Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисем валли «Активное долголетие» программа ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл 2030 ҫулччен вӑйра пулӗ.
Ҫав вӑхӑт тӗлне ватӑ ҫынсен 55,9 процентне хастар пурнӑҫа явӑҫтарасшӑн. Апла пурнӑҫ тӑршшӗ те вӑрӑмламалла: 73-рен 77 ҫула ҫитмелле. Программӑпа килӗшӳллӗн, ҫынсем спортпа ытларах туслашӗҫ, вӗренӳ программисене, пултарулӑх проекчӗсене хутшӑнӗҫ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра республикӑра 13 центр «Манӑн социаллӑ центр» брендпа ӗҫлет. Унти специалистсем ватӑсемпе йога ирттереҫҫӗ, ӳкерме, шахматла выляма, финанс пӗлӗвне вӗрентеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра цент Муркаш тата Тӑвай округӗсенче уҫӑлмалла.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Кузьминична Чепурова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ.
Унӑн ачалӑхӗ Чулхула облаҫӗнчи Кочетовка ялӗнче иртнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл вырӑнти колхозра ӗҫленӗ, фронта пулӑшнӑ. Кайран бухгалтерта вӑй хунӑ, ун хыҫҫӑн Саратов облаҫӗнчи Балаковӑри гидроэлектростанцие тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 1980 ҫулсенче шӑпа ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара илсе ҫитернӗ. Кунта Мария Кузьминична ЖХ тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Пӗр ӗмӗре парӑнтарнӑ кинеме хула влаҫӗн тата социаллӑ служба ӗҫченӗсем саламлама килнӗ.
Ҫӗрпӳ округӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Нина Николаевна Иванова 101- мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Унӑн шӑпи ҫӑмӑл килмен.
Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул вӑл шкул ачи кӑна пулнӑ. Шкул хыҫҫӑн Электроаппарат савутне ӗҫлеме кайнӑ. Унта Нина Иванова Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хӑйӗн тӳпине нумай хывнӑ.
Чӑваш Енре 105 ҫулти ветеран пурӑнать. Вӑл – Иван Ермолаев. Вӑл 106-мӗш ҫулта пырать. Иван Васильевич Етӗрнере пурӑнать, политикӑпа интересленет. Урама тухсан ҫынсемпе хаваспах калаҫать.
Иван Васильевич 1939 ҫулта ҫара кайнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Гродно хулинче вӑрҫа кӗтсе илнӗ. Вӑл Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн I степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, III степень Мухтав орденне, «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Украинӑна минӑран тасатма, халӑх хуҫалӑхне ҫӗклеме пулӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан вара ҫемье ҫавӑрнӑ.
Хусанта пурӑнакан чӑваш арҫынни 100 тултарнӑ. Кун пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ.
Хусан ҫумӗнчи Мирный поселокӗнче пурӑнакан Федор Мердюков Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Аксура 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ветерана РФ Президенчӗн В.Путинӑн, ТР Раисӗн Р.Миннихановӑн, Хусан мэрӗн И.Метшинӑн саламӗсене Хусанти Приволжски тата Вахитов районӗн пуҫлӑхӗ Альберт Салихов ҫитернӗ. Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн ҫумӗ, районти ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Чакӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов та ватта саламалама ппырса ҫитнӗ. «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе Ирина Трифоновӑпа ТР ЧНКА Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев та хисеплӗ ветерана ӑшшӑн саламласа парнесем панӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан хастар ватӑсем паян кивӗ Ҫӗнӗ ҫула уявлама Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуҫтарӑннӑ.
Унта хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ташлама ҫӳрекен ватӑсем те хутшӑннӑ. Вӗсем хаваспах ташланӑ, савӑннӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса йӑпаннӑ.
«Ватӑ ҫынсене ташлани питех усӑ кӳрет, вал вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетет», — тет Шупашкарти социаллӑ центра ташлама ҫӳрекен тава тивӗҫлӗ канури врач-терапевт Раиса Евсеева.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Алла Поздеева 95 ҫул тултарнӑ. Ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Кристина Вахтеркина пӑхса пулӑшать.
Алла Григорьевна Курск хулинче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Шупашкара пурӑнма куҫса килнӗ. Качча кайса икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратнӑ. Халӗ кинемейӗн тӑхӑр мӑнук тата мӑнукӗн виҫӗ ачи пур.
Шупашкарти ватӑсем тӳлевсӗр концертра пулнӑ. Питӗрти «Посолонь» вокал ансамблӗн концертне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи кӗмӗл волонтёрсем тивӗҫнӗ.
Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче 4 сасӑ пӗрлешсе тыткӑнламалла янӑранӑ.
«Концерт питӗ килӗшрӗ», — тенӗ концертра пулнӑ Татьяна Тихонова.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Нина Конова 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Анчах хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл 1 ҫул маларах кун ҫути курнӑ, документсене илнӗ чухне хӗр тусӗн ҫуралнӑ кунне каланӑ. Эппин, Нина Николаевна 101 ҫул тултарнӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Хусан ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен качча кайнӑ, мӑшӑрӗпе 4 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Нина Николаевна судоверфинче ӗҫленӗ. Халӗ кинемей хӗрӗпе пурӑнать. Ахаль лармасть вӑл, мӗн те пулин тума тӑрӑшать.
Комсомольскинче пурӑнакан Феодосия Мартышкина ҫак кунсенче 101 ҫул тултарнӑ.
Феодосия Трофимовна хӑйӗн ӗмӗрӗнче тем те курнӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, ун хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑр, тӑван районне ҫӗкленӗ вӑхӑт...
Феодосия Мартышкина – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Вӑл – 7 ача амӑшӗ. Паянхи кун вӑл 11 мӑнукпа, 15 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |