Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн темиҫе специалисчӗ ҫак кунсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хулинче ӗҫлеме вӗренет.
Асӑннӑ центрта «Маленькая мама» (чӑв. Пӗчӗк амӑшӗ) пурнӑҫа кӗрет. Вӑл — ҫул ҫитмен амӑшӗсене пулӑшмалли проект.
Городецра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи специалистсем пухӑннӑ. Вӗсене Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшмалли фонд специалисчӗсем вӗрентеҫҫӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри нумай ачаллӑ икӗ ҫемьене награда панӑ.
Хушупа килӗшӳллӗн, Алинӑпа Алексей Матросовсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Вӗсем 4 хӗрпе 1 ывӑла кун ҫути парнеленӗ. 11 ача ҫуратса вӗсене воспитани паракан Тихоновсене вара «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Мӑшӑр 35 ҫул пӗрле пурӑнать.
Сӑмах май, Чӑваш Енре «Анне» паллӑ пур. Халӗ вара «Атте» палла йышӑнма сӗннӗ.
Чӑваш Енре «Атте» паллӑ пама пуҫлӗҫ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуҫарӑва Олег Николаев Элтепер те ырласа йышӑннӑ.
«Атте» Чӑваш Республикин ашшӗн мухтавӗн палли» патшалӑх награине пама пуҫлассине «Ашшӗн калаҫӑвӗ» ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сӳтсе явнӑ. Пуҫарупа Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ (председателӗ — Алексей Мурыгин) тухнӑ иккен.
Ҫӗмӗрлери 41 ҫемье ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма тытӑнӗ. Хваттер уҫҫисене вӗсене ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Унччен ҫак ҫемьесем Уруков урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра пурӑннӑ. Ҫурт авариллӗ тесе йышӑннӑ. Халӗ вӗсене Францев урамӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртри уҫӑсене панӑ.
Кашни хваттер хӑтлӑ, харпӑр кӑмакаллӑ. Картишре ача-пӑча тата спорт лапамӗсем пур. Палӑртмалла: кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Ҫӗмӗрлере авариллӗ ҫуртра пурӑнакан тепӗр 52 ҫынна хваттер уҫҫи памалла.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫынтан суд приставӗсем ҫын хваттерне чӗртсе ярса шар кӑтартнин тӑкакне шыраса илнӗ.
66 ҫулти арҫын аппӑшӗн (тен, йӑмӑкӗн пулӗ. Суд приставӗсен сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «сестра» тесе ҫырнӑ та) хваттерне чӗртсе янӑ. Унччен пӗртӑвансем хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын тӑванне шар кӑтартас тесе алла шӑрпӑк тытнӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерти мӗнпур пурлӑхӗ ҫунса кайнӑ.
Тӑванӗ тӗлӗшпе хӗрарӑм суда тухнӑ. Унта арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумалла тата пурлӑха сиен кӳнине саплаштармалла тунӑ.
Арҫынран суд приставӗсем 1,15 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче «Семейные традиции — основа крепкой семьи» (чӑв. Ҫемье йӑли-йӗрки — ҫирӗп ҫемье никӗсӗ) фестиваль иртнӗ. Ӑна XlX ӗмӗрти чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗнче йӗркеленӗ.
Унта ҫамрӑк ҫемьесем хутшӑннӑ. Вӗсем валли тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ. Музейри ӑсталӑх класӗсем урлӑ ҫемьери йӑла-йӗркене тытса пыма, ҫитӗнекен ӑрӑва унпа паллаштарма тӗллев лартнӑ.
Программӑра виҫӗ ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫленӗ: «Хуран кукли», «Уяв», «Чуччу».
Фестивале пухӑннисем чӑвашла тумланнӑ. Ӑсталӑх лаҫҫисене вырӑнти «Ачак ен» фольклор ансамблӗ чӑваш юррисемпе пуянлатнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Любовь Куралева ӗмӗрне учительте ӗҫлесе ирттернӗ. Ачасене вӑл историе вӗрентнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ отличникӗ пулас мӑшӑрӗпе 18 ҫулта чухне паллашнӑ. Куралевсем 60 ҫул ӗнтӗ пӗрне-пӗри юратса та хисеплесе пурӑнаҫҫӗ.
Виталий Владимирович шкул директорӗ пулнӑ, ачасене вырӑс литературине вӗрентнӗ. Пулас мӑшӑрне вӑл Есенинпа Блок сӑввисемпе тыткӑнланӑ. Куралевсен килӗнче поэзи паян та янӑрать. Анчах вӑл халӗ унчченхинчен те тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ.
Кил хуҫи хӗрарӑмне, Любовь Андреевнӑна, паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Ольга Нарушевич пулӑшса тӑрать.
Улатӑрта пурӑнакан Татьяна Сидищевӑна «Амӑшӗ Героиня» ята панӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑва юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Татьянӑпа Василий 13 ачана воспитани параҫҫӗ: 7 ывӑл та 6 хӗр. Нумай ача амӑшӗ хушупа килӗшӳллӗн ордена тата 1 миллион тенке тивӗҫӗ.
Ҫавӑн пекех Дмитрий тата Наталья Тихоновсене – «Амӑшӗн мухтавӗ» орденпа /500 пин тенкӗ параҫҫӗ/, Алексейпа Алина Матросовсене «Амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе /200 пин тенкӗ параҫҫӗ/ чыслама йышӑннӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре «Амӑшӗ Героиня» ята чи малтан Ҫӗмӗрлери 11 ача амӑшӗ Мария Кудрявцева тивӗҫнӗ.
Шупашкарта пӗчӗк ача япалисене проката илме пулать. Вӗсемпе Шупашкар хулинчи ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ тивӗҫтерет.
Япаласемпе вӑхӑтлӑх усӑ курас тесен паспорт тата ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельство кирлӗ. Вӑхӑт иртсен япалана центрӑн прокат пунктне кайса памалла.
Ача япалисемпе вӑхӑтлӑх усӑ курас тесен Шупашкар хулинчи ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗпе ҫыхӑнмалла. Вӑл Гузовский урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 23-41-57.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр пике туххӑмрах 1 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн чухлӗ «кӗмӗле» ӑна ашшӗ куҫарса панӑ.
Арҫыннӑн хӗрне алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл чылай вӑхӑт хӑнк та туман.
Ачишӗн алимент тӳлемен ашшӗне малтанласа административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн та арҫын укҫа тӳлеменрен суд приставӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын парӑма туххӑмрах тӳлесе татнӑ. Ун хыҫҫӑн суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |