Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.6 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ. Ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ. Тупнӑ. Анчах арҫын чӗрӗ мар.

Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчи путвалта тупнӑ. Ӑна чавса чикнӗ.

Ҫак тискер ӗҫе унпа пӗрле пурӑннӑ 34 ҫулти арҫын тума пултарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрӗлсен 34-ри арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ӑна вӑйлӑ хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе арҫын вилене путвалта чавса пытарнӑ.

Ҫав арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79159
 

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан Падиаровсем-Прокопьевсем "Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье" конкурсӑн финалне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем республика шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Кӑҫал пирӗн регионта 13 ҫемье тупӑшнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи финал вара утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче иртӗ.

Падиаровсем-Прокопьевсем 12 ачана воспитани параҫҫӗ. Пурте кадет класӗнче вӗренеҫҫӗ. Ҫемье сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ, вӗсем сивӗ шывра чӳхенме юратаҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар: республикӑри конкурсра Канаш районӗнчи Фил%red%%/red%ипповсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мельниковсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru форумри сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru форумри сӑнӳкерчӗк

Шупашкартан авиапассажирсене Крыма турттарма палӑртнӑ «Nordwind» авиакомпани самолётсене Симферополе вӗҫтермӗ. Ҫакӑ Росавиаци асӑннӑ хулана самолётсене ҫӳретме вӑхӑтлӑха чарнипе ҫыхӑнма пултарнӑ.

Авиакомпани Чӑваш Ен ҫыннисене Крым вырӑнне Краснодар тӑрӑхне, Сочи хулине, турттарма тытӑнӗ. Авиакомпани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, билетсене ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗ валли туянма май пур.

Шупашкартан Сочине ҫитме пӗр ҫынна 4 пин тенке кайса ларӗ. Самолётсем кӑнтӑрти ҫав хулана пирӗ тӑрӑхран ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен турттарӗҫ.

Сӑмах май каласан, «Nordwind» авиакомпанин тӗп аэропорчӗсем Шереметьевӑра, Пулковӑра, Сочинче тата Калининградра вырнаҫнӑ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗнчи Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управление ертсе пыма шаннӑ ҫын виҫӗ эрне хыҫҫӑн ӗҫрен кайнӑ.

Федор Андреева асӑннӑ управленин ертӳҫи пулма ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

Ӑна Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма лартсан ҫав ҫыннӑн тӗп тивӗҫӗсен шутӗнче хулари программӑсене пурнӑҫласси тата Граждан урамне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлесси тесе Денис Спирин сити-менеджер

палӑртса хӑварнӑ. Тилхепене тыттарнӑранпа уйӑх ҫитиччен Федор Андреев ятне маларах эпир асӑннӑ управлени сайтӗнчи структурӑран кӑларса ҫапнӑ. Вӑл текех пуҫлӑх маррине управленин пресс-службинче те халӗ журналистсене ҫирӗплетсе панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Auto_NiNo пабликри сӑн
Auto_NiNo пабликри сӑн

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкара килме тухнӑ микроавтобус Чулхула облаҫӗнчи Кстово ҫывӑхӗнче аварие лекнӗ. «Рено» Мускавран ҫула тухнӑ пулнӑ.

Облаҫри сывлӑх сыхлавӗн министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл рейс автобусӗ пулнӑ. ТАСС каланӑ тӑрӑх, транспорт организаци ӗҫченӗсене турттарнӑ.

Аварире 8 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен улттӑшне Чулхула облаҫӗнчи пульницӑна илсе кайнӑ. Иккӗшне вырӑнтах медпулӑшу кӳнӗ.

 

Раҫҫейре
t.me/ChuvashiaDream/4933 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/ChuvashiaDream/4933 сӑнӳкерчӗкӗ

Крепостла пусмӑра тӳсейменнипе Чӑваш тӑрӑхӗнче 180 ҫул каялла, ҫу уйӑхӗнче, пӑлхав пулса иртнӗ. 1842 ҫулта Раҫҫей империйӗнче хресченсем туса илекен тупӑшӑн пӗр пайне патша ҫемйи валли пухма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне хресченсем тыр-пул туса илекен ҫӗр лаптӑкӗсене пӗчӗклетме тытӑннӑ, промыслапа ӗҫлессинче тата ытти енӗпе хӑш-пӗр чару вӑя кӗнӗ.

Ахаль те юрлӑ пурӑнакан хресченсем пӑлхава тухнӑ. Вӑл юхӑм Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне уесӗсене, хальхи вӑхӑтри Мари Элпа Тутарстанӑн хӑш-пӗр территорине ярса илнӗ.

Ҫавасемпе тата ытти ӗҫ хатӗрпе пӑлхава ҫӗкленнӗ 5 пинлӗ хресченрен тӑракан йыша Тӑван ҫӗршывӑн 1812 ҫулхи вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем ертсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Шурча патӗнче пӑлхавҫӑсем правительство ҫарӗсемпе тӗл пулнӑ. 36 ҫынна вӗлернӗ, 250 ытла ҫын аманнӑ. Пин ытла чӑваш тата ҫармӑс хресченӗсене Ҫӗпӗре каторгӑна ӑсатнӑ.

Пӑлхава лӑплантарнӑ пулин те хресченсем хӑйсен ҫӗрӗсене упраса хӑварнӑ, тухӑҫӑн пӗр пайне парассине пӑрахӑҫланӑ.

Шурча патӗнчи пӑтӑрмах Хӗветӗр Уярӑн романӗнче сӑнланнӑ. Шурчара вара историлле ҫав пулӑма асра тытса палӑк лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ChuvashiaDream/4933
 

Республикӑра
tver.mk.ru сайтри сӑн
tver.mk.ru сайтри сӑн

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫынсен ӳтне сӑвӑс кӗрсе ларнӑ 26 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 12,6 хут сахалрах.

Сӑмах май, пӗлтӗр те, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗх сахалланнӑ. Роспотребнадзор ҫу уйӑхӗн 16-27-мӗшӗсенче энцефалит профилактики ыйтӑвӗсемпе тата ӳте сӑвӑс кӗрсе ларнӑ тӗлӗшпе хӗрӳ лини ирттерет. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: (8352) 58-67-74, 58-25-88. Хӗрӳ лини 9-16 сехетсенче пулӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗршыври тата регионсем хушшинчи пултарулӑх конкурсӗсен лауреачӗн, бардӑн, Эльвира Соловьеван юбилей каҫӗ иртнӗ.

Программӑна хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзийӗн антологине кӗртнӗ темелле. Концертра Михаил Юхма, Валентина Пугачева, Любовь Петрова, Валентина Белова, Александр Шувалов, Галина Белгалис, Наталья Шмелева, Татьяна Медведева, Анна Пулина, Наталья Антропова тата ытти поэт сӑмахӗсене кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ. Авторсенчен чылайӑшӗ ҫав каҫ залра пулнӑ. Вӗсем сцена хӑпарнӑ, алла микрофон тытса хӑйсен сӑввисене вуланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын ҫыннӑн велосипедне вӑрласа кайнӑ.

35 пин тенкӗ тӑракан икӗ урапаллӑ транспорт ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 45 ҫулти хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче евитленӗ. Шар курни пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипеда хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Лукин урамӗнчи ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тӑратса хӑварнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ют велосипеда килсӗр-ҫуртсӑр ҫын вӑрласа кайнине палӑртнӑ. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫавӑн пек ытти преступление те туман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Яндекс.Карты сайтри сӑн
Яндекс.Карты сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсем ӳсӗр ҫынна пулӑшу кӳрес вырӑнне урамра хӑварнӑ. Лешӗ вилнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче васкавлӑ медпулӑшӑва пӗр картишре ӳсӗр ҫын выртни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Икӗ фельдшер вырӑна ҫитнӗ. Хайхискерсем пациента лартнӑ та пульницӑна мар, гараж ҫывӑхне илсе кайса антарса хӑварнӑ.

Арҫын ҫавӑнтах кӑштахран вилнӗ. Вӑл шӑнса кӳтнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79130
 

Страницӑсем: 1 ... 809, 810, 811, 812, 813, 814, 815, 816, 817, 818, [819], 820, 821, 822, 823, 824, 825, 826, 827, 828, 829, ... 3850
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 14

1900
125
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1911
114
Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ.
1923
102
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1998
27
«Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...