Шупашкарта пурӑнакан Ира Моссур ӗнер 86 ҫул тултарнӑ. Кун пирки хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр пӗлтернӗ.
Ира Сергеевна Сарӑту облаҫӗнчи Степное ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсенчен пӗри, Александр Александрович, — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ летчикӗ. Ира Моссурӑн хӗрӗ Шупашкарти «Элара» заводра кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗнче 30 ҫул ытла ӗҫленӗ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл амӑшне Шупашкара илсе килнӗ. Халӗ хӗрарӑма социаллӑ ӗҫчен пулӑшса тӑрать. Шупашкара кинемей тӑван килӗ вырӑннех хурать.
Вӑрмар округӗнче пурӑнакан Мария Николаевна Михайловна ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫитнӗ.
Мария Николаевна хӗрӗпе пурӑнать. Пурнаҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчӗклех вӑл тӑлӑха юлнӑ, ача чухнех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах йывӑрлӑхсем те унӑн чунне хытарман, вӑл паянхи кун та пурнӑҫпа киленме, шӳтлеме пӗлет.
Мария Николаевна хӑнасене тарават кӗтсе илнӗ. Малтанах вӑл хӑйӗн патне Элтепер килнине ӗненмен те.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пурӑнакан ватӑсен ҫӳҫне тӳлевсӗр каснӑ.
Центрӑн стационар уйрӑмӗн заведующийӗ Олеся Рубцова пӗлтернӗ тӑрӑх, парикмахерские хӑш-пӗр ватӑ хӑй тӗллӗн те каять-ха, анчах пурте унта утса ҫитеймеҫҫӗ. Пулас парикмахерсене хулари «Аспект» вӗрентӳпе меслетлӗх центрӗнчен чӗнсе илеҫҫӗ.
«Парикмахерсем центра килсен яланах ҫӳҫ кастарса юлатӑп. Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та пит ҫамрӑкланса кайнӑнах туйӑнать», — хавхаланса каланӑ Тамара Арланова ятлӑ ватӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Нина Данилова паян 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Нина Никитична виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӑл пилӗк мӑнукӗпе, мӑнукӗсен тӑхӑр ачипе, мӑнукӗсен ачин ачипе савӑнса пурӑнать.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра вӑл 16-ра пулнӑ. Ҫав ҫулсенче тӑван колхозра ӗҫленӗ: авӑн та ҫапнӑ, тырӑ та вырнӑ. Каҫсерен салтаксем валли нуски-алса ҫыхнӑ.
Нина Никитична Виҫмелли механизмсен заводӗнче комплектлакан пулса 40 ҫул ытла тӑрӑшнӑ.
Паян та 100 ҫулти кинемей йӑрӑ. Вал калча та акса тӑвать, ҫулла ирех тӑрса пахчара ӗҫлеме тытӑнать. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме вӗрентекен журналсене питӗ вулать.
«Вӑл нихҫан та пуҫ усмасть, хӑйӗн тапса тӑракан вӑй-халӗпе пире хавхалантарса тӑрать», — каласа кӑтартать унӑн кинӗ Елена Степановна.
Шупашкарта пурӑнакан 92 ҫулти Галина Маскевич темиҫе ҫул каялла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Галина Фёдоровнӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнченпе Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Анна Христофорова пӑхса тӑрать.
Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ хӗрарӑм Канашри педагогика училищинче веренне, кайран вӑл Ҫӗпӗре тухса кайнӑ. Унта педагогика институтӗнче куҫӑнсӑр майпа вӗреннӗ. Унтах вырӑнти каччӑпа паллашна, унпа вӗсем Чӑваш Ене куҫса килнӗ.
Хӗрарӑм Варнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче преподавательте ӗсленӗ, литература кружокне ертсе пынӑ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухса вӑл Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче (унта чирле ачасем ҫӳренӗ) 72 ҫула ҫитиччен тӑрӑшнӑ.
2017 ҫулта кинемей «Исповедь души» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна пичетлеме унӑн веренекенӗсем пулнисем пулӑшнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсене киле пырсах ҫӳҫ касаҫҫӗ. Кунта сӑмах хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслвӑ центрен социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса пулашакан кинемейсем пирки пырать.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн кинемейсене хитрелетекеннисем — центрӑн социаллӑ ӗҫченӗсем. Людмила Захарова, Елена Трофимова тата Ольга Филиппова социаллӑ ӗҫченсен алли пур ӗҫе те тытса тума ӑста.
Ватӑсем килтех ҫӳҫ касма май пурришӗн савӑнаҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ.
«Эпӗ Ольга Филипповӑна тав тӑвасшӑн. Ниҫта кайса ҫӳремесӗр хитре пулса тӑтӑм», — ӑшӑ кӑмӑлпа тав тунӑ, сӑмахран, Анна Ташманова ватӑ хӑйне пулашса пыракан социаллӑ ӗҫчене.
Патшалӑх автоинспекцийӗн Муркаш округӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Щербаков асламӑшне 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ.
Мария Щербакова Эветккссинче пурӑнать. Вӑл йывӑрпа ҫитӗннӗ. Шкула та каяйман, аслисене килте пулӑшнӑ. Хӗрача хӑй тӗллӗнех ҫырма, вулама, шутлама тата тӑмра калама вӗреннӗ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан Мария вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. Каҫсерен салтаксем валли нуски, алсиш ҫыхнӑ.
1947 ҫулта Мария Петровна Семен Щербакова качча тухнӑ. Вӗсем 2 хӗр те 2 ывӑл ӳстернӗ.
Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗкре пурӑнакан Антонина Капсулова 100 ҫул тултарнӑ.
Антонина Михайловна 5-ре чухне тӑлӑха юлнӑ, ӑна тӑванӗсем усрава илнӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 16 ҫулта пулнӑ. Хӗр колхозра ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Антонина Василий Капсуловпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 8 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.42-ре чухне вӑл тӑлӑх арӑма юлнӑ, ҫапах пӗчӗк ачисене ура ҫине тӑратнӑ. Паян унӑн 19 мӑнук, 29 кӗҫӗн мӑнук.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем ташлама пухӑнаҫҫӗ. Мероприятие «Хастар вӑрӑм пурнӑҫ» федераци программипе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.
Пӗррӗмӗш тӗлпулу нарӑсӑн 11-мӗшӗнчӗ иртнӗ. Унта 70 ытла ҫын ташлама пухӑннӑ.
Сӑмах май, кун пек ташӑ каҫӗсем 5 ҫул каялла та пулнӑ. Халӗ вара ҫак ырӑ йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма шухӑшланӑ. Ташӑ каҫне уйӑхра 1-2 хут ирттерме палӑртнӑ.
Паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан книмемисемпе мучисене сӑн ӳкернӗ.
«Сӑнӳкерчӗк — ҫын кӑмӑлне лайӑхлатма пулӑшакан мелсенчен пӗри. Анчах ватӑсенчен чылайӑшӗ хӑйне хитре мар тесе шухӑшлать, тискер тесе хурлакансем те пур. Пирӗн тӗллевӗмӗр вӗсене урӑхла шухӑшлама пулӑшасси пулчӗ. Кашни ҫынах хӑйне май илемле те илӗртӳллӗ. Ҫитменнине тата хитре ҫын ватӑлсан та хитрипех юлать», — тесе шухӑшлать социалла центрӑн пресс-секретарӗ Вера Иванова.
Ватӑсене портрет жанрӗпе ӳкернӗ. Ҫӑвна май кашни ҫыннӑн шалти кӑмӑл-туйӑмӗ тата аванрах, тарӑннӑнрах курӑнать тесе палӑртать центрӑн пресс-секретарӗ.
85 ҫулти Вениамин Папченкӑна вара чӳрече умӗнче те сӑн ӳкерсе илнӗ. Вӑл нумай вулама юратать, чуна тата ӳт-пӗве лӑплантармалли техникӑсене пӗлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |