Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Психиатри пульницине тӗпрен юсасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет, тендера патшалӑх закупкисен сайтне вырнаҫтарнӑ. Тӗплӗ юсава Шупашкарти Пирогов урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри психиатри пульницин хӗрарӑмсен корпусӗнче тӑвӗҫ. Аукционри пуҫламӑш хак – 119 миллион тенкӗ. Психиатри пульницине ҫӗнетмешкӗн республикӑри хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() fotokto.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр юханшывӗнче, 21 ҫулти арҫын путнӑ. Унӑн виллине халь тин тупнӑ. Ҫамрӑкскер унта пулла кайнӑ пулнӑ. Пулӑ тытнӑ вӑхӑтра хайхискер пӑр айне анса кайса вилнӗ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем шыранӑ. Паян тин унӑн виллине тупнӑ. Арҫын ҫӳлерех асӑннӑ ялта пурӑннӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи пӗвере 68 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен тӗп вулавӑшӗнче ӗнер «Родной язык — отца и матери язык» (чӑв. «Тӑван чӗлхе — атте-анне чӗлхи») ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» район хаҫачӗн корреспонденчӗсем, библиотекарьсем, ҫавӑн пекех шкул вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелте ҫыравҫӑ, поэт тата таврапӗлӳҫӗ, Ҫӗрпӳ районӗн Хисеп гражданинӗ Александр Ильин пулнӑ. Ҫавра сӗтеле вулавӑш директорӗ Светлана Смирнова уҫнӑ. Мероприятин ытларах пайне Александр Моисеевич Ильинпа ирттернӗ калаҫу йышӑннӑ. Хутшӑнакансене унӑн пӗрремӗш кӗнеки мӗнле ятпа тухни, пултарулӑх анинчи йывӑрлӑхсем тата ытти те кӑсӑклантарнӑ. Ҫавра сӗтел хыҫҫӑн хутшӑнакансем «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» кӗнеке куравӗпе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти ял вулавӑшӗнче «Ун мӑнаҫлӑхӗ — яланлӑхах!» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине И. Я. Яковлева халалланӑ. Палӑртса хӑварар, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӗнеке куравӗ темиҫе пайран тӑрать. Куракансем Иван Яковлевӑн биографийӗ ҫинчен пӗлме ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пултарӗҫ. Куравра Лев Кураковӑн, Геннадий Волковӑн, Юхма Мишшин тата ыттисен кӗнекисене вырнаҫтарнӑ. Кӗнеке куравӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫей ФСБӑн Чӑваш Енри управленийӗ Мускаври аслӑ вӗренӳ заведенийӗн регионти уйрӑмӗн ӗҫченӗ тӗлӗшпе вырӑс чӗлхине пӗлни ҫинчен калакан сертификатсемпе саккуна пӑсса тивӗҫтернӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе РФ ПК 322.1 статьян 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе, урӑхла каласан, ушкӑнпа саккуна пӑсса миграци йӗркеленӗшӗн, пуҫарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ вӗренӳ заведенийӗн сотрудникӗ экзаменсен результачӗсене фальсификациленӗ, ҫапла майпа вырӑс чӗлхине, Раҫҫей историне тата унӑн саккунӗсене пӗлни ҫинчен сертификат панӑ. Ют ҫӗршывсенчи граждансем хӑйсен сертификачӗсемпе Раҫҫейре пурӑннине легализацилеме усӑ курнӑ. Ку тӗлӗшпе аслӑ вӗренӳ заведенийӗн ӗҫтешне кӑна мар, ҫавӑн пекех унӑн пӗлӗшне те айӑплаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.media сайтра илнӗ сӑн Шупашкарта 35-мӗш автобус маршручӗпе ҫынсене турттаракан организаци пысӑк автобуссенчен хӑтӑлать. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал пӗлтерет. «Швейрар» директорӗ Александр Козлов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пысӑк автобуссене вӑтам автобуссемпе улӑштарнин сӑлтавӗ вӗсен вӑрӑмӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем Воробьев композиторсен урамӗнчен Ярославль урамне пӑрӑннӑ ҫӗрте вырнаҫаймаҫҫӗ — вӗсен ирӗксӗрех хирӗҫ ҫул ҫине тухма тивет. 12 метрлӑ виҫӗ алӑклӑ автобус вырӑнне перевозчик 10 метрлӑ икӗ алӑклисене туянать. Вӗсем «Волгабас»-семех пулӗҫ, анчах ҫӗнӗрех. Палӑртмалла: асӑннӑ маршрут ҫинче ҫынсене турттаракана калӑпӑшӗпе вӑтам тата пысӑк автобуссемпе усӑ курма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушнипе ҫак эрнекун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамне юсаса ҫӗнетекен организаци элчисемпе хула ҫыннисен тӗлпулӑвӗ иртӗ. Тӗлпулу «Салют» КК-ра иртӗ. Пуҫламӑшӗ 10:00 сехетре. Хула ҫыннисемпе тӗлпулӑва «Дорисс» ПАО организацийӗн, саккаса тӑратнӑ Шупашкар хулин «ЖКХпа тирпейпе илем кӗртессин управленийӗ» МБУ элчисем, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх чиновникӗсем тата Шупашкарти троллейбус управленийӗн ҫыннисем килӗҫ. Асӑннӑ пӑтӑрмахлӑ урама малалла юсаса ҫӗнетес ӗҫсем кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Паллах, хӑшпӗр кунсенче водительсен транспорт юхӑмне чарнипе тӗл пулма тивӗ. Ҫавӑн пекех Граждан тата Фучик урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти ункӑна реконструкцилеме пуҫлани те хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене кӑларса тӑратать. Троллейбуссемпе автобуссем валли ку тапхӑрта ҫӗнӗ схемӑсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Анатолий Кокель ӗҫӗсем. cap.ru сайтри коллаж Ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Анатолий Кокель чӑваш художникӗн «Пурнӑҫ урапи» куравӗ уҫӑлӗ. Культура мероприятийӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне уявланӑ май иртӗ, ӑна Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа йӗркелӗҫ. Куравра 100 яхӑн ӳнерҫӗ ӗҫне тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче хальхи вӑхӑтри ҫынсен портречӗсем, натюрмортсем, пейзажсем пулӗҫ. «Манӑн ӗҫсен сӑнарӗсем — тӗрлӗ наци ҫыннисем, пирӗн ентешсем, унӑн историне йӗркеленӗ ял ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех хама художник ӗҫне алла илме пулӑшнӑ ҫынсем», — хӑйӗн куравӗ ҫинчен художник ҫапла каласа панӑ. Куравӗ ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 15:00 сехетре уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери свалка ӗҫлеме пуҫланӑранпа унта 31 пин ытла кубла метр ҫӳп-ҫап пухӑннӑ. Халӗ ӑна пӗтерме йышӑннӑ. Ҫак ӗҫе кам пурнӑҫлӗ? Аукцион ирттерсе организацие палӑртнӑ. "Перспектива" тулли мар яваплӑ общество свалкӑна 34 миллион тенкӗпе рекультиваци тума килӗшнӗ. Аукционра малтанхи хак 39,1 миллион тенкӗ пулнӑ. Свалкӑна пӗтерсен 2 гектара яхӑн ҫӗр ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курма пушанать. Аукционра ҫӗнтернӗ организаци ӗҫе пурнӑҫлама тытӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Дмитрий Захаров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Чӑваш Енре тӗрлӗ мелпе 100 пин ытла ачана канма май туса парасшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче стационарлӑ 14 уйлӑх, кӑнтӑрла канмалли 319 уйлӑх уҫма палӑртнине хыпарланӑччӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсем ҫумӗнче 14 уйлӑх ӗҫлӗ. Ӗнер республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла 36 пин ытла ачана кантарма (ҫав шутран 16 пине яхӑн ачана хула ҫумӗнчи уйлӑхсенче) шухӑшлаҫҫӗ. 20 пин ытла ачана кӑнтӑрла ҫӳремелли уйлӑхсенче вӑхӑта ирттерӗ. Кӑҫал уйлӑхсене пӗлтӗрхи пек 75 процент мар, 100 проценчӗпех тултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |