Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫухалнӑ арҫынна пиллӗкмӗш кун шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем "Лиза Алерт" шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. 36 ҫулти Сергей Сергеевич Кислицын пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман. Тӑванӗсем вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Сергей Кислицын 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ симӗс тӗслӗ. Сергейӑн уйрӑм паллӑ пур: сулахай алли ҫине татуировка тунӑ. Ҫухалнӑ кунхине хура куртка, хура ботинка, тӗттӗм кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Эритрея — Африкӑра Суданпа, Эфиопипе тата Джибутипе чикӗллӗ патшалӑх. Унӑн лаптӑкӗ — 117,6 пин тӑваткал метр, унта пурӗ 6 млн ҫын пурӑнать. Тепӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх патшалӑхра 3,6 млн ҫын кӑна пур. Хисепӗ ҫав тери расна пулни Эритрейӑра халӑх ҫыравне нихӑҫан та ирттерменнипе ҫыхӑннӑ. ИсториЭритрея патшалӑхӗн ҫӗрӗсем ҫинче ӗлӗк-авал Аксум патшалӑхӗ пулнӑ. Каярах ку ҫӗр Осман империйӗн витӗмне лекет. 1882 ҫулта ку тӑрӑха итальянсем ҫитеҫҫӗ те кунта Итали Эритреи йӗркеленет. Итали патшалӑхне ҫак тӑрӑх Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленичченех пӑхӑнса тӑрать. Ун хыҫҫӑн кунта Аслӑ Британи влаҫӗ килет. Ку тӑрӑхпа мӗн тумалла-ши тесе акӑлчансем чылай пуҫ ватнӑ пулас. Совет Союзӗ, Италире коммунистсем влаҫа илессе кӗтсе, Эритрейӑна Италине каялла тавӑрса парасшӑн пулнӑ тет. 1950 ҫулта тин ку ҫӗрсемпе мӗн тӑвассине палӑртаҫҫӗ — ӑна Эфиопипе пӗрлештереҫҫӗ. Ҫапла тума АПШ ҫине тӑнӑ пулать. Ҫавах та Эритрея халӑхӗ никама пӑхӑнман патшалӑх пек малалла аталанасшӑн пулнӑ. 1958 ҫулта вӗсем Этритрейӑна ирӗке кӑларакан юхӑма никӗслеҫҫӗ. |
Тӗнчере
Орбита шутлавӗсем тӑрӑх, эрнекун Уйӑх ҫине, Ҫӗр спутникӗн ҫийӗ ҫинче ҫӗнӗ кратер туса, паллӑ мар ракета ӳкнӗ. Ҫакна космос аппарачӗ Уйӑхпа ӑнсӑртран ҫапӑннӑ историре пӗрремӗш хут пулса иртнӗ паллӑ пулӑм теме пулать. Ҫапӑну пирки Билл Грей астроном унчченех каланӑччӗ, вӑл Уйӑхӑн тепӗр енче Гринвичпа 12:25 вӑхӑтра пулса иртмелле пулнӑ. Тӑватӑ тонна таякан объектӑн хӑвӑртлӑхӗ сехетре 9300 км таран танлашнӑ, ҫавӑнпа унӑн кратерӗн диаметрӗ 10-20 метр пулӗ. Унӑн хӑвӑртлӑхне, траекторине тата ҫапӑну вӑхӑтне ҫӗр ҫинчи телескоппа усӑ курса шутласа кӑларнӑ. Грей чи малтанах объекта SpaceX ракети пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах та каярахпа, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑнакан ракета Китай космос агенстви Уйӑх тӗпчевӗн программи тӑрӑх 2014 ҫулта вӗҫтерсе янӑскер пулма пултарать. Кратера каярахпа NASA-ӑн Уйӑх тавра вӗҫекен аппарачӗ тата Уйӑх тавра ҫаврӑнакан инди аппарачӗ ҫеҫ ӳкерсе илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫамрӑксене алкогольсӗр энергетиксем, тонуса хӑпартакан шӗвексем сутма чарасшӑн. Ҫавна май ытти регионсен опычӗсене тишкереҫҫӗ, кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ документ хатӗрлӗҫ. ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна йышӑнсан ҫамрӑксене энергетик сутакансене административлӑ майпа явап тыттарма пултарӗҫ. Сӑмах май, ку таранччен алкогольсӗр энергетиксене ирӗклӗнех кирек кама сутнӑ. Ҫамрӑксем ӑна ӗҫсе организмне сиен кӳреҫҫӗ. Халӗ энергетиксене яш-хӗре сутма чарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑр хӗрачана пӗр талӑк шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехетре ҫухалнӑ. Вӗсем урамра асламӑшӗпе /е кукамӑшӗпе/ уҫӑлса ҫӳренӗ. Тӑрук хӗрача унран тарнӑ. Хӗрачана йӗрке хуралҫисем кӑна мар, нимеҫӗсем те шыранӑ. Ӑна пӗр талӑкран ҫеҫ тупнӑ. Ирхине Шупашкар еннелле каякан водитель ҫул хӗрринче хӗрача ларнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Хӗрачана пульницӑна вырнаҫтарнӑ. Унӑн кӑмӑлне лӑплантармалла. Ҫакӑ паллӑ: хӗрача тӗлӗшпе нимӗнле преступлени те туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче общество транспорчӗпе ҫӳреме хакланӗ. Ку хыпара паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ. Ҫынсен транспортпа ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хак пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен ӳсме пултарӗ. Троллейбусра ҫул укҫине карттӑпа тӳлесен 25 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, аллӑн укҫа тыттарсан – 28 тенкӗ. Автобусра хак 26 тата 29 тенкӗ (мӗнле майпа тӳленине кура) пулӗ. Троллейбусра проезднойпа ҫӳреме кӑмӑллакансен асӑннӑ билета туянма уйӑхсерен 1135 тенкӗ тӳлеме тивӗ, студентсемпе шкул ачисен – 820 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ пулма Сергей Павлова шаннӑ. Ку пукана шанса париччен вӑл председателӗн заместителӗ – территори оборонин тата мобилизаци ӗҫӗн секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. Сергей Павлов 51 ҫулта. Унччен вӑл Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Участковӑй, дознаватель пулса тӑрӑшнӑ. 2009 ҫулта ӑна Шупашкарти Ленин районӗнчи милицин 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пыма тытӑннӑ, 2013 ҫултанпа — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри сывлӑх учрежденийӗсем ҫак уяв кунӗсенче епле ӗҫлесси паллӑ. Ыран, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тата тунтикун, пуш 8-мӗшӗнче, пульницӑсенче канӗҫ. Васкавлӑ пулӑшӑва вара унчченхиллех кӳрӗҫ. Асӑннӑ енӗпе пулӑшӑва ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен илме май килӗ. Вакцинаци пӳлӗмӗсем ыран 8 сехетрен 13 сехетчен ӗҫлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем шӑматкунхи графикпа йышӑнӗҫ. Васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пӳлӗмсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Куславкка районӗ пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пынӑ Фирдавиль Искандаров хӑйӗн ӗҫӗнчен вӑхӑт тухиччен кайнӑ. Унӑн заявленине Депутатсен районти пухӑвӗ хӑйӗн черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Искандаров ӗҫрен хӑйӗн кӑмӑлӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Куславкка районӗн администрацине вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тилхепине Алексей Людков тытса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
gorodkirov.ru сайтри сӑн Эсир асӑрханах пулӗ: лавккасенче сахӑр хакланнӑ тата вӑл пур ҫӗрте те ҫук. Мӗн пулса иртет-ха? Сахӑр 75 тенке ҫитнӗ. Хаш-пӗр ҫӗрте 120 тенкӗ тӑнине те асӑрханӑ. Чылай ҫӗрте вӑл ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккасенче сахӑр саппасӗ пур. Хак ӳсни тата дефицит мӗнпе ҫыхӑннӑ? Тӳре-шара ҫакна Тӗп банк тӗп ставкӑна ӳстеррипе ҫыхӑнтарать. Ҫавна май производительсен тата суту-илӳ организацийӗсен страхланма тивет. Вӗсен кредит килӗшӗвӗнче "шӑвакан" процентсем пулнине палӑртнӑ. Апла федераци шайӗнче пулӑшу мери йышӑниччен вӗсен саппассене тытса тӑма тивет. Халӑх урса кайса сахӑр туянни те хака витӗм кӳрет. Влаҫ органӗсем таварсем пуррипе ҫуккине тата хакӗсене тӗрӗслекен штаб йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |