Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр республикӑра 6129 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Авӑнӑн 23-мӗшӗнчи чи нумай ҫемье чӑмӑртаннӑ - ун чухне 93 мӑшӑр пӗрлешнӗ.
Хӗрсенчен ытларахӑшӗ 23 ҫулта качча кайнӑ. Чылай каччӑ 25-ре ҫемье ҫавӑрнӑ.
Пӗлтӗр чи ватӑ мӑшӑр 90-ран иртнӗ ҫынсем пулнӑ. Арҫын - 95-ре, хӗрарӑм 94 ҫулта пулнӑ.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Марина Сайбель «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе Андрейпа вӗсем 11 ачана воспитани параҫҫӗ: 9 хӗр те 2 ывӑл.
Марина халӗ тивӗҫлӗ канура, Андрей автошкулта вӗрентет. Ҫемье питӗ хастар, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнать. Вӗсем кӗнеке вулама юратаҫҫӗ, каҫсерен пӗрле сасӑпа та вулакалаҫҫӗ.
Аслӑ ачисем пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ. Кӗҫӗннисем вӗренеҫҫӗ, университет пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑх ҫемьесене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чысланӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Зайцевсем тивӗҫнӗ. Вӗсен 4 ача ҫитӗнет. Алексей Михайловичпа Татьяна Сергеевна 20 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Ачисем маттур: шахматпа кӑсӑкланаҫҫӗ, ӑс-тӑн олимпиадисене хутшӑнаҫҫӗ, спорта юратаҫҫӗ, кӗнеке вулаҫҫӗ…
Зайцевсем ҫитес ҫул Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнчи «Ҫулатлак ҫемйи» конкурсра хӳтӗлӗҫ.
Канаш муниципалитет округӗнчи Атнаш ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьешӗн ҫӗнӗ ҫурта куҫни Ҫӗнӗ ҫул парни пекех пулнӑ. Вӗсене патшалӑх 4 миллион та 600 пин тенкӗпе 2 хутлӑ ҫурт туса панӑ. Пӗтӗмпе – 108 тӑваткал метр.
Ольга Леонтьева 6 ачана пӗччен ӳстерет: 4 ывӑл та 2 хӗр. Ҫӗнӗ ҫурчӗ халӗ шкултан инҫех мар. Ку вӗсене пушшах те савӑнтарать.
Ҫуртра пӳлӗмсем, пысӑк тӗпел, ваннай, туалет, прихожӑй пур. Йӑлтах хӑтлӑ та илемлӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр ҫемьери виҫӗ ҫынна сӗрӗм тивнӗ.
Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсенчен ҫемье каҫхи вунӑ сехет тӗлӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Хулари Гузовский урамӗнчи 10 ҫуртри хваттерте пурӑнаканскерсене: 43 ҫулхи хӗрарӑма, унӑн 11 ҫулти хӗрне тата 3 ҫулти ывӑлне — сӗрӗм тивнӗ. Ачасене Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ, вӗсен амӑшне — Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан пульницӑна.
Каҫхине ҫемье ваннӑйӗнче ҫӑвӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра хваттерте газ плити тата колонки ӗҫленӗ. Сывлӑш лайӑх ҫӳременрен кил хуҫисене сӗрӗм тивнӗ.
Ҫанталӑк шартлама сивӗ. Ҫак тапхӑрта ҪҪХПИ инспекторӗсем уйрӑмах тимлӗ. Ҫул ҫинче водительсене пулӑшу пама тивет.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Етӗрне муниципалитет округӗнче инспекторсем «Рено» питӗ вӑрах пынине асӑрханӑ. Машина бакӗнчи дизель топливи сивве пула шӑнса ларма пуҫланӑ иккен. Топливо кирлӗ ҫӗре ҫитме ҫитмесен те пултарнӑ. Полици лейтенанчӗсем Кирилл Арлановпа Александр Краснов икӗ уйӑхри ачапа ҫула тухнӑ ҫемьене хӑйсен машинине лартса ҫывӑхри заправкӑна илсе ҫитернӗ. Кун хыҫҫӑн ҫемье малалла ҫул тытнӑ.
Ҫемьене ҫӗнӗ кайӑк килсен ӑна кашниех илемлӗ ят пама тӑрӑшать. Шупашкар хулинчи Мускав районӗн ЗАГСӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйсен ачисене Араслан тата Леван ят паракансем те тупӑннӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен ҫапах та хӑйсен-ывӑл-хӗрне ытларахӑшӗ Анастасия тата Александра, Михаил тата София тесе чӗнме кӑмӑллать.
Маларах асӑннӑ Арасланпа Леван вара ҫак кунсенче ҫут тӗнчене килнӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче — Леван, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче — Араслан.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр вырӑнне укҫа илейӗҫ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн пек йӗрке йышӑннӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа сертификачӗ илейӗҫ. Укҫа виҫи — 250 пин тенкӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илме право пур 858 ҫемье учётра тӑнӑ.
Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачи умӗнче 1,5 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. 38 ҫулти амӑшне ҫавӑншӑн ывӑх вӑхӑтрасуд енелӗ ҫине лартӗҫ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш стайин 1-мӗ айӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вырӑнти прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма административлӑ майпа унччен темиҫе хут та явап тыттарнӑ. Анчах вӑл ывӑлне пӗрех пулӑшма васкаман — хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫма шухӑшламан та.
Парӑмӑн пӗтӗмӗшле виҫи 1,5 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ.
Ывӑлне пулӑшма килӗшмен хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Етӗрне районӗнчи суда ярса панӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ултӑ е унран та ытларах ачаллӑ кашни ҫемьенех юлашки виҫӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ. Кун пирки вӑл Шупашкарти Башмачников урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра хваттерлӗ пулнисене ҫӑра уҫҫи тыттарнӑ чух палӑртса хӑварнӑ.
Асӑннӑ ҫуртри 91 хваттере кивӗ ҫуртра пӳрӑнакансене панӑ, 16-шне — нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, 9-шне — тӑлӑх ачасене.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |