Республикӑра
vlad.mk.ru сайтри сӑн Хӗрарӑм ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, ултавлӑ майпа вӗсенчен укҫа сӑптӑрнӑ. Унӑн серепине Чӑваш Енре пурӑнакан 8 ҫын лекнӗ. Ҫак ӗҫе Ӗренпур облаҫӗнче пурӑнакан чикан майри тунӑ. Вӑл ҫынсенчен 124 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Чӑваш Енре полицейскисем ӑна ҫулталӑк шыранӑ. Тинех тупнӑ. Чӑннипе, ку ӗҫе ҫав чикан хӗрарӑмӗ тунине полицейскисем пӗлтӗрех палӑртнӑ. Анчах ниепле те тытайман, мӗншӗн тесен лешӗ регионтан региона куҫса ҫӳренӗ. Халӗ ӑна Чӗлепи облаҫӗнче тытса чарнӑ. Чикан майри вӑрланӑ укҫан пӗр пайне ҫынсене тавӑрса панӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 77 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӑпӑр. Юлашки ҫулсенче кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртменччӗ. Кӑҫал мӗнле пулӗ? Мероприятисен планне Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, шкулсенче вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ҫавӑн пекех акцисем, концертсем, конкурссем иртӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Республика лапамӗнче Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, «Вилӗмсӗр полк», «Ӗҫ фрончӗн паттӑрӗсем» акцисем, Хӗрлӗ лапамра концерт иртӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкар гарнизонӗн полкне 1,2 пин ытла ҫын хутшӑнӗ, механизациленӗ колоннӑна – 70 ытла техника. Парашютистсем ялавпа сикӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Юлашки вӑхӑтра питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран ӑшӑрах пулчӗ. Пӗр эрнере юр хулӑнӑшӗ самай чакрӗ. Анчах синоптиксем республикӑна хӗллехи ҫанталӑк таврӑнассине систереҫҫӗ. Ыран ҫил вӑйлӑрах пулӗ, 6 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Каҫ енне ҫумӑр та ҫӑвӗ. Вырсарникун вара йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Тунтикун термометр 0 градус кӑтартӗ, анчах 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Апла каллех хӗллехи тума туртса кӑларма тивӗ. Ытларикун пире чӑн-чӑн хӗллехи ҫанталӑк кӗтет: юр ҫуса лартӗ, 3-8 градус сивӗ тӑрӗ. Пушӑн 30-31-мӗшӗнче те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫитес эрне вӗҫне вара термометр 5-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Александр Кондратьев. minprom.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ пулма Александр Кондратьева ҫирӗплетнӗ. Элтепер хушӑва алӑ пусиччен Александр Андреевич министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Александр Кондратьев Шупашкарта 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта Мускаври патшалӑх строительство университетӗнчен пӗлӳ илсе тухнӑ, унта гидротехника строительствин ӑсталӑхне вӗреннӗ. 2011 ҫулта Управленин патшалӑх университетӗнче «Организаци менеджмечӗ» специальноҫа алла илнӗ. Маларах Александр Кондратьев «Россети», «ФСК ЕЭС», «РусГидро» предприятисенче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Украинӑра мӗн пулса иртнине кура тӗнче тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗ. Раҫҫейпе ытти патшалӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусем начарланса кайрӗҫ. Вӑрҫӑ сиенлӗхӗ яланах халӑх ҫине ӳкет, ҫавӑн чӑтмалла. Ывӑл-хӗрне ҫара пани ҫеҫ мар, пурлӑх тӗлӗшӗнчен патшалӑха пулӑшасси те халӑхранах. Хаклӑ йӑхташӑмӑрсем, эпӗ сире ҫакна каласшӑн. Тӑван Ҫӗршывӑмӑршӑн хальхи йывӑр тапхӑрта хамӑр яваплӑха манар мар. Чӑвашӑн чи паха енӗсенчен пӗри вӑл ҫын хуйхи-суйхине чӗрене илсе пулӑшма тӑрӑшасси. Йывӑрлӑха пула Украинӑран куҫса килнӗ кулянуллӑ ҫынсене пулӑшма хал ҫитересчӗ. Ятарлӑ фонда банк урлӑ кӑштах укҫа хумалли мел те пур. Халӑхпа халӑх хушшинчи туслӑх ӑшши пӗртте пач сӳнекен япала мар. Калӑпӑр, кунтан хӗссе кӑларса янӑ сывах мар Ҫеҫпӗл Мишшине Остер халӑхӗ хӑй патне илни мӗне тӑрать! Ӑна вӗсем паян та хисепелеҫҫӗ, хӑйсен сӑвӑҫи теҫҫӗ. Гитлер вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара пиншер украинец хӑй ҫӑлӑнӑҫне Чӑвашра тупнӑ. Халӗ те манмаҫҫӗ, ҫакна Ҫеҫпӗл вилтӑпри ҫине йӑмрасем лартма кайсан хам курнӑ. Паян та ҫапла пултӑр, хамӑр пирки ырӑ ят хӑварар. |
Политика
Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне алӑ пуснӑ самант. chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑнса райадминистраци пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татас ыйтӑва тишкернине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑччӗ. Тепӗр 5 кунтан депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта вӗсем Николай Хорасёва район администрацине ертсе пыма шаннӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпар тӑрӑх хакласан, пуҫлӑха суйлмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ маларах иртнӗ. Комисси членӗсем икӗ кандидата сӗннӗ-мӗн. Уҫӑ сасӑлавра депутатсем Николай Хорасёвшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре 2023 ҫулта каяш уйӑракан 4 комплекса хута яма палӑртнӑ. Вӗсем Патӑрьелте, Вӑрнарта, Канашра, Муркашра пулӗҫ. Ҫулталӑкра кашнийӗ 30 пин тонна каяш уйӑрӗ. Каяш уйӑракан комплекссем хута кайсан ҫӳп-ҫап полигонӗсен шучӗ чакӗ. Ӳлӗмрен республикӑри муниципалитетсенче йӑлари каяша уйрӑммӑн пуҫтарма пуҫлаттарасшӑн. Йӑлари типӗ каяша хӑйне тата йӑлари нӳрӗ каяша. Ку ӗҫе тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пурнӑҫа кӗртесшӗн. Кун пирки республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж Ҫак уйӑхра Шупашкарти ача пахчисенче «Культурная Чувашия» (чӑв. Культурӑллӑ Чӑваш Ен) фестиваль иртет. Ҫавна май ачасене республикӑри паллӑ композиторсемпе, музыкантсемпе, театр тата кино артисчӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗ пулнӑ май хулари 140-мӗш ача пахчинче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, юрӑҫпа тата композиторпа Людмила Кинерпе тӗл пулнӑ. 209-мӗш ача пахчинче музыка квесчӗ, «Кӗвве уйӑрса ил» вӑйӑ ирттернӗ. 142-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем Аннита Лоренцова ача-пӑча композиторӗпе тата хулари 3-мӗш музыка шкулӗнче ӗҫлекен педагогпа тӗл пулнӑ. 8-мӗш ача пахчинче ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн литературӑпа ӳнер енӗпе преми парассипе ӗҫлекен Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе парса тӑракан ҫав укҫана илме 11 ходатайство тӑратнӑ. Уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫине, Раҫҫейри Писательсен союзӗн членне Денис Гордеева пама йышӑннӑ. Денис Гордеев 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ял пурнӑҫне аван сӑнарлакан унӑн илемлӗ чӗлхине Василий Шукшин, Виктор Астафьев вырӑс ҫыравҫисен прозипе пӗр шая лартаҫҫӗ. Чӑваш ҫыравҫин кӗнекисем республикӑн Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекесем» темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, паян, ирхине 4 сехет те 41 минутра Шупашкар районӗнчи Уйкас ялӗнче Малти урамри 5-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел пулин те, инкексӗр пулман. Пушарта 57 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Халӗ ҫӑлавҫӑсем пушар мӗнрен тухнине палӑртаҫҫӗ. Темиҫе кун каялла вара Ҫӗнӗ Шупашкарта Кӑнтӑр урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта ҫулӑм балкон ҫинче алхаснӑ. Пушар ҫӳлти хутри хваттер ҫине хӑвӑрт куҫнӑ. Унта та балкон ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |