Ӳнер
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ ӳнерҫӗне «Forbes» финанспа экономика журналӗ малашлӑ тесе хакланӑ. 23 ҫулти Полина Осипова «Ӳнер» ярӑмра малашлӑхлӑ 10 ӑста шутне лекнӗ. «Forbes» «З0 до 30» лонг-лист хатӗрленӗ. Унта 30 ҫула ҫитмен пултаруллӑ ҫамрӑксене суйласа илнӗ. Вӗсем — професси енӗпе палӑрнисем тата ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнисем. Шупашкарта ҫуралнӑ Полина Осипова хальхи вӑхӑтра Питӗр хулинче ӗҫлесе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫу уйӑхӗ ҫу уйӑхӗ пек мар кӑҫал, нормӑран 3,5 градус сивӗрех. Синоптиксем лӑплантарма васкаҫҫӗ: текех питех сивӗ пулмӗ, тӑм ӳкмӗ. Малашне ӑшӑтса пырӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, 20 градус таранах пулӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫил те лӑпланӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-13-мӗшӗсенче ҫанталӑк кӑштах пӑсӑлӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче каллех ӑшӑтӗ, аслатиллӗ ҫумӑр та ҫума пултарӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче каллех сивӗтме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче ретро-троллейбус ҫула тухӗ. 1964 ҫулта туса кӑларнӑскер яланхи пекех 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ. Ҫула ирхи 9 сехетре тухӗ те 18 сехетре вӗҫлӗ. Руль умӗнче троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Вӑл унта 48 ҫул ӗҫленӗ. Водитель те, кондуктор та ҫар тумӗпе пулӗҫ. Троллейбус мӗнле ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать. Ӑна "Ретро 001" тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Электронлӑ сӑмахсар» сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Ку хутӗнче унта 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарь» вырнаҫрӗ. Ӑна И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ. Тӗп редакторӗ — М.В. Лазова. Ҫак пысӑк сӑмахсара пурӗ 41 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Хӑй кӗнеке пурӗ 893 страницӑран тӑрать. Ӑна «Совет энциклопедийӗ» издательство кӑларнӑ пулнӑ. Кӗнекене электронлатас ӗҫе Алина Ивановӑпа (текста юсанӑ) Николай Плотников (кӗнекене ӳкернӗ, саспаллатнӑ, юсанӑ текста сайта вырнаҫтарнӑ) тунӑ. «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче унсӑр пуҫне ытти вырӑсла-чӑвашла словарьсем те пур. Ку вӑл 1972 ҫулта В.Г. Егоров редакциленӗ словарь (18,7 пин сӑмах); Скворцов М.И. тата Скворцова А.В. хатӗрленӗ вырӑсла-чӑвашла словарь (8,9 пин сӑмах, 2002 ҫулта тухнӑ); Скворцов М.И. хатӗрленӗ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ» (3,6 пин сӑмах; 2004 ҫулта тухнӑ). Сайтри тулли словарьсен пӗтӗмӗшле йышӗ вара 15 ҫитрӗ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» малашне те ҫак сайта ҫӗнӗ словарьсемпе пуянлатас ӗҫе туса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, каҫхи 7 сехет хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка ялӗнче Чапаев урамӗнче нумай нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Унта иккӗмӗш хутри виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Пушар вӑхӑтӗнче ҫуртра пурӑнакан 20 ҫынна эвакуациленӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Телее, инкекре ҫынсем шар курман. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫав ҫурт кивӗ, 1952 ҫулта хута янӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп. Пӗрремӗшӗ. Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ. Ку пӗтӗмпех йӑлт эсир пулӑшнӑ укҫа-тенкӗпе пулчӗ. Унсӑр пуҫне 5 томпа тухнӑ Александр Грин хайлавӗсен пуххин 3-мӗш томне юсаса пӗтертӗмӗр, 4-мӗш томпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра пурӗ 3100 тенкӗ пухӑнчӗ. Малтанхи уйӑхрипе шутласан пӗтӗмӗшле 45 800 тенкӗ пулать. 15 200 пуш уйӑхӗнче тӑкакларӑмӑр, 15 100 — ака уйӑхӗнче (10 000 словаре юсанӑшӑн, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн). Тата 5 000 словарьшӗн тӳлеме выртать [куҫаракансем пуррине кура пурӗ 20 пин тӳлеме йышӑнтӑм] (шел те, паспорт улӑштарнине пула СБП урлӑ куҫараймастӑп; ҫак кунсенче банка кайса паспорт даннӑйӗсене ҫӗнетмелле). |
Республикӑра
![]() Сергей Журавлев сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Таврапӗлӳпе истори музейӗнче «Санӑн яту - Ҫӗнтерӳҫӗ» сӑнӳкерчӗксене куравӗ уҫӑлнӑ. Тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксен авторӗсенчен ытларахӑшӗ пирӗн хушӑмӑрта ҫук та ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, Александр тата Георгий Костинсем, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов, Иван Никифоров тата ыттисем. Курава хатӗрлессишӗн Сергей Журавлев фотоӑста нумай тӑрӑшнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Вӑл, Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейне пуҫарса янӑскер, ӗлӗкхи чылай сӑнӳкерчӗке перекетлӗн пухса пынӑ. Курав валли ҫавсене ҫӗнетсе хатӗрленӗ. Куравра Валерий Железняковӑн сӑнӳкерчӗкӗсен «Ҫӗнтерӳ кунӗ» ярӑмӗ те вырӑн тупнӑ. Вӗсене пурне те пӗр кун — ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, анчах тӗрлӗ ҫулта, — пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Диспансеризаци вӑхӑтӗнче арҫын тухтӑра хырӑмӗ ҫинчи мӑкӑрӑлчӑка кӑтартнӑ. Юлашки тапхӑрта мӑкӑль вӑйлах ӳснӗ-мӗн. Тухтӑр ӑна пӗр тӑхтамасӑр УЗИ тума янӑ. Унта вара ҫакӑ палӑрнӑ: арҫыннӑн пӳре тӗлӗнче мӑкӑль ӳснӗ. Анчах вӑл хӑш органра пулнине палӑртайман. Пациента Республикӑри онкодиспансера янӑ. Тухтӑрсем ӑна операци тумаллинех палӑртнӑ. Операци вӑхӑтӗнче шурӑ халатлисем 25 сантиметр тӑршшӗ мӑкӑль касса кӑларнӑ. Операци ансат пулман, ҫапах ӑна пысӑк квалификациллӗ хирургсем, анестезиологсем тата реаниматолгсем ӑнӑҫлӑ ирттернӗ. Пациентӑн химиотерапи курсӗ витӗр те тухма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫулла, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Беларуҫ президенчӗпе Александр Лукашенкӑпа тӗл пуласшӑн. Икӗ пуҫлӑх пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки документсем алӑ пусасшӑн. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв машина механизмӗсен производствинче ҫыхӑнма ӗҫлеме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, Беларуҫре МАЗ машинӑсем туса кӑлараҫҫӗ, Чӑваш Енре вара – тракторсем, механизмсем, цистернӑсем. Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Элтепер Беларуҫе кайма хатӗрленнӗ. Анчах кӑшӑлвирус тӗлӗшӗнчен лару-тӑру япӑхланнӑран ӗҫлӗ ҫулҫӳреве каярах куҫарма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ мероприятисем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта 10 сехетре пуҫланӗҫ. Ирхи 10 сехетре «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патне тӳре-шарапа ветерансем чечек хума пуҫтарӑнӗҫ. 12 сехетре Республика тӳремӗпе Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗн тата ҫар техникин парачӗ иртӗ. Унта 1000 ытла ҫын хутшӑнмалла. Парада 100 ытла ҫар техникине илсе тухӗҫ. Ҫӗнтерӳ парачӗ «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм ҫӗршыври акципе малалла тӑсӑлӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ. Унта 20 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Унта хутшӑнакансем 11 сехет те 30 минутран Наци вулавӑшӗ умне пухӑнма тытӑнӗҫ. Колоннӑсем 12 сехет те 30 минутра хускалӗҫ. 15 сехетре Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» акци иртӗ. 19 сехетре Хӗрлӗ лапамра концерт пуҫланӗ. 21 сехетре Ҫӗнтерӳ салючӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |