Шупашкарта пурӑнакан 68 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерсенчен пӗринче такам шӑнкӑравланӑ, ҫав вӑхӑтра «поликлиника» тесе ҫырни тухнӑ.
Шӑнкӑравлаканни кинемее медицина тӗрӗслевӗ тухма сӗннӗ, ун валли регистрациленмелле тесе ӗнентернӗ.
Ют ҫын каланине итлесе хӗрарӑм телефона приложени вырнаҫтарнӑ, вӑл сиенлӗскер пулнӑ май ватӑ ҫыннӑн счёчӗпе усӑ курма май панӑ.
Ҫапла вара такамсем хӗрарӑмӑн 800 пине яхӑн тенкине вӑрланӑ.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи музыкӑпа литература тӗпелне ҫӳрекен ватӑсем паян Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Кӑрмӑш ялне тухса концерт ирттернӗ.
Асӑннӑ учреждени ҫавӑн пек вӗҫӗмех тухса ҫӳрет, уйӑхра пӗр хутчен тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе концерт лартать. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем артистсене кӑмӑлтан кӗтсе илнӗ, номерсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ, пӗрле юрлани.
«Надежда» хора Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пырать.
Шупашкарти ватӑсем мамӑкпа ӳкерме вӗреннӗ. Ӳнерӗн XIX ӗмӗрте пуҫланса кайнӑ ҫак енне хрантсус чӗлхипе пуантилизм теҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, пӑнчӑпа ӳкерни пулать.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеслӑ центрӗнчи специалистсем кинемейсене хут ҫине мамӑк патакпа ӳкерме вӗрентнӗ.
Асӑннӑ центрти «Забота» (чӑв. Пулӑшу) мини-клубра Анастасия Васильева тата Наталия Евграфова специалистсем заняти ирттернӗ. Ҫӗнӗ пуҫарӑва Лилия Чупрунова ватӑ кӑмӑлласах йышӑннӑ. Специалистсем кӑтартса пынипе вӑл кӗрхи йывӑҫ ӳкернӗ.
Вӑрнар округӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлне тивӗҫлӗ канури 6 ҫын пенси укҫине илеймен. Мӗншӗн тесен ӑна почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ /халӗ вӑл ӗҫлемест/ хӑйен кӗсйине чикнӗ.
Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи раштавран пуҫласа 2024 ҫулхи кӑрлаччен ҫак пуҫлӑх вӗсемшӗн хӑй алӑ пусса укҫине хӑй илнӗ. Пӗтӗмпе – 197 пине яхӑн тенкӗ.
50 ҫултискер ҫапла тунине прокуратура палӑртнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Судра вал айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӑлавҫӑсем хӑйӗн пахчинче ҫухалса кайнӑ ватӑ арҫынна пулӑшнӑ. Унӑн куҫӗ япӑх курнӑ.
112 номерпе 1942 ҫулта ҫуралнӑ арҫын килтен тухса кайнӑ чухне пӳртне питӗрни пирки пӗлтернӗ. Хӑй килелле ҫул тупайман.
Ватӑскер уҫҫине ҫухатнӑ, анкартинче килелле ҫул тупаймасӑр аташса ҫӳренӗ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тупнӑ, киле илсе ҫитернӗ. Пӳрт алӑкне вара «Умелец» пулӑшнипе уҫнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан вӑҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ Муллахази Закиров 100 ҫул тултарнӑ.
Муллахази Закирович Тутарстанри пӗр ялта ҫуралнӑ. Сакӑр класс вӗренсе пӗтерсен авиаци заводне ӗҫлеме кӗнӗ.
Унта вӑл самолёт фюзельяжне тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ май салтака каймалла пулман. Анчах пиччӗшӗ Сталинград патӗнче пуҫ хунӑ хыҫҫӑн каччӑ хӑй кӑмӑлӗпе вӑрҫӑна тухса кайнӑ. Ҫарта вӑл мар После гибели брата в битве под Сталинградом он решил мотоцикл батальонне лекнӗ. Аманнӑ май тӗрлӗ госпитальте сипленнӗ.
1946 ҫултанпа Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын Йӑлӑмра тӗпленнӗ. Вӑл сакӑрвунна ҫитиччен йӗлтӗрпе ярӑннӑ. Халӗ те ирсерен зарядка тӑвать.
Шупашарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗсен тӗрлӗ ватта пулӑшма тивет.
Евдокия Тихонова ятлӑ кинемей вара сӑвӑ ҫырма юратать. Сӑвӑ шӑрҫалакан ватӑ чӑвашла ҫырать. Ҫавна май вӑл хӑйӗн социаллӑ ӗҫченне Людмила Борисовӑна сӑвӑ вуласа кӗтсе илет.
Хӑйӗн сӑввисем урлӑ ватӑ ҫын социаллӑ ӗҫчене тав тунине палӑртать. Нумаях пулмасть вӑл ҫакӑн пек шӑрҫаланӑ:
«Эх Люда, Людочка,
Сан пеки никам та ҫук
Санпала калаҫма
Чунӑма ӑшӑтма.
Вӑрӑм ӗмӗр эп сунатӑп,
Нихӑҫан та эпӗ манмӑп».
Шупашкарта пурӑнакан Валерий Хаталов паян 98 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ӑшшӑн саламланӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламлӑ открыткине ҫитерсе панӑ.
Ивановӑра ҫуралнӑ арҫын Шупашкарти столовӑйсен, ресторансен тата кафесен трестӗнче ӗҫленӗ, унта вӑл чылай ҫул директор пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ тахҫанах леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте вӑл пӗчченех пурӑнать. Анчах ӑна пулӑшма хӗрӗ Галина Валерьевна пырса ҫӳрет.
Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче гипсран багетсем ӑсталассипе питӗ пултаруллӑ пулнӑ. Унӑн хваттерӗнче музейри пекех — мӗн чухлӗ картина! 200 литр кӗрекен аквариума та вӑл гипсран ӑсталанӑ. Ҫав япалана тунӑранпа 64 ҫул ӗнтӗ.
Валерий Хаталовӑн чун киленӗҫӗ тата нумай пулнӑ. Пӗринче вӑл вӗсене ҫырсах шутланӑ. 38 таран тупнӑ. Ҫав шутра — йывӑҫ сыпасси те, сунара ҫӳресси те, видеосем ӳкерсе монтажласси те.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем кашни кунах тӗрлӗ хӑнӑхтару тӑваҫҫӗ.
«Килте те тума пулать-ха. Анчах кунта йышпа пӗрле хаваслӑрах та, хусканусене те тӗрӗс пурнӑҫлатпӑр», — теҫҫӗ кинемейсем.
Ватӑсем асӑрханӑ тӑрӑх, физкультурӑпа туслӑ ҫынсем тантӑшӗсенчен ҫамрӑкрах курӑнаҫҫӗ. Вӗсен вӑй-халӗ тапса тӑрать, куҫӗ ҫиҫет, кӑмӑлӗ те лайӑх. Паян ватӑсем куҫ валли хусканусем тума вӗреннӗ.
Шупашкарта социаллӑ ӗсчен пулса тӑрӑшакан Галина Кузьмина: «Манӑн платник та, повар та пулма тивет», — тесе калать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социалла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынсене пӑхасси пӗртте ҫӑмӑл ӗҫ мар. Утнӑ ҫӗрте утса, чупнӑ ҫӗрте чупса ҫӳресе ӗҫлеҫҫӗ социалла ӗҫченсем.
Галина Кузьмина социаллӑ сферӑра 6 ҫул ӗҫлет. Паян вӑл 9 ватта пӑхать. Хӑшӗсем патне кунне иккӗ ҫӳрет, хӑшӗсем патне — эрнере темиҫе хутчен. Вӗсем самай ҫулланнӑскерсем, 94 ҫултан пуҫласа 95 ҫулчченхи ҫынсем. Вырӑнпа выртакансем те пур. Ӳрӗк те вӑр-вар хӗрарӑм пурне те юрама тӑрӑшать. Ӗҫпе те, сӑмахпа та.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |