Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑшӑлвируспа официаллӑ майпа чирленӗ ҫынсене те QR-код пама пуҫлӗҫ. Кун пирки Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ.

Чирлесен пульницӑна кайман, анчах ПЦР-тест кӑшӑлвирус пуррине ҫирӗплетет тӗк пациента антителӑсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме сӗнӗҫ. Вӗсем пур тӑк ҫынна QR-код парӗҫ. Ку кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ПЦР-тест тунӑ ҫынсене пырса тивет.

ПЦР-тест туман, анчах антителӑсем пур пулсан та код парӗҫ. Вӑл ҫур ҫул вӑйра пулӗ.

 

Культура

Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «С.М. Михайлов (1821—1861) — первый чуваш­ский историк, этнограф и писатель» (чӑв. С.М. Михайлов (1821—1861) — чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Ҫавра сӗтел гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Ученӑй совечӗн залӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Унта темиҫе ӑсчах доклад тӑвӗ. Сӑмахран, Виталий Родионов профессор, сӑмахран, «С. Михайлов (Яндуш) еткерлӗхӗ тата паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа отчет тӑвӗ. Институтра кӑҫал пичетлесе кӑларнӑ Виталий Родионовӑн (Ӑртивансен Сӑварӗн) «Янтушсен Михала ывӑлӗ Спиркка / Спиридон Михайлов (Яндуш): твор­ческий портрет» кӗнекине те хӑтлама палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/4414.html
 

Чӑвашлӑх

Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ пайташӗсем чӑвашла-вырӑсла «Эткер. Наследие» календарь кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Александр Алексеевӑн (Сантӑр Пиклӑн) ӗҫӗсемпе илемлетнӗ.

Паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн председателӗн ҫумӗ Константин Малышев тата Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш наци культура центрӗн пайташӗ Александр Алексеев ҫӗнӗ календарьпе паллаштарӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/4422.html
 

Ял хуҫалӑхӗ
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ

Прокуратура ӗҫченӗсем Красноармейски районӗнче ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсемпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен, муниципалитетра усӑ курман ҫӗрсем самай. Пурӗ 7073 гектар. Хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен 5519 гектарне ҫеҫ пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Ку вӑл усӑ курман ҫӗрсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗн 78 проценчӗ пулать.

Прокуратура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсем хуҫи ҫук ҫӗр пайӗсене суд урлӑ муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе, унтан патшалӑх регистрацийӗ витӗр кӑларассипе ҫине тӑмаҫҫӗ.

Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Красноармейски районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Новый год на ЧУВАШСКОМ» флешмоб иртессине пӗлтернӗ. Ҫапла, акци ячӗ вырӑсла. Чӑвашла куҫарсан, «Ҫӗнӗ ҫул ЧӐВАШЛА» пулать ӗнтӗ вӑл.

Флешмоба хутшӑнас тесен чӑвашла саламлӑ видеоролик ҫырса илмелле те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫак хештегсемпе вырнаҫтармалла:

#ОбразованиеЧувашии

#ПоздравлениеНаЧувашскомЯзыке

#МойРоднойЯзык21

Флешмоб раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Унта кирек кам та хутшӑнайӗ.

 

Хулара

Раштавӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне Тула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар курма килнӗ, хостелта чарӑннӑ. Ҫӗрле вара сумки тата енчӗке таҫта «ураланнине» асӑрханӑ. Енчӗкре 10 пин тенкӗ пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫав арҫынна палласа илнӗ. Икӗ кун каялла вӑл телефон вӑрланӑ-мӗн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Мускав облаҫӗнчен, хостела темиҫе уйӑх каялла вырнаҫнӑ. Полицейскисем ӑна савӑнмалли пӗр заведенире тытса чарнӑ.

 

Сывлӑх

Паянхи статистика та лӑплантармасть: кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ ҫаплах чакмасть. Раштав уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 244 пациент ҫак амака парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 20 ҫын вилнӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирус 3550 пациентӑн пурнӑҫне татнӑ

Ҫав вӑхӑтрах чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать. Паянхи кун тӗлне 44813 ҫын кӑшӑлвируспа чирлнӗ. Вӗсенчен 135-шӗ – юлашки талӑкра. 39155 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 113 ҫын чире парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра ку амакран 2108 ҫын сипленет.

 

Персона
Ирина Удалован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ирина Удалован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш халӑх артистне Иван Иванова (1946—2002) асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Вӑл 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Культура учрежденийӗнче актер ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа фотокурав уҫӑлӗ.

Шупашкар районӗнчи Платкара ҫуралса ӳснӗ, вӑйпиттиллех пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ сцена ӑстине асра тытса йӗркеленӗ каҫа унӑн ентешӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Фёдорова (вӑл Шупашкар районӗнчен) тата РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева хутшӑнӗҫ.

Артистӑн тӑванӗн хӗрӗ Марина Якимова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун Платкара тата Иккассинче те тӗрлӗ меропряти иртӗ.

 

Раҫҫейре

«НТВ» телеканалпа кӑтартакан «ДНК» кӑларӑмра Паян Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ывӑлӗ пулчӗҫ.

Светлана Иванова – Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнчен. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти аслӑ шкулта ветеринара вӗреннӗ. Унта Олег ятлӑ студентпа туслӑ пулнӑ. Кӑштахран Светлана качча тухнӑ, унӑн хӗр те ҫуралнӑ. Ун чухне Светлана пиллӗкмӗш курсра вӗреннӗ. Вӑл вӑхӑтра Олег та авланса ӗлкӗрнӗ. Вӑл пӗрле вӗреннӗ хӗрпе ҫемье ҫавӑрнӑ.

Пӗррехинче Светланӑпа Олег общежитири пӳлӗмре тӑрса юлнӑ. Кӑштахран ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ача, ывӑл, ҫуралнӑ. Ӑна Пётр тесе ят панӑ. Халӗ вӑл 41 ҫулта. Вӑл ҫемьеллӗ, хӗрпе ывӑл ӳстерет. Петя Шупашкарта пурӑнать.

Олег 2000 ҫултах вилнӗ, анчах арҫыннӑн тӑватӑ хӗр: Елена, Надежда, Дарья, Любовь – юлнӑ. Вӗсем – Чӗмпӗр облаҫӗнчи Красносельскран.

Телекӑларӑмра Петьӑн ашшӗ Олег, апла пулсан унӑн тӑватӑ хӗрӗ чӑваш арҫыннипе ашшӗ енчен пӗр тӑван иккенне ДНК-анализ ҫирӗплетсе пачӗ. Пӗр тӑвансем чунтан савӑнчӗҫ, пӗр-пӗринпе туслӑн хутӑшса пурӑнма шантарчӗҫ.

 

Спорт

Анастасия Иванова Португалире иртнӗ ӑмӑртусенчен кӗмӗл медальпе таврӑннӑ. Унта ҫамрӑксен хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе тӗнче первенстви иртнӗ.

Пирӗн ентеш, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗскер, 16 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл командӑри юлташӗсемпе пӗрле – Злата Терехинӑпа, Есения Широковӑпа тата Кристина Курилкинӑпа – финалта Япони спортсменӗсене ҫеҫ выляса янӑ.

Палӑртмалла: Анастасия Иванова Олимп резервӗсене сӗтелҫи теннисӗ тата ухӑран пересси енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулӗнче вӗренет.

 

Страницӑсем: 1 ... 833, 834, 835, 836, 837, 838, 839, 840, 841, 842, [843], 844, 845, 846, 847, 848, 849, 850, 851, 852, 853, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...