Шупашкарта кун кунлакан Валентина Николаевнӑпа Иван Дмитриевич 64 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫирӗп ҫемье ҫавӑрнӑ, виҫӗ ача ӳстернӗ, халӗ 11 мӑнукпа, 6 кӗҫӗн мӑнукпа сӑвӑнаҫҫӗ.
Валентина Николаевна бухгалтерта ӗҫленӗ, Иван Дмитриевич тракторист пулнӑ. Мӑшӑр халӗ те ӗҫсӗр лармасть, качакасем тытаҫҫӗ, пахчара кӑштӑртатаҫҫӗ.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ тепӗр ҫемьене РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Макаровсем тивӗҫнӗ.
Владимир Александровичпа Альбина Викторовна тӑватӑ хӗр ӳстереҫҫӗ: Анастасия, Екатерина, Ульяна тата Татьяна. Ҫемье пуҫӗ колхозра водительте ӗҫленӗ, шкул автобусӗпе ачасене илсе ҫӳренӗ, почтальон пулнӑ. Халӗ кил хуҫалӑхне тытса пырать, ватӑ амӑшне пӑхать. Татьяна Викторовна хими, биологи тата географи предмечӗсене вӗрентет.
Ҫӗмӗрлери Зайцевсен ҫемйи Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра палӑрнӑ. Вӗсем «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире малти вырӑна йышӑннӑ.
Зайцевсем тӑватӑ ывӑл ӳстереҫҫӗ. Мӑшӑр килӗштерсе пурӑнать.
Палӑртмалла: конкурс кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 388 ҫемье хутшӑннӑ. Вӗсенчен 88-шӗ тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.
Ачасӑррисене налук тӳлеттересшӗн. Ҫак шухӑша РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Андрей Гурулев каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав укҫапа тӑлӑхсемпе ача ҫурчӗсене пулӑшма май пулать.
Евгений Федоров депутат ача ҫуккисене алимент тӳлекенсемпе пӗр шайра хакламалла, вӗсен тупӑшне кура тытса юлакан налука ӳстерме сӗннӗ.
Раҫҫей Правительствин социаллӑ пурнӑҫ тата экономика тӗпчев институчӗн директорӗ Алексей Зубец вара ашшӗ-амӑшӗ пулайманнисене 30-40 пин таран тӳлеттерме сӗннӗ.
Чӑваш Енри гимнаст Владислав Поляшов ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӑл Надежда ятлӑ хӗре мӑшӑр тунӑ.
Владислав - 29 ҫулта. Гимнастикӑпа вӑл мӗн ачаран кӑсӑкланнӑ. 2014 ҫулта Раҫҫей спорт мастерӗ пулса тӑнӑ. 2016 ҫулта вара тӗнче класлӑ спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.
Владислав тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене те хутшӑннӑ. Ҫав шутра - Олимп вӑййисене те.
Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнче пурӑнакан Виталий тата Александра Ивановсем ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Ивановсем виҫӗ ывӑл та пӗр хӗр ӳстернӗ. Халӗ сакӑр мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Виталий Иванович «Цивиль» колхозра механизаторта ӗҫленӗ, «Коммунизм ӗҫӗн ударникӗ» ята илнӗ. Александра Михайловна Канашри ВЗРта тата «Цивиль» колхозра ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри ҫемьене Пӗрремӗш каналпа пыракан «Доброе утро» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Эфир ӗнер, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пулнӑ.
Сюжета Красноармейски округӗнчи Марковсем пирки ӳкернӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан вӗсем тӳлевсӗр ҫӗр илнӗ. Тӑваттӑмӗш ача ҫуратсан вара вӗсем амӑшӗн капиталӗпе ҫурт тума илнӗ ипотекӑн пӗр пайне татнӑ.
Халӗ Марковсем пӳртре ӑшӑ урай хума, хӗлле электроэнерги кӗртме хатӗрленеҫҫӗ. Газне те кӗртнӗ. Сад ӗрчӗтме пуҫланӑ ӗнтӗ: панулми, груша, хӑмла ҫырли…
Улатӑр округӗнчи Восход поселокӗнче пурӑнакан Юрий Николаевияпа Альбина Борисовна Чистяковсем ҫамрӑк чухне паллашнӑ та паянхи кун та пӗрле. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ.
Чистяковсем пурнӑҫне Восход поселокӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Халӗ – тивӗҫлӗ канура. Мӑшӑр икӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ пӗр мӑнукпа савӑнаҫҫӗ.
Кирек мӗнле лару-тӑрура та лӑпкӑ пулмалла, компромисс тупмалла – ҫапла шутлаҫҫӗ вӗсем. Ҫавӑнпа вӗсен ҫемйинче ӑнлану хуҫаланать.
Пирӗн республикӑра пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра сахалтарах уйрӑлнӑ. Кӑҫалхи сакар уйӑхра уйралнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 6,5 % сахалтарах.
ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑракансем мӑшӑрпа епле пурӑнмаллине пӗлех каймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа «Ӗмӗрлӗх пӗрле – ҫемье пурнӑҫӗн чи пысӑк пӗлтерӗшӗ» проект пурнӑҫа кӗнӗ май Марина Назарова психолог пулас мӑшӑрсемпе калаҫу ирттерет. Кӑмӑлсӑр лару-тӑрура епле тытмаллине сӳтсе явнӑ май пӗрне-пӗри ӳпкелемесӗр калаҫма вӗренеҫҫӗ.
Канашра пурӑнакан Феликс Тихоновичпа Галина Ивановна Турхансем туй тунӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ - вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Ҫемье пуҫӗ Канашри хула электросечӗсенче директорта ӗҫленӗ, Галина Ивановна ӗмӗр тӑршшӗпе фабрикӑра ҫӗвӗҫ пулнӑ. Феликс Тихонович Канаш хулин хисеплӗ ҫынни. Унсӑр пуҫне вӑл ЧР ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн хисеплӗ ҫыннин ятне тивӗҫнӗ. Вӑл - ӗҫ ветеранӗ те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |