Паян Куславкка хулинче иртен-ҫӳрен тӗвесене асӑрханӑ. Вӗсем автовокзал ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ.
Чӗрчунсем хӑйсем кӑна пулман. Вӗсене кӗтӳҫӗ хӑваланӑ. Ҫул урлӑ каҫнӑ саманта водитель видео ӳкерсе «Про Города» ярса панӑ. Урамра утакан ҫак чӗрчунсене курсан ыттисем те – чарӑнура тӑракан ҫынсем, водительсем – тӗлӗннӗ.
Сӑмах май, ҫав тӗвесене Куславккара унччен те ҫынсем асӑрханӑ, питӗ тӗлӗннӗ.
Сӑварсем тухни ҫуркунне чӑнах та ҫитнине систерет. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче ҫак чӗрчунсен уҫӑ шӑтӑкне асӑрханӑ. Специалистсем вӗсем унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухнӑ тесе палӑртнӑ.
Сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен вӑрансан юр айӗнче ҫимелли, курӑк, шырама тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗрхи курӑка тата унӑн тымарне ҫиеҫҫӗ, хӗл ыйхинче пулнӑ чухне организмран ҫухатнӑ шыва саплаштараҫҫӗ, ҫавӑнпа юр ҫиеҫҫӗ.
«Сӑрҫи» заповедникре сӑнанӑ тӑрӑх, сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен вӑтамран пуш уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче вӑранаҫҫӗ. Ҫак чӗрчунсем вӑтамран шӑтӑкран 12 кунра тухса пӗтеҫҫӗ.
Шупашкарти Лукин урамӗнчи ҫуртра велосипед ҫухалнӑ. Вӑл тамбурта тӑнӑ. Хуҫисем урама тухса ӑна шыранӑ, анчах тупайман. Ирӗксӗрех полицие кайма тивнӗ.
20 пин тенкӗ тӑракан велосипеда шырама полици прапорщикӗ Иван Сурнаев служба йыттипе, нимӗҫ овчаркипе Зверьпе ҫитнӗ. Йытӑ вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Ун тӑрӑх кайса вӑл велосипепеда лартса хӑварнӑ вырӑна илсе ҫитернӗ. Икӗ кустӑрмаллӑ транспорта хуҫине тавӑрса панӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет иртсен Атӑл леш енче «Вятка - Ҫурҫӗр» ҫул ҫинче пынӑ чухне «Киа» машинӑпа пынӑ 71 ҫулти водитель транспорта темӗн пырса ҫапӑннине туйнӑ. Пӑши пырса тӑрӑннӑ иккен.
Водитель аманман. Тискер чӗрчун вара вилмеллех суранланнӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем ку ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри сунар инспекторӗсем тискер чӗрчунсене шутлама пуҫланӑ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, хӗлле тӗрӗслеве 2 меслетпе ирттереҫҫӗ: йӗрсене тӗпчесе е шавласа. Иккӗмӗш тӗслӗхӗпе спациалистсем юлашки вӑхӑтра анлӑрах усӑ курма пуҫланӑ-мӗн.
Инспекторсем лаптӑка малтан юрҫӳренсемпе пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ, унтан вӑрмана кӗрсе шӑв-шав ҫӗклеҫҫӗ иккен. Хӑранӑ чӗрчунсем сасса илтсе ҫынсем патне тухаҫҫӗ.
Сунар инспекторӗсем пӑлан, тилӗ, ҫӳлевӗҫ, мулкач йӗррисене курнӑ.
Ӗнер Кӳкеҫре полицейскисем машина ҫапса хӑварнӑ йытта курсан чарӑннӑ. Чӗрчун ҫул айккинелле упаленнӗ.
Артем Петров аслӑ инспектор тата унӑн ӗҫтешӗ Виталий Кириллов йытта пулӑшма тӑнӑ. Чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ «Рено» водителӗ те чарӑннӑ. Вӗсем пурте йытта ҫывӑхри ветеринари клиникине леҫнӗ.
Тепӗр кунхине ҫӑлнӑ йытӑ пирки ШӖМ сайтӗнче хыпар тухнӑ. Вара йытӑ хуҫи те тупӑннӑ, ӑна илме килнӗ.
Йӗпреҫ районӗнче кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пульница ӗҫченӗ пациент патне килне пынӑ. Вӑл ун патне сывлӑхне тӗрӗслеме ҫитнӗ.
Анчах 72 ҫулти тухтӑрпа инкек пулса иртнӗ. Вӑл картишне кӗнӗ кӑна – ӑна йытӑ уринчен ҫыртнӑ.
Кун хыҫҫӑн район прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: кил хуҫи йытӑ ытти ҫынна сиен ан кӳтӗр тесе тӑрӑшман. Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Йытӑ хуҫинчен 20 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Ку – тухтӑра кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн.
Тискер чӗрчунсем пирки Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министертсивне пӗлтермелле.
Асӑннӑ ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑшу кирлӗ тӗрлӗ тискер чӗрчуна тӗрлӗ ҫӗрте асӑрхани пирки час-часах пӗлтереҫҫӗ-мӗн. Сӑмахран кайӑк-кӗшӗке, упа тата тилӗ ҫурисене, кӑвакалсене, акӑшсене, тӑманасене, ҫӗленсене.
Пулӑшу кирлӗ тискер чӗрчун пирки (8352) 63-77-39, 28-75-77 телефонсемпе шӑнкӑавласа е министерствӑн халӑх ушкӑнӗсенчи страницисене ҫырса ярса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче ку тӑрӑхра пурӑнакансене упасем пирки асӑрхаттарнӑ. Нумаях пулмасть утамансене Апаш ҫывӑхӗнче курнӑ.
«Ҫитес вӑхӑтра вӑрман ҫывӑхне ан кайӑр, ачӑрсене унта уҫӑлма ан ярӑр», - тесе ҫырнӑ пуҫлӑх. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, тунтикунранпа вырӑнти влаҫсем тата хастар ҫынсем упасем ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Шупашкар округӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ Апаш тӑрӑхӗнче икӗ упа ҫӳренине пӗлтернӗ.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Ҫак тӑрӑхра вилнӗ тилле экспертиза тунӑ та унӑн урнӑ чир пулнине палӑртнӑ. Халӗ унта специалистсем инфекцие сарӑлма парас мар тесе мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнче ӗнен урнӑ чир пулнине тупса палӑртнӑ. Муркаш муниципаллӑ округӗнче те пӗр вырӑнта урнӑ чир инфекцине пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |