Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пӑши чупса ҫӳренӗ. Ӑна унта пурӑнакансем видео ӳкернӗ. Пӑши шкул умӗнче чупса ҫӳренӗ, ниҫта кайма пӗлмесӗр тимӗр карта ҫине те пырса тӑрӑннӑ. Кайран ҫак пӑшие водительсем Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче те курнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Улатӑр тата Шупашкар районӗсенче пӑшисене машина ҫапса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музей халӑх ҫипуҫӗпе «Во всех ты, Душенька, нарядах хороша! Весна» (чӑв. Мӗнпур тумпа эсӗ илемлӗ, ҫуркунне) куравра паллаштарать. Хальхи вӑхӑтра унта халӑх тумӗпе паллашма май пур. Музей коллекцийӗнче — халӑх ҫипуҫӗн 3 пин ытла япали. Ҫӗнетнӗ куравра хресчен тата хула ҫынни ҫуркунне тӑхӑнакан ҫипуҫа курса хаклама пулать. Экспозицин пӗрремӗш пайне ял пурнӑҫне, йӑла-йӗркене, уявсене халалланӑ. Ҫуркунне ҫурхи ӗҫсене ирттереҫҫӗ. Ун чухне Мӑнкуна уявлаҫҫӗ. Экспозицин иккӗмӗш пайӗ хула ҫыннисен ҫак вӑхӑтри пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ирхи 10 сехетре Шупашкар районӗнчи Аркасси ялӗ ҫывӑхӗнче уйра типӗ курӑк ҫуннӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Аркасси ҫывӑхӗнче ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм коттеджсем патӗнчен "Вятка" ҫул еннелле "Ирбис" автозаправка еннелле сарӑлма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнче Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнине палӑртнӑ. Паян унта Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем пулнӑ. Шыва тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Ведомство анализ пӗтӗмлетӗвне каярах пӗлтерӗ. Сӑмах май, Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнӗ тӗслӗх 2013, 2014 тата 2018 ҫулсенче пулнӑ. Икӗ хутӗнче айӑпли "Юрма" пулнине палӑртнӑ, кайран "Чӑвашбройлерӗ" тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарнӑ. Хальхинче кам айӑплӑ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() vk.com/kugesionline Шуашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырӑнти хастарсем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫулсеренех чупу йӗркелеҫҫӗ. Ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвне кӑҫал та ирттерме палӑртнӑ. Унта спорта юратакан тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Тупӑшса чупни кирлӗ мар. Чи кирли — хутшӑнни. Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чупӑва хутшӑнас кӑмӑллисен ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 7 сехет ҫурӑччен пуҫтарӑнмалла. Старт 8 сехет те 30 минутра Иккассинчен тытӑнӗ. Ҫапла вара спортсменсем «Иккасси-Кӳкеҫ» маршрутпа чупса тухӗҫ. Вӗсем район центрӗнчи Паллӑ мар салтак ячӗпе лартнӑ палӑк умне ҫитсе чарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Ҫӗнтерӳ кунне халалласа уяв программи хатӗрленӗ. Ушкӑнӑн пултарулӑхне хаклакансем концерта Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра тата Вӑрнарта курайӗҫ. Хӗрлӗ лапамра концерт ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ, Вӑрнар администрацийӗ ҫумӗнчи лапамра ҫав кунах 20 сехетре пулӗ. Куракансем валли ушкӑн «Ҫар ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ», «Ҫуркунне» вокалпа хореографи сюитисем, «Гвардейская полька», «Яблочко», «Голубы её глаза» номерсем тата ытти те хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Кӑшӑлвирус пирки сахал калаҫаҫҫӗ. Ҫапах чир ниҫта та ҫухалман, вӑл пур. Юлашки вӑхӑтра чирлекенсем сахал. Иртнӗ талӑкра республикӑра 43 ҫын чирленӗ, 44 ҫын сывалнӑ. 24 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 1 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 12 пациентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен республикӑра 4619 ҫын ҫак чире парӑнтарайман. Пандеми пуҫланнӑранпа 79 пине яхӑн ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 73,1 пинӗшӗ сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ado.ru сайтри сӑн Хулари 1-мӗш клиника пульницин травматолог-ортопечӗсем Максим Филипповпа Сергей Тарасов пациентӑн аллине ҫӑлнӑ. Вӗсем Республикӑри кардиологи диспансерӗн чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗпе Иван Барановпа пӗрле кӑткӑс операци тунӑ. Пациент болгаркӑпа ӗҫленӗ чухне аллине кастарнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем алла ҫӑлас тесе пӗр тӑхтамасӑр операци тунӑ. Операци тунӑ хыҫҫӑн арҫын аллине туйма пуҫланӑ ӗнтӗ. Халӗ ӑна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ, сиплев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ 2018 ҫулта «Люди-легенды» (чӑв. Ҫынсем-легендӑсем) ярӑмпа ӗҫлеме тытӑнчӗ. Мухтавлӑ ентешсем ҫинчен каласа кӑтартакан кашни кинокартинӑра — республикӑмӑр аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ сумлӑ та мухтавлӑ пӗр-пӗр ҫыннӑн историйӗ. Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗнче ҫав ярӑмри фильмсемпе «Чӑвашкинон» «Ютуб» видеохостингри каналӗнче паллашма май туса панӑ. Организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, каналта ҫӗнӗ картинӑсене кашни эрнесерен вырнаҫтарса пырӗҫ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Геннадий Айхи пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Люди-легенды: Г.Н. Айги» фильм вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() rdub21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клуб малалла ӗҫлет. Нумаях пулмасть иртнӗ занятисенчен пӗрне Шупашкарти 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем чӑвашсен наци апат-ҫимӗҫӗпе паллашма пухӑннӑ. Вӗсене чӑвашсен хура ҫӑкӑр пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чылай чухне вӑл пӗртен-пӗр апат пулнӑ. Ҫӑкӑр пӗҫерме кашни хӗрарӑмах пӗлнӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем ҫавӑн пекех кукӑль пӗҫернӗ: кӗрпепе, купӑстапа, ҫырлапа. Каярах ҫӗр улми тата тӑпӑрчӑ икерчи (пӳремеч) пӗҫерме пуҫланӑ. Ачасене шӑрттан, хуран кукли, шӳрпе, яшка, пӑтӑ тата ытти ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |