӑваш букварӗн авторӗ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун. Ҫавна Мускаври чӑвашсем паян Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫинче пухӑннӑ. Йышра Иван Яковлевӑн тӑхӑмӗ Сергей Некрасов та пулнӑ. Унта пухӑннӑ ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсем Иван Яковлева асра тытнине, ӑна сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() kem.kp.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын киле таврӑннӑ чухне гаражӗ патӗнчен иртсе кайнӑ. Унӑн алӑкӗ уҫӑ пулнине курах кайнӑ. Хайхискер ӑна ҫаратма пуҫланине ӑнланнӑ та вӑрра тытса чарма шутланӑ. Ҫав вӑхӑтрах полицие шӑнкӑравланӑ. Ку ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ют ҫын гараж алӑкне уҫса кӗнӗ, велосипеда, электроинструмент тултарнӑ сумкӑна урама кӑларса хурса вӑрлама хатӗрленнӗ. Ҫак ӗҫе тӑваканӗ- 55 ҫулти арҫын. Йӗрке хуралҫисем ӑна тухса ҫӳреме чарнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн кунӗ тӑкакшӑн 17 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ытлашши марХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхинчи сӑмахсене уйрӑм е уйрӑм мар ҫырасси, мӗнле сӑмахсемпе усӑ курасси е вӗсемпе усӑ курма пӑрахасси пирки тӗрлӗ чӑвашла информаци хатӗрӗсенче, ҫав шутра чӑваш халӑх сайчӗнче те, тӗрлӗ дискуссисем пыраҫҫӗ. Чӗлхе ҫинчен тӗрлӗ шайри ӑсчахсем те, ман пек ахаль чӑвашсем те калаҫаҫҫӗ. Кашнин каланинче чун ыратӑвӗпе пӗрле тӑван чӗлхене пулӑшас тени сисӗнет. Чӑваш халӑх сайчӗн яланхи вулаканӗ пулнӑ май, эпӗ те ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калас тетӗп. Мӗншӗн тесен, эпир ҫак дискуссисем урлӑ пӗр-пӗрин шухӑшӗсене пӗлнин усси пур пек маншӑн. Кашни чӗлхе хӑйӗн историлле аталанӑвӗнче, авалтан килекен шалти шӑнӑрне ҫухатмасӑр, тӗрлӗ ҫӗнӗ сӑмахсене те илетех, паллах. Пирӗн пин-пин ҫулхи пуян чӑваш чӗлхи те ҫав шутра. Юлашки ӗмӗрте чӑваш чӗлхине кӗнӗ ҫӗнӗ сӑмахсенчен ытларахӑшӗ, паллах, ӑслӑлӑхпа техника аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхине ҫеҫ мар, вырӑс чӗлхине те кӗрсе тулнӑ та паян ҫак чӗлхесенчи чӑн сӑмахсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Комбайн, трактор, космос, ракета, космодром, телевизор, радио, компьютер, телефон, редакци, сайт, типографи, библиотека, искусство, культура тата ытти те, тата ытти те. | ||
Хулара
![]() hвести35.рф сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл вӑйӑ вылямалли укҫасем илес тесе тӗнче тетелӗнче каҫӑпа кайнӑ, банк карттин реквизичӗсене ҫырнӑ. Кӑштахран унӑн счечӗ ҫинчен 25 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав сайт суя пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ шырав мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |