Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурт стени ишӗлме пуҫлани пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Халӗ ӑна авариллисен шутне кӗртнӗ.

Сӑмах – Коммунизм урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки. Унта пурнакансене урӑх ҫӗре куҫарӗҫ, ҫурта вара ишсе антарӗҫ. Хӑҫан? Паллӑ мар. Анчах ку ӗҫсене 2032 ҫулхи раштавӑн 31- мӗшӗччен патшалӑх программипе килӗшӳллӗн вӗҫлемеллине палӑртнӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче троллейбуссенче СПБ урлӑ тӳлесен билет хакӗ 8 тенкӗ йӳнӗрех пулнӑ. Ку акцие ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ку мелпе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлеме пулать. Акци раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Ҫапла майпа Шупашкарти троллейбуссенче тата Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 62-мӗш троллейбусра билет хакӗ 21 тенкӗ пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссенче вара – 17 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=300243
 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 101С автобус халӗ «Университет» микрорайона таран ҫитет. Вӑл Вӑрман урамӗнче чарӑнать.

Унччен ҫак маршрутӑн юлашки чарӑнӑвӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусӗ патӗнче пулнӑ. Сӑмах май, 101С автобус Ҫӗнӗ Шупашкарти Химтехнумран И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ таран Мускав проспекчӗпе ҫитет.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен 1-мӗш маршрутпа троллейбус янӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Шӑпах ҫав кунран республикӑра троллейбус ҫӳреме тытӑннӑ тесе палӑртнӑ.

Чӑваш транспорт управленийӗнче ӗҫлекенсем сӗннипе икӗ маршрута ят панӑ. 62-мӗш маршрутпа ҫӳрекен икӗ троллейбуса Геннадий Устинов тата Виталий Орешников ятне панӑ. Вӗсем - троллейбус управленине нумай ҫул ертсе пынӑ ҫынсем. Иккӗшӗ те ҫак тилхепене 22-шер ҫул тытса пынӑ.

Сӑмах май, троллейбуссене ят пани – Раҫҫейре пӗрремӗш хут

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри финанс чемпионачӗн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрне хутшӑннӑ. Чемпионат куҫӑнсӑр майпа иртнӗ.

Унта ҫӗршыври 78 команда хутшӑннӑ. Пирӗн респблика чысне регион шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Надежда Быченкова, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнӑ Светлана Чекменева тата Людмила Спиридонова хутшӑннӑ.

 

Хулара
transphoto.org сайтри сӑн
transphoto.org сайтри сӑн

Шупашкарти 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене улӑштарӗҫ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкара «Горожанин» ятлӑ 40 ҫӗнӗ троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене федераци хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Пӗр троллейбус 12,2 милион тенке ларӗ. Троллейбуссен урайӗ ҫӳллӗ пулмӗ.

 

Хулара
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Шупашкарта тӗрлӗ туй кортежне курма пулать. Ку таранччен хӗрпе каччӑ хыҫҫӑн троллейбуссемпе те, КамАЗсемпе те пынине асӑрханӑ.

Хальхинче вара туйра автошкул машинисем пулнӑ. Вӗсем Шупашкар урамӗсемпе ҫӳренӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 14-мӗш троллейбус водителӗ автобус водителӗ патне пынӑ та ҫапма пуҫланӑ. Ҫакна пӗр пассажир видео ӳкернӗ.

Ку юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхи 7 сехет ҫурӑра «Богдан Хмельницкий урамӗ» чарӑнура пулнӑ.

Икӗ водитель мӗншӗн вӑрҫни паллӑ мар. Ахӑртнех, троллейбус водительне автобус ытлашши патӗнче пыни, пассажирсене маларах пуҫтарни килӗшмен.

Полици ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ҫакна курнӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтать.

 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта ватӑсемпе ҫемьесем валли икӗ центр уҫӑлнӑ. Вӗсем хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ.

Пӗри — нумай ӗҫ пурнӑҫлакан ҫемье центрӗ, тепри — «Манӑн ҫемье центрӗ» клуб уҫлӑхӗ.

Асӑннӑ центрсене уҫас тесе нумай ӗҫ туса ирттернӗ: пӳлӗмсене юсаса ҫӗнетнӗ, хӑтлӑлатнӑ, илемлетнӗ, сӗтел-пуканпа пуянлатнӑ. Центр ертӳҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ юсав туса ирттернипех ҫырлахмӗ, асӑннӑ центрсем халӑхпа та урӑхларах, унчченхинчен тата та хӑвӑртрах ӗҫлеме тытӑнӗҫ.

Ҫӗнӗ лапамсене уҫма республикӑн ӗҫ министрӗ Алёна Елизарова, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш парламенчӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова, Шупашкарти Калинин районӗн управин ертӳҫи Яков Михайлов, президент Торгово-промышленной палаты Чувашии Игорь Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Игорь Кустарин хутшӑннӑ.

 

Хулара
moneyman.ru сайтри сӑн ӳкерчӗ
moneyman.ru сайтри сӑн ӳкерчӗ

Шупашкарти 24 ҫулти медсестра ултавҫӑсене 2,8 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та сим-карттӑн срокне тӑсмалли пирки каланӑ. Вӑл вӗсене ӗненнӗ, смс-ҫырупа килнӗ парольсене каланӑ. Ҫапла вӑл «Госуслуги» портала кӗрейми пулнӑ.

Кайран ун патне татах шӑнкӑравланӑ. Хальхинче унӑн ячӗпе такамсем кредит илме, пухнӑ укҫине вӑрлама пултарнине каланӑ. Ӑна хайне кредит илсе пӗтӗм укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла вӑл 2,8 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...314
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ