Чӑваш Енри пӗр арҫын Шупашкарти Аш-какай комбиначӗ проездри «Ивушка» дача поселокне кайсан ҫырмара урине хуҫса пӑрахнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Апла пулин те вӑл хӑйӗн дачине ҫитсе пӗтнӗ-пӗтнех. Ирхине вырӑн ҫинчен тӑрайман енне васкавлӑ пулӑшӑва шӑнкӑравланӑ.
Анчах тухтӑрсем дача патне пырайман, мӗншӗн тесен унта урамсем ансӑр пулнӑ, ҫурт ҫырмара вырнаҫнӑ. Тухтӑрсем ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем арҫынна ансӑр урампа йӑтса тухнӑ.
92 ҫулти Тамара Гетманова ахаль ларма юратмасть. Вӑл халӗ те тӗрлет, ҫыхать. Нумаях пулмасть кинемей «Голубые сойки» ӗҫе вӗҫленӗ. Вӑл ӑна пурнӑҫланӑ чухне тӗрлемелли виҫӗ техникӑпа усӑ курнӑ.
Тамара Степановна Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрти «Хозяюшка» клуба ҫӳрет. Хӑй Тутарстанра ҫуралнӑ, Шупашкарта вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ. Кинемей ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли 30 мӑшӑри нуски ҫыхнине те палӑртмалла.
92 ҫулти Тамара Гетманова ахаль ларма юратмасть. Вӑл халӗ те тӗрлет, ҫыхать. Нумаях пулмасть кинемей «Голубые сойки» ӗҫе вӗҫленӗ. Вӑл ӑна пурнӑҫланӑ чухне тӗрлемелли виҫӗ техникӑпа усӑ курнӑ.
Тамара Степановна Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрти «Хозяюшка» клуба ҫӳрет. Хӑй Тутарстанра ҫуралнӑ, Шупашкарта вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ. Кинемей ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли 30 мӑшӑри нуски ҫыхнине те палӑртмалла.
Канаш округӗнчи Шаккӑл ялӗнче пурӑнакан Мария Рытова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Мария Петровна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑпа пӗр килнӗ. Вӑл окоп та чавнӑ, вӑрман та каснӑ, Хусанти чукун ҫула тунӑ ҫӗрте те ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтсем манӑҫман, алли-ури те ӑна пулах сураҫҫӗ.
1945 ҫулта тин фронтран таврӑннӑ Иван Рытов хӗре асӑрханӑ. Кӗҫех ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннӑ. Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ Мария Петровна 11 мӑнукӗпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.
Элӗк округӗнчи Питӗшкассинче пурӑнакан 74 ҫулти арҫынна виҫҫӗмӗш кун шыраҫҫӗ. Петр Егорович Васильев килтен утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ӑна медпулӑшу кирлӗ.
Вӑл килтен мӗнле тухса кайни паллӑ мар. «Лиза Алерт» шыравҫисем водительсене тимлӗ сӑнама ыйтаҫҫӗ. Тен, видеорегистратор ҫине пӗччен утакан старик лекнӗ?
Мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52, Елена (Касатка) 89520203557, Наталия (Симба) 89196666680.
Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Валентин Харитонов — Чӑваш Енӗн спорт мухтавӗ. Кун пирки «Чӑваш Республики» паблик халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ.
Арҫын ҫулне кура мар йӑрӑ. Вӑл Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче чи маттур спорт ветеранӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазони» этнокомплексра «Рекорд патне ҫул — 2024» ҫӑмӑл атлетика кросӗн регионсем хушшинчи ҫуллахи кубокӗ иртнӗ. Унта Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсенчи 300 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Валентин Ефимович 75-79 ҫулсенчи арҫынсем хушшинче 1000 метра чупса ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарти арҫын хӑй тӗллӗн виҫӗ кустӑрмаллӑ электросамокат ӑсталанӑ. Владислав Аркадьев хӑй вӑхӑтӗнче ҫар штурманӗ пулнӑ.
Электросамокатпа вӑл хӑй ҫӳрет. Экологи тӗлӗшӗнчен таса, кирек ӑҫта та чарӑнма меллӗ, «пӑкӑра» лармалла мар - ҫаксене пула Владислав электросамокат суйлать.
Халӗ вӑл виҫӗ кустӑрмаллӑ тепӗр электросамокат ӑсталать. Унта икӗ ҫын ларма пултарать. Анчах Владислав пӗчченех ҫӳресшӗн - капла хӑрушлӑх тухса тӑмасть.
Шупашкарта пурӑнакан Елена Палейкина паян, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 103 ҫул тултарнӑ. Кинемее республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова саламланӑ.
«Елена Дмитриевна – тӗлӗнмелле хӗрарӑм. Йывӑрлӑх пулсан та вӑл ялан вӑйлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнӑ. 10 ҫултах фермӑра ӗҫлеме пуҫланӑ», — пӗлтернӗ министр Телеграмри хӑйӗн страницинче.
Елена Дмитриевна Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Тӑван мар амӑшӗпе ӳснӗ. Пӗрремӗш упӑшки вӑрҫӑра ҫухалнӑ. Иккӗмӗш упӑшки офицер, разведчик-связист пулнӑ. Федор Порфирьевичпа 5 ача ҫуратнӑ. Иккӗшӗ ҫамрӑклах вилнӗ.
Вера Сергеева мӗн те пулин ҫӗленӗ хыҫҫӑн юлнӑ пусма татӑкӗсене пӑрахмасть. Вӑл вӗсенчен те хӑйне евӗр илемлӗ япаласем ҫӗлет.
Сӗтел ҫине ҫав татӑксене хурать те вӗсене мӗнле сыпӑнтармалли пирки шутлать. Ӑна ҫак ӗҫ питӗ килӗшет. Ҫавӑнпа вӑл нихӑҫан та тунсӑхламасть.
Вера Сергеева ыттисене те юратнӑ ӗҫпе аппаланма сӗнет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку ҫынна питӗ хавхалантарать.
Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакан Андрей Григорьев ылтӑн алӑллӑ ҫын. Вӑл тӗрлӗ япала ӑсталаса хӑйӗн пултарулӑхӗпе ыттисене тӗлӗнтерет. Хальхинче арҫын кӳмеллӗ мотоцикл ӑсталанӑ. Ӑна вӑл йывӑҫран касса тунӑ.
Пӗр-пӗр япалана касса кӑларма Андрей Григорьев чертёжсемпе усӑ курмасть. Йӑлтах — куҫ виҫипе. Апла пулин те унӑн япалисем те кӑткӑс та кӑсӑклӑ пулса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |