Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Паян ҫӑлавҫӑсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ. Ҫулӑм промзонӑра алхаснӑ. Ҫӑлавҫӑсем унта 14 сехетре ҫитнӗ, 100 тӑваткал метр ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ. Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта 500 тӑваткал метра ҫӗре ярса илнӗ. Тунтикун пушарнӑйсен Шупашкар районӗнче ҫулӑмпа кӗрешме тивнӗ. Унта икӗ вырӑнта типӗ курӑк ҫуннӑ. Пӗтӗмпе – 1 гектар ҫинче. Ҫуркунне пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 20 тӗслӗх пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр арҫын руль умӗнчех вилсе кайнӑ. Инкек ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. «Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, машина рульне тытса пыракан арҫын «Мадагаскар» суту-илӳ точки умӗнчи карта ҫине автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Асӑннӑ лавкка Ленинла комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ. Ҫулпа пыракан водителе япӑх пулса кайнӑ, вӑл айккинелле пӑрӑнса кайнӑ. Кӑштахран водитель инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 71 ҫулта пулнӑ. Сарӑмсӑр вилӗм сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Унӑн, тен, чӗре чирӗ пулнӑ-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗ йӑлана кӗнӗ пек иртӗ. Тинех. Парад, салют, ытти мероприяти икӗ ҫул ӗнтӗ пулман, онлайн мелпе ҫеҫ иртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарӑн тӗп урамӗнче парад пулӗ. Унта 1 пине яхӑн ҫын, 500 ытла техника хутшӑнӗ. Сӑмах май, репетицисем пыраҫҫӗ ӗнтӗ. 11 сехет ҫурӑра Наци вулавӑшӗ умӗнче "Вилӗмсӗр полка" хутшӑнакансем пухӑнӗҫ. 12 сехет ҫурӑра вӗсем парада тухӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта 20 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла. 15 сехетре Ухсай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче "Ҫӗнтерӳ вальсӗ" пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи Вешкайма поселокӗнчи ача пахчинче темӗнле арҫын нянечкӑпа икӗ ачана персе пӑрахнӑ. Унтан хӑй перӗнсе вилнӗ. Хӑйне питӗнчен пенӗрен ҫак арҫын кам пулнине палӑртман-ха. Ача пахчинче хуралҫӑ пулман. Йӗрке хуралҫисене пускӑча пусса чӗнмелли май пулнӑ. Арҫын ача пахчине кӗрсе хӗрарӑма тата 5-ри тата 6-ри арҫын ачапа хӗрачана вилмеллех персе амантнӑ. Ку пӑтӑрмах ачасем кӑнтӑрла ҫывӑрнӑ вӑхӑтра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/nikamran каналта сӑнӳкерчӗк Чӑваш каччи 1941. «Крылья над Берлином» ҫар драминче ӳкерӗннӗ. Фильм режиссёрӗ – Константин Буслов. Ҫав ӗҫри летчиксенчен пӗрин сӑнарне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа каччи Владимир Тяптушкин калӑпланӑ. Владимир Тяптушкин Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл Мускаври Пӗчӗк театрта ӗҫлет. Чӑваш каччи спектакльсенче вылять, кинора ӳкерӗнет. «1941. Крылья над Берлином» фильма, сӑмах май каласан, кинотеатрсенче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() http://suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» чӑвашла каналта тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ арӗпе, Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗпе Николай (Аҫтахар) Плотниковпа блиц-интервью пичетленнӗ. «Чӑваш чӗлхи кунне мӗнле кӑмӑлпа кӗтсе илтӗн?» – тесе ыйтсан Аҫтахар: «Маншӑн кашни кун Чӑваш чӗлхи кунӗ», – тесе хуравланӑ. Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни мӗн парать тесе ыйтсан чӑваш хастарӗ: «Ку маншӑн – халӑхшӑн тӑрӑшни. Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни вара савӑнтарать», – тесе ҫирӗплетсе каланӑ. Чӑваш чӑваша ура хурать тенипе Николай Плотников килӗшесшӗн мар. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫапла калани ытти халӑха пӗлменнипе ҫыхӑннӑ». Аҫтахарӑн юратнӑ ваттисен сӑмахӗнчен пӗри — «Куҫ хӑрать те ал тӑвать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() regnum.ru сайтри сӑн Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчи уйрӑмӗн экс-заведующийӗ ют ҫын укҫине кӗсьене чикнӗ. Ун тӗлӗшпе суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗри ҫу уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 86-ри кинемейӗн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Карточкӑна ӑна упрама панӑ. Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Судья ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 5 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() вести35.рф сайтри сӑн Улатӑр мӑнастирӗнчи послушник тӗн ҫыннине йывӑр чиртен сипленме тесе укҫа куҫарса панӑ. Анчах вӑл ултавҫӑ тӗлне лекнӗ иккен. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче послушник полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх тетелӗнче тӗн ҫыннине йывӑр чиртен сипленме укҫа пухни пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ, ӑна Константин атте чирли пирки пӗлтернӗ. Послушник 5 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Улатӑр ҫынни лешӗн сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлес тесе шӑнкӑравланӑ. Анчах телефон абоненчӗ ҫыхӑнура пулман. Послушник кун хыҫҫӑн полицие кайнӑ. Полицейскисем ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Пушкӑртстанри 37 ҫулти арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнччен Краснодара тата ытти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарнӑ. Росавиаци ку чарӑва нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑхӑтлӑха Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджике, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе, Элистӑна вӗҫме юрамӗ. Раҫҫейри авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутпа илсе ҫӳреме сӗнет. Ку тӗлӗшпе Сочи, Волгоград, Минераллӑ Шывсем, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курма юрать. Ыттисем штатпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӗнерхи кун Чӑваш Енре чи ӑшши пулнӑ. Сывлӑш температури 18,3 градус таран ҫитнӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех сивӗтӗ. Эппин, ӑшӑ тумсене халех пуҫтарса хумалла мар. Ыран 17-2 градус таран ӑшӑ пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкун сивӗ фрончӗ ҫывхарма пуҫлӗ. Хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати те авӑтма пултарӗ. Кӗҫнерникун кӑнтӑрла нумайран та 5-10 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрле шӑнтӗ. Юр ӳкме те пултарӗ. Ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш кунсенче сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк пирӗн пата пӗрремӗш декада варринче таврӑнӗ. Уявсем хыҫҫӑн сывлӑш температури 15-20 градуса ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |