Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан Клеопатра Георгиева юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.
Ватӑ ҫын — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Ӑна юбилейпа саламлама Кӳкеҫ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов пынӑ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне илсе ҫитернӗ.
Кинемее ҫавӑн пекех посёлокри «Откровение» ансамбль те саламланӑ.
«Ватлӑх савӑнма» ыркӑмӑллӑх фончӗ Чӑваш Енри ватӑсене вутӑпа тӳлевсӗр тивӗҫтерет.
Фонд пӗччен пурӑнакан, пӗчӗк пенси илекен ватӑсене хӗрхенсе пулӑшать. Тӑвай тӑрӑхӗнче, сӑмахран, 28 ватта 280 ытла куб метр вутӑ кӳрсе панӑ.
Фонд пулӑшӑвне ватӑсем чунтан савӑнса йышӑнаҫҫӗ, кӑмӑлтан тав тӑваҫҫӗ. Ҫитес кунсенче унти тата тепӗр 13 ватӑна вутӑпа тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта кӗмӗл волонтерсен «Кӗмӗл чун» республикӑри виҫҫӗмӗш форумӗ иртрӗ. Унта республикӑри хастар ватӑсене пухрӗҫ.
«Эсир кӗмӗл мар, ылтӑн чунлӑ ҫынсем», — ырласа каларӗ хастар пенсионерсене Чӑваш Енӗн Патшалах Канашӗн председателе Леонид Черкесов. Маттур ватӑсене ытти тӳре-шара та: Олег Николаев Элтепер, ӗҫ министрӗ Алёна Елизарова — самай мухтарӗҫ-ха.
Хастарсенчен пӗри, Элӗк тӑрӑхӗнчи Ехремкасси ялӗнчи Виталий Степанов. Вптӑ ҫын пенсире те ахаль лармасть, ялти ачасене шахмӑт вӑййине выляма хӑнӑхтарать, тӗрлӗ ӑмӑртӑва илсе ҫӳрет. Ҫак ӗҫе вӑл укҫалла тумасть. Чун ыйтнипе. Вӑл — кӗмӗл волонтерсен республикари конкурсӗнче ҫӗнтернисенчен пӗри.
Шупашкарта пурӑнакан Людмила Жук ачаранпах илем тӗнчи енне туртӑннӑ. Анчах шкул пӗтерсен тухтӑра вӗренсе тухнӑ та медсестрара ӗҫлеме тытӑннӑ. Чун ӗҫӗпе туллин кишенме май килмен. Ҫуллансан, 2004 ҫулта, вӑл флористика курсӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Людмила Александровна килӗнче халӗ курав тейӗн. Ватӑ ҫын халӗ те ал ӗҫӗсӗр пӗртте лармасть. Хӑй вӑхӑтӗнче вара вӑл лавкка сентрисене те илемлетнӗ.
Чӑваш Енри кӗмӗл волонтёрсем Ханты-Манси автономи округӗнче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри VIII форума хутшӑнаҫҫҫӗ.
Вӗсен йышӗнче Шупашкарти Надежда Разбакова та пур. Вӑл хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗҫене тивӗҫтерекен центра ҫӳренӗ май унта «Студия хорошего настроения» (чӑв. Хавас кӑмӑл студийӗ) ташӑ ушкӑнне ертсе пырать. Тӳлевсӗр-мӗнсӗр. Ырӑ кӑмӑлпа.
«Ташлама юртакан ҫынсем вӑр-вар та йӑрӑ, кӗлеткине илемлӗ тытма пӗлеҫҫӗ. Тӗрлӗ хускану туни шӑмӑсемпе сыпӑсемшӗн те усӑллӑ», — тет хастар пенсионер.
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери втатисен кунӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова отрасльти ветерансемпе тӗл пулнӑ. Уява халалланӑ ҫавра сӗтеле Шупашкар хулинчи халӑхан социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ирттернӗ.
Министр ӗҫ ветеранӗсем обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса, вӗсен опычӗ социаллӑ сферӑра та кирлине асӑнса хӑварнӑ.
«Эпир сирӗн эткерлӗхе хаклама тата упраса хӑварма тивӗҫ», — тенӗ министр.
Чӑваш Енре чи хастар кӗмӗл волонтерсене палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 хастар ватӑ хутшӑннӑ. Вӗсене 4 номинацире хакланӑ.
«Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мария Кольцова «Хӑвӑн ӑшшуна ыттисене парнеле» программӑпа палӑрнӑ.
«Волонтер-наставник» номинацире Элӗк тӑрӑхӗнчи Виталий Ефимов «Шахмат — ӑнӑҫу ҫулӗн шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗ» практикӑпа мала тухнӑ. Шупашкарти Ирина Александрова — чи лайӑх «Эко-волонтёр». «Социаллӑ экспресс» номинацире те Шупашкарти кинемей ҫӗнтернӗ¸ вӑл — Алевтина Степанова. Ватӑ ҫын «Ретрогварди» театр студине ҫӳрет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтерсен республикари форумӗнче чыслӗҫ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехетре Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем хулари халӑхн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче туптаҫҫӗ.
Паян, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, учрежденире ҫӗнӗ проект хута кайнӑ.
Ватӑсене ӳкерме Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Фёдоров вӗрентнӗ.
Пӗрремӗш занятире кинемейсене вӑл натюрморт ӳкерме сӗннӗ. Ку енӗпе, паллах, хӑй вӗрентсе, кӑтартса, пулӑшса пынӑ.
Кӳкеҫре пурӑнакан Анастасия Еремеева патне Питӗрти хӗртен парне килсе ҫитнӗ.
Кинемей район центрӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать. Социаллӑ учреждени вара «Внуки по переписке» (чӑв. Ҫыру ҫӳретекен мӑнуксем) проекта хутшӑнать. Ӑна «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ пуҫарнӑ.
Питӗр хулинчи Мария Мартенсон — проекта хутшӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗри. Мария Анастасия Еремеевӑпа ҫыру ҫӳретет. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн Мария кинемее тӗрлӗ пылак ҫимӗҫ, тутлӑ ытти апат ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Вера Ятманова паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ.
Ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Кинемее асӑннӑ центрӑн пай пуҫлӑхӗ Татьяна Ильина саламланӑ.
Вера Ивановна Етӗрне районӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн зоотехникра ӗҫленӗ.
Упӑшкипе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |