Раҫҫей эстрада юрӑҫи Филипп Киркоров Канашра пурӑнакан кинемее 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Ку - мӑнукӗн Влад Быковӑн парни. Вӑл вара Канашри паллӑ кутюрье. Каччӑ Дубайра хӑй ҫӗленӗ тумсене сутать. Кинемей Филипп Киркоровӑн пултарулӑхне килӗштерет.
«Хаклӑ Степанида Гавриловна, сирӗн мӑнук сире юбилейпа, 80 ҫул тултарнӑ ятпа, саламлама ыйтрӗ. Пӗлетӗп, эсир манӑн пултарулӑха килӗштеретӗр, эпӗ сирӗн кумир. Сире мӗнпур лайӑххине, сывлӑх, хаваслӑ кӑмӑл сунатӑп. Паллах, Чӑваш Енри Канаша салам яратӑп», - тенӗ паллӑ юрӑҫ.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центре ҫӳрекен ватӑсем вӑхӑта яланах усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ӗнер вӗсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ҫула тухнӑ. Ҫук-ха, таҫта аякка кайман, Шупашкар ҫывӑхӗнче кӑна пулнӑ. Апла пулин те шыв ҫийӗн ярӑнса ҫӳреме вӗсене питех те килӗшнӗ. Ватӑсенчен хӑшӗсем мӑнукӗсене те пӗрле илнӗ. «Ачасене илемпе килентерме хамӑрӑн хӑнӑхтармалла», — тенӗ, сӑмахран, 69 ҫулти Нина Никифорова пенсионерка.
Центр специалисчӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, теплоходпа ярӑнма кайма никама та хистемен. Кӑмӑл пуррисене вара никама та хирӗҫлемен.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Элӗк округӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче 87 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Вӑл ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать, ӑна медпулӑшу кирлӗ.
Лора Ивановна Сафронова (Иванова) 165 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ сӑрӑ-кӑвак тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Килтен кайнӑ чухне вӑл чечеклӗ кӑвак сараппан, кӗрен сланцӑ тӑхӑннӑ, ҫутӑ симӗс тӗслӗ тутӑр ҫыхнӑ. «Лиза Алерт» шыравҫисем Мӑн Вылӑ, Ямаш, Нурӑс, Сител ялӗсенчен иртсе ҫӳрекенсене тимлӗ сӑнама ыйтаҫҫӗ.
Кинемее курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), Леонид (Енот), 89003319602, Наталия (Симба), 89196666680.
Шупашкарта пурӑнакан Геннадий Михайлов тивӗҫлӗ канура пулин те ӗҫсӗр лармасть, вӑл гипсран тӗрлӗ япала ӑсталать.
Мучие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Эльвира Авдеева пулӑшса пырать.
Ватӑ ҫын гипсран илемлӗ тӗрлӗ япала ӑсталассинче чун киленӗҫне тупнӑ.
«Кӳлепесене тӑвасси пуҫа ӗҫлеттерме хистет. Вӗсене епле формӑллӑ тата мӗнле тӗспе сӑрласси таранах пуҫа вататӑп», — тет иккен мучи.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр карчӑк лавккаран укҫа шыраса илме пултарнӑ. Ӑна ҫав енӗпе Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури хӳтӗленӗ.
Пӗлтӗрхи хӗлле 67 ҫулти хӗрарӑм хулари Калинин урамӗнчи лавккаран тухнӑ чухне пӑрланса ларнӑ картлашка ҫинче шуҫса ӳкнӗ. Хӗрарӑм пуҫӗпе ҫапӑннӑ, урине хуҫнӑ.
Судра прокуратура ҫав картлашкана лавккан тытса тӑмаллине ҫирӗплетсе панӑ. Суд лавккана хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 150 пин тенкӗ тӳлеттермелле, эмел тавраш туянса пӗтернӗ 12 пин тенке саплаштарма йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳрекен ватӑсем кашни уйӑхра маникюр салонне ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр тесен, апла мар. Чӗрнене сӑрлама ытти ҫӗрти ватӑсем те юратаҫҫӗ. Ҫӗрпӳри асӑннӑ центра ҫӳрекен ватӑсем вара ҫак пулӑшупа тӳлевсӗр усӑ курмап пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисене хӑй тӗллӗн ӗҫлекен Любовь Федорова пулӑшать. Вӑл маникюр мастерӗ пулнӑ май вӗсен чӗрнине хитрелетет.
«Хӗрарӑм кирек темиҫере пулсан та хитре пуласшӑн, — тенӗ Любовь. — Вӗсем савӑннипе ҫуталса кайнине курсан ман чун савӑнать, ҫавӑнпа эпӗ вӗсене тӳлевсӗр йышӑнатӑп».
Шупашкарта пурӑнакан шӑл тухтӑрӗ тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан нимеҫӗ пулса тӑнӑ. Паян, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 80 ҫул тултарнӑ хастар хӗрарӑм Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тӗрлӗ занятие ҫӳрет. Волонтёр ӗҫне вӑл унта кӳлӗннӗ те.
Маргарита Мельникова сывлӑха сыхлас ӗҫре ӗмӗрӗпех тӑрӑшнӑ. Шупашкарти медицина училищинчен 1965 ҫулта шӑл врачӗ пулма вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑ Етӗрнери район пульницинче 15 ҫул тӑрӑшнӑ. Тепӗр 17 ҫул Шупашкарти Трактор завочӗн медсанчаҫӗнче тӑрӑшнӑ.
Халӗ 80-ри хӗрарӑм социаллӑ центрти «Сывлӑх» клуба ҫӳрет, «Калинушка» хорта юрланӑ май тӳлевсӗр концертсемпе хӑйӗн тусӗсемпе тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрет.
Етӗрнери прпокуратура 70 ҫулти арҫынна хӳтӗленӗ. Лешӗ улатвҫӑсене пула шар курнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 70 ҫулти хӗрарӑм патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ, хӗрӗ ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ, ӑна васкавлӑн операци тумалла тесе хӑратнӑ. Операци тума укҫа кирлине пӗлтернӗ. Пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑм курьер урлӑ 300 пин тенкӗ тыттарса янӑ.
Укҫа патне пынӑ ҫын Чулхула облаҫӗнчи 33 ҫулти арҫын пулнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан вӑл тӑкакӑн пӗр пайне, 150 пин тенке, саплаштарнӑ.
Шар курни ватӑ ҫын пулнине кура прокуратура кинемее хӳтӗлесе ытти укҫана та шыраса илме суда тавӑҫпа тухнӑ. Ултавҫа вара 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти ватӑсем ҫуллахи спартакиадӑна пуҫтарӑннӑ. Спорт ӑмӑртӑвне хулари Дорисс-парка пуҫтарӑннӑ. Спартакиадӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗстерекен комплекслӑ центр ирттернӗ. Ӑмӑртӑва асӑннӑ учреждение ҫӳрекен кинемисемпе мучисем пуҫтарӑннӑ.
Ватӑсем виҫӗ командӑна пайланса тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Мероприятие хутшӑнманнисем вара курма пуҫтарӑннӑ. Вӗсем хавхасланса хавхалантарса тӑнӑ. Командӑсене пӗрремӗш, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑнпа уйӑрса наградӑламан — пурте тӑрӑшнине кура тӗрлӗ номинаципе чысланӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнчи Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан Евдокия Афанасьева 105 ҫул тултарнӑ. Вӑл пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курнӑ. 9 ҫулта чухне вӑл тӑлӑха юлнӑ. Анчах йывӑрлӑхсем хуҫман ӑна.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Евдокия Афанасьевна Тӑвай районӗнче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ, лашапа вутӑ турттарнӑ. 105 ҫулти Евдокия Афанасьевӑна ял-йыш хисеплет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |