Сывлӑх
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре 53 ҫулти арҫын хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗне вӗлернӗ. Ӑна вӑл тапса-ҫапса пӗтернӗ. Пурӗ 42 хутран кая мар. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, судпа медицина экспертизи те ирттернӗ. Тухтӑрсем 53 ҫулти арҫын ӑс-тӑн чирӗпе нушаланнине палӑртнӑ. Ӑна суд ахӑртнех психиатри больницине ӑсатӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи Кивҫурт Мӑратра пӗр вӑй питти хӑйӗн ашшӗне вӗлерессипе хӑратнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене евитленӗ хыҫҫӑн 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 119-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 74 ҫулти ашшӗпе арҫын пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 1 тата 8-мӗшӗсенче хирӗлме тытӑннӑ. Хӑй вӑл кашнинчех ӳсӗр пулнӑ. Ашшӗне вӑл мӑйӗнчен алллипе пӑвма хӑтланнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Ҫав кунсенчен пӗринче вӑл ашшӗне питӗнчен 4 хутчен ҫапнӑ. Суд арҫынна 320 сехет ӗҫлеттерсе юсантарас тесе йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта автомастерской ӗҫченӗ маршруткӑсемпе ҫӑмӑл автомобильсен салонӗсене уҫса кӗнӗ, унти япаласене вӑрланӑ. Вӑл е ҫӑрана ватнӑ, е чӳречене. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Восточнӑй урамри автомастерской территорийӗнче тата унтан инҫех мар вырӑнта виҫӗ маршруткӑна кӗнӗ. Салонсенчен темиҫе пин тенкӗ укҫа, видеорегистратор, автомагнитола, инструментсем тата водительсен япалисем ҫухалнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмаха тӗрӗслеме тытӑнсан территорири йытӑ сасӑ паманнине ӑнланса илнӗ. Ҫавна май пакунлисем унччен пуҫиле ӗҫпе аппаланнӑ пӗр ӗҫчен пирки шухӑшланӑ. Чӑн та, 34-ри арҫын вӑрӑ ӗҫӗпе ӳсӗрле хӑтланнӑ иккен. Видеорегистратора ӑҫта хунине те вӑл манса кайнӑ. Ӑна ҫывӑхри чӑрӑш патне чавса чикнине аран-аран аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу бригадисем виҫӗ хӗрарӑма ҫӑмӑлланма пулӑшнӑ. Акан 17-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче, тепӗр кунхине Элӗк районӗнче ача кӗтекен хӗрарӑмсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах пульницӑна ҫитеймен, ҫул ҫинчех ҫуратнӑ. Фельдшерсем вӗсене ҫӑмӑллӑнма пулӑшнӑ, унтан пепкепе амӑшне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Акан 19-мӗшӗнче вара Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм килтех ҫӑмӑлланнӑ. Вырӑна ҫитнӗ фельдшерсем ӑна пулӑшнӑ, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар ҫумӗнчи Чантӑрта автобус хӗрарӑма таптанӑ. Хӑш-пӗр пабликра ҫырнине ӗненсен, хӗрарӑм автобус айне кӗрсе кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ имӗш. Анчах инкек сӑлтавне специалистсем ҫеҫ татса калайӗҫ. Унччен тӗплӗн тӗпчемелле, экспертиза ирттермелле. Инкек пулнӑ вырӑнта камерӑсем те пулнах-тӑр. Вилнӗ хӗрарӑм ҫумӗнче хутаҫ выртнӑ. Унта апат-ҫимӗҫ, ҫав шутра батон, чикнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Химпром» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире хут шуратакан компонент туса кӑларма пуҫласшӑн. Кун пирки савут пресс-служби пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра технологи суйлас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Производствӑна 2025 ҫулта хута ярасшӑн. Ку продукт целлюлозӑпа хут туса кӑларакан предприятисем валли пулӗ. «Химпром» туса кӑларакан компонентпа хута шуратӗҫ. Ку таранччен натри хлоратне тата водород перекиҫне ют ҫӗршывсенчен кӳрсе килнӗ. Санкцисене пула вӗсене халӗ илсе килеймеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() livelive.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын ултавҫӑ капкӑнне пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫакланнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вӑл машинӑн саппас пайӗсене сутакан пӗлтерӗве асӑрханӑ. «Сутуҫӑпа» ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн Шупашкар арҫынни ӑна 12 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ, анчах тавара ӑна никам сутман. Ултавҫӑ Ханты-Мансийск хулинче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна тытса чарма пирӗн тӑрӑхри йӗрке хуралҫисем командировкӑна тухса кайнӑ. Ултавҫа унччен Челябинскри, Магнитогорскри тата Новосибирскри ҫынсене улталанӑ. Халӗ ӑна ирӗкрен хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пӗр арҫын шаурма ҫитерменшӗн ҫынна ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Воробьёв композиторсен урамӗнчи заведенисенчен пӗринче пилӗк ҫамрӑк пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Вӗсем хулан Ҫӗнӗ кӑнтӑр районне бильярдла выляма кайма калаҫса татӑлнӑ. Ҫула тухиччен 23 ҫулти каччӑ шаурма туяннӑ, ӑна пӗчченех ҫиме тытӑннӑ. Ушкӑнри 31 ҫулти арҫынна ҫакӑ килӗшмен. Кӗҫӗнни ҫине вӑл чышкӑпа сиксе ӳкнӗ. Лешӗ хӑйне кӳрентерме паман. Кӑштахран ҫӗнӗ тус пӑтӑрмах вырӑнне тепре таврӑннӑ, 23-ри каччӑна вӑл ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Шар курнине васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем илсе кайнӑ. Ҫӗҫӗпе чикекенни пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Анчах пакунлисенчен нумай тарса ҫӳреймен — вӑл камне палӑртнӑ. 31 ҫулти арҫын унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Хальхинче ӑна 10 ҫуллӑха хупса хума пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() youtube.com сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра мӗн хакланнӑ, мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат ака уйӑхӗн 9-15-мӗшӗсенче хаксем мӗнле пулнине тишкернӗ. Ҫак тапхӑрта тӑрук маргарин тата шӑл тасатмалли паста хакланнӑ. Ытти тавар 5 процентран ытларах хакланнине асӑрхаман. Акан 9-15-мӗшӗсенче сосиска, сарделька, шӑл щетки, хӗрлӗ кӑшман кӑштах хакланнине палӑртнӑ. 22 тавар йӳнелнӗ. Вӗсен йышӗнче юлашки вӑхатра питӗ хакланнӑ купӑста пур. Халӗ хакӗ 10 процент чакнӑ. Ҫавӑн пекех йӳнелнӗ таварсен йышӗнче - хӗрарӑмсен колготки, пуҫлӑ сухан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ (анчах ҫав цифра миҫе ҫулпа танлашнинеРеспубликӑн клиника больницин сайтӗнчи хыпарта асӑнман). Ырӑ хыпара республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ӗнер, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Республикӑн клиника больницинче иртнӗ Тӗп тухтӑр кунӗнче палӑртса хӑварнӑ. Сывлӑх сыхлав министерствин медицина профилактики енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман тӗп специалисчӗ Елена Наумова диспансеризаци тата профилактика тӗллевӗпе ирттерекен медтӗрӗслевсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӑҫал 64 пин ытла ҫынна ҫав тӗллевпе тӗрӗслесе ӗлкӗрнӗ. Елена Анатольевна чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа, сахӑр диабетне тата ӳпкен чирне иртерех тупса палӑртни пӗлтерӗшли ҫинчен те чарӑнса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |