Шупашкарти кинемейсем илемлӗ сумкӑсемпе клатчсем ҫыхаҫҫӗ тата ҫӗлеҫҫӗ. Кун пек ылтӑн алӑллӑ ватӑсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреҫҫӗ.
Унти «Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем» клубра вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Сумкӑсем ҫӗлеме тата ҫыхма кӑҫалхи ҫуркунне тытӑннӑ. Ал ӗҫне ватӑсене Ирина Ковеза ӗҫ инструкторӗ вӗрентнӗ.
«Тава тивӗҫлӗ канӑва тухиччен эпӗ машиностроени сферинче ӗҫленӗ. Ал ӗҫӗпе яланах аппаланас килнӗ, анчах вӑхӑт ҫитмен. Пӳрнесене вылятни пуҫ мимимшӗн те усӑллӑ», — тет 63 ҫулти Светлана Романова ал ӑсти.
Шупашкарта пурӑнакан, Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Николай Фролов паян 75 ҫул тултарнӑ.
«Ӗмӗре эпӗ юрласа ирттернӗ», — тет тивӗҫлӗ канури хастар арҫын. Николай Николаевич яланах юрлама юратнӑ. Паян та вӑл тӗрлӗ ансамбле ҫӳрет, ҫав шутра хулари социаллӑ центрти «Калинушка» ансамбльте те юрлать. «Сцена ҫинче пӗччен юрланӑ чухне вӑл ҫарта тӑхӑннӑ тумне тӑхӑнма юратать», — каласа кӑтартать учрежденин музыка ертӳҫи Валентина Телей.
Николай Фролов 16-ра аякри Оренбург облаҫне тухса кайнӑ. Тракторист пулма вӗренес ӗмӗтлӗскере ытла ҫамрӑк тесе илесшӗн те пулман, анчах питех те аякран пынине кура хӗрхеннӗ, вӗренме йышӑннӑ.
Кайран каччӑ трактористра ӗҫленӗ, салтакра пулнӑ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ. Промтракторта ӗҫлесен 2-3 ҫултанах хваттер параҫҫӗ тесе илӗртнӗрен унта ӗҫе авырнаҫнӑ. Заводра вӑл сумлӑ токарь пулнӑ. 37 ҫул хушшинче 27 наградӑна тивӗҫнӗ.
Мӑшӑрӗпе, Екатерина Сильвестровнӑпа, 49 ҫул ӗнтӗ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, пӗр хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Людмила Порфирьева хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тусӗ сӗннипе ҫӳреме пуҫланӑ. Унта вӑл, ытти ватӑ пекех, хӑйӗн чун киленӗҫне тупнӑ.
Людмила Николаевна ал ӗҫӗпе аппаланма юратать. Вӑл ҫав енӗпе ӗҫлекен проектсене хастар хутшӑнать. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм нумаях пулмасть татӑк-кӗсӗкрен тӗрлӗ япала ҫӗлеме тытӑннӑ. Ача пахчинче педагог-воспитатель ӗҫӗнче тимлесе пенсие тухнӑ хӗрарӑм ҫӗвӗ машини умне хаваслансах ларать.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче «Салтак ҫулӗ» хапха туса лартнӑ. Ӑна вырӑнти хастар ватӑ Леонид Степанов йӗркеленӗ.
Леонид Дмитриевич «Салтака ӑсатни» чӑваш йӑлине чӗртсе тӑратасшӑн. Ватттисем ватӑлса, ҫамрӑксем авалхине манса пыраҫҫӗ тесе ялти хастар ҫӗнӗ хапса туса лартнӑ. Унта вӑл тахҫан, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ-ха. Каччӑсене салтака ҫавӑнтан ӑсатса янӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ватӑ ҫын Хусанти марафона хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри Роза Алексеева ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Спорт марафонне Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 13 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗнӗ маршрут йӗркеленӗ май трасса ҫӳлленсе пынине 96 метр таран чакарма май килнӗ.
Кӳкеҫри Роза Алексеева ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе 21 хутчен Раҫҫей чемпионки ята тивӗҫнӗ.
Элӗк округӗнчи Чулкаҫ ялӗнче пурӑнакан ветерана Андрей Аркадьева килӗ умне пырса Ҫӗнтерӳпе саламланӑ, концерт лартса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ ялавӗн копине, 30 метр тӑршшӗскере, ветеран патне илсе ҫитернӗ.
«Священная война» юрӑ шӑраннӑ май инспекторсем ялава сарса хунӑ, Андрей Аркадьевича тата унӑн мӑшӑрне Нонна Семеновнӑна ҫапла каланӑ: «Равнение на середину!» Ветеран вӑрҫӑ вӑхӑтне аса илнӗ, Новороссийск патӗнче аманни ҫинчен каласа панӑ.
Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑрсан та пултарулӑх коллективӗ ватӑсене патриотлӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Куракансем ял ҫыннисем пулнӑ.
Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 65 ветеран пурӑнать. Вӗсенчен чи асли – Етӗрнери Иван Ермолаев. Иван Васильевич кӑҫал 105 ҫултарӗ.
Вӑрҫа хутшӑннисен арӑмӗсем республикӑра — 968-ӑн; 2,5 пине яхӑн тыл ӗҫченӗ, концлагерсенче ачалла пулнӑ 26 ҫын, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем 24-ӑн.
Хальхи вӑхӑтра хулари тӳре-шара вӑрҫӑ ветеранӗсене киле ҫитсе саламлать. Паян ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова тата Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов Агриппина Янукович патӗнче пулнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкарти вӑрҫӑ ветеранӗсене тата тыл ӗҫченӗсене киле ҫитсех саламлаҫҫӗ. Вӗсем патне ҫуекеннисем — Шупашкарти социаллӑ ӗҫченсем тата тӗрлӗ шайри тӳре-шара.
Уяв саламне тивӗҫнисен шутӗнче Шупашкарта пурӑнакан 102 ҫулти Елена Палейкина та пур. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркассинче ҫуралнӑскер вӑрҫӑ ҫулӗсенче те, кайран та тӑван колхозра ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ. Халӗ ватӑ ҫын хулара пурӑнать. Кинемей каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн упӑшки, Фёдор Порфирьевич, Инҫет Хӗвелтухӑҫ фронтӗнчи ҫыхӑну полкӗнче пулнӑ. 1968 ҫулта арҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи Нина Конова ҫамрӑк мар пулин те ахаль ларма юратмасть – вӑл вӑхӑта ал ӗҫӗпе иртерет.
Нина Конова паспортпа – 99 ҫулта. Анчах хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл 100 ҫулта. Документ валли ҫула каланӑ чухне вӑл хӗр-тусӗ пек пулас тесе 1925 ҫулхи тесе персе янӑ.
Кинемей кивӗ япалара пӗчӗк кавир ҫыхать. «Ӗҫленӗ чухне иртнине аса илсе ларатӑп», – тет вӑл.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Зина Саввова ал ӗҫӗпе аппаланма юратать.
Хӗрарӑм асӑннӑ тӑрӑхри Ивановка ялӗнче ҫуралнӑ. Геннадий Васильевичпа ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Мӑшӑр вырӑнти «Оринино» колхозра ӗҫленӗ. Кайран Зина Якимовна Республикӑри туберкулёзпа кӗрешекен диспансерта тӑрӑшнӑ. Паян кинемей 5 мӑнукӗпе тата мӑнукӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать.
Ватӑ ҫын ӗҫсӗр лармасть, ҫыхма юратать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |