Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
bryansk.bezformata.com сайтри сӑн
bryansk.bezformata.com сайтри сӑн

Паян ирхи 5 сехетре Владимир облаҫӗнче, М-7 автоҫулӑн 323-мӗш ҫухрӑмӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Гороховец районӗнче ВАЗ-2109 машина ҫул хӗррине чарӑннӑ грзовик ҫине пырса кӗнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ машинӑра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. Унӑн водителӗ тата салонра пулнӑ 5 пассажир вилнӗ. Вӗсем пирки хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Машина корпусӗ питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ.

Ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

19 ҫын вилнӗ, 140 ҫын инфекциленнӗ, 119 ҫын сывалнӑ. Ку – кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ юлашки статистика.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 3510 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пневмонирен тата кӑшӑлвируспа аптӑранӑ хыҫҫӑн йӑл илнӗ чирсене пула вилнӗ ҫынсем ку статистикӑна кӗмеҫҫӗ. Ку таранччен 44540 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 38931-шӗ сывалнӑ. Ку 87,4 процентпа танлашать.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2099 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана планета тата Рим туррин ятне панӑ. Ӑна хулари Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.

Ашшӗ-амӑшӗ арҫын ачана Юпитер ят панӑ. Ку планета ячӗ кӑна мар. Рим мифологийӗнче кун пек ятлӑ турӑ пулнӑ.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрачана Жасмин тесе ҫыртарнӑ. «Дисней» юмахра унашкал ятлӑ принцесса пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76141
 

Республикӑра

Раҫҫей вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра юлашки вӑхӑтра 12 регионта кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру лайӑхланнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те. Виҫӗ регионта вара лару-тӑру йывӑрланнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Известия» хаҫат.

Карачай-Черкес, Адыгея, Чечня республикисенче лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре, Волгоград, Эрӗнпур, Рязань, Томск, Чӗлепи облаҫӗсенче, Калмӑк, Ингушети, Дагестан, Пушкӑрт, Кабарда-Балкар республикисенче, Чукотка автономи округӗнче лару-тӑру лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76143
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта машина тапратса тарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май ӑна тытса чарнӑ.

Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Энгельс урамӗнчи 14-мӗш ҫурт патӗнче ВАЗ-2111 машина «Ниссан» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна уголовлӑ шырав уйрӑмӗн опреуполномоченнӑйӗ асӑрханӑ. ВАЗ водителӗ пакунлине курсан машинӑн сӳнтермесӗрех тарма пуҫланӑ.

Пакунли ӑна хӑвӑласа ҫитнӗ. Лешӗ ӳсӗр пек курӑннӑ. Вӑл – 29 ҫулти арҫын, ӑна шыраҫҫӗ иккен. Унччен вӑл вӑрланӑшӑн, ҫынна хӗненӗшӗн тата ыттишӗн уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӑл тапратса тарнӑ машинӑпа пынӑ иккен. Кӑшт маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта машина вӑрласа тарни пирки полицие пӗлтернӗ пулнӑ. Картишре ларакан, алӑкне питӗрмен машинӑна ҫак арҫын тапратса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76146
 

Хулара
 m.progorod62.ru сайтри сӑн
m.progorod62.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап уйӑракан комплексра ӗҫлекенсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан япала тупнӑ. Вӑл – мина.

Вырӑна экстреннӑй служба ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Комплексри хатӗр-хӗтӗре ӗҫлеме чарнӑ. «Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.

Сӑмах май, кӑҫал ҫулла шӑрӑх ҫанталӑка пула ҫӳп-ҫап куписем ҫуннӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76121
 

Хулара
Евгения Фёдорова Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем
Евгения Фёдорова Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ.

«Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения.

65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ.

 

Республикӑра
nsk.bfm.ru сайтри сӑн
nsk.bfm.ru сайтри сӑн

Куславккара 18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем пӗрне шкулта вӗрентнӗ хӗрарӑм патне хӑнана пынӑ. Хайхискерсем ун патӗнче банк картти выртнине асӑрханӑ та укҫа вӑрлама шутланӑ.

Пӗр ҫамрӑкӗ хӗрарӑма тӗпеле калаҫмалла тесе чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ыттисем хӗрарӑмӑн сим-карттине кӑларнӑ та хӑйсен телефонӗ ҫине вырнаҫтарнӑ, унтан сарӑм урлӑ ун ячӗпе кредит илнӗ, ҫав 40 пин тенке хӑйсен пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӗсем комиссие шута илсе 39 пин ҫурӑ вӑрланӑ.

Следстви вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем тӑкака саплаштарнӑ. Вӗсене суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76125
 

Пӑтӑрмахсем

Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 16 сехет те 13 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: Улатӑрта Сӑр юханшывӗнче ачана пӑр катӑкӗ ҫыран хӗрринчен шалалла илсе кайнӑ.

Районти полици, васкавлӑ медпулӑшу, пушар хуралӗ вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ача ҫыран хӗрринчен 12 метр шаларах пулнӑ. 16 сехет те 30 минутра шӑпӑрлана ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ӑна тухтӑрсене панӑ, вӗсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76135
 

Экономика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%.

Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ.

Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 835, 836, 837, 838, 839, 840, 841, 842, 843, 844, [845], 846, 847, 848, 849, 850, 851, 852, 853, 854, 855, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...