Кӳкеҫре пурӑнакан Радецкисен ҫемйинче вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ. Ашшӗпе-амӑшӗ арҫын ачана хӑйне евӗр ят панӑ: Себастьян.
Кэтэлин Петровипа Любовь Андреевна Радецкисен шухӑшӗпе, ача – чӑн-чӑн пуянлӑх. Вӗсем арҫын ача Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗнче ҫуралнине хӑйне евӗр паллӑ пек йышӑнаҫҫӗ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Пакаш ялӗнче пурӑнакан Муравьевсен – чӑн-чӑн пысӑк телей. Ҫак кунсенче вӗсене ҫурт-йӗр сертификатне панӑ.
Нумай кӗтнӗ документа муниципалитет пуҫлӑхӗ Алексей Людков алӑран тыттарнӑ. Вӑл 5 ачана воспитани паракан ҫемьене ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх суннӑ.
Палӑртмалла: ҫак сертификатпа пурӑнмалли кӗтес илме е ҫурт-йӗр хӑпартма юрать.
Улатӑрта пурӑнакан Николайпа Раиса Власкинсем туй тунӑранпа ҫак кунсенче 60 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем 1963 ҫулта тусӗсем пулӑшнипе паллашнӑ. Кӗҫех, 1964 ҫулта, ҫамрӑксем пӗрлешнӗ. Ҫавӑнтанпа вӗсем пӗрле.
Николай Дмитриевич «Автоматный» савутра ӗҫленӗ, Раиса Семеновна ҫӗвӗҫӗ пулнӑ. 60 ҫул ӗнтӗ вӗсем пӗр-пӗрне килӗштерсе, хисеплесе пурӑнаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере виҫӗреш ҫуралнӑ. Кӑҫал кун пекки ҫак хулара – пӗрремӗш хут.
Артемпа Анна Манучарян ҫемйинче икӗ арҫын ача тата хӗрача ҫуралнӑ. Пепкесем Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫапла Манучарянсем харӑсах нумай ачаллӑ ҫемье пулса тӑнӑ. Ачасем ҫуралнине ӗнентерекен хута администрацин ЗАГС пайӗнче панӑ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр те виҫӗреш пулнӑ.
Чӑваш Енре Ҫемье усламӗн центрӗ уҫӑлӗ. Ӑна тӑвассишӗн республикӑн Суту-илӳпе промышленность палати яваплӑ пулӗ. Ӗҫе 2024-2026 ҫулсенче те пурнӑҫламалла.
Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗпе Игорь Кустаринпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, усламҫӑсен шучӗ пирӗн патӑмӑрта ҫулсерен ӳссе пырать. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ патшалӑх пулӑшнипе самай ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ сферӑра тӑрӑшакансен йышӗ те нумайланать-мӗн.
Игорь Кустарин пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫемье усламӗн центрне йӗркеленипе пӗрлех палатӑн пайташӗсене республикӑри районсемпе хуласенче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Унсӑр пуҫне бухгалтер тата кадр учёчӗ енӗпе ҫӗнӗ пулӑшу кӳме пуҫлӗҫ.
Вӑрнар округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан Александр Ивановичпа Галина Николаевна Зотовсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Александр Иванович салтакра пулнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ, Ленин ячӗллӗ колхозра водительте ӗҫленӗ. Кунтах юратӑвне тӗл пулнӑ вӑл. Каччӑ ял хуҫалӑх институтӗнче зооинженери факультетӗнче ӑс пухнӑ, профком председателӗ пулнӑ. Галина Николаевна чылай ҫул вырӑнти депутат пулнӑ.
Зотовсем ывӑлпа хӗр ӳстернӗ. Халӗ вӗсем виҫӗ мӑнукӗпе, пӗр кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Тӑвайра пурӑнакан Евгений Витальевич тата Зинаида Николаевна пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ тӑватӑ мӑнукпа савӑнаҫҫӗ.
Евгений Витальевич - таврапӗлӳҫӗ, тӑван ен историйӗпе 7 кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл ЧР этнокультурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. Ӑна «Пушар хуралӗн отличникӗ» паллӑпа чысланӑ.
Зинаида Николаевна пурнӑҫ тӑршшӗпе экономистра ӗҫленӗ. Ӗҫ стажӗ - 37 ҫул. Вӗсем иккӗшӗ ӗҫ ветеранӗн ятне илнӗ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑра пурӑнакансен ыйтӑвне тӗнче тетелӗнче хуравлӗ. Министр нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлевсем пирки уҫӑмлатса парӗ. Укҫана шкула каймалли тум, спорт тумтирӗ туянма параҫҫӗ.
Ун пек пулӑшӑва камсене кӳреҫҫӗ? Компенсаци илес тесен мӗн тумалла? Мӗнле документсем кирлӗ? Министр пур ыйтӑва та хуравлӗ.
Министр халӑхпа уҫӑ эфира ыран, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 10 сехетре «Контактра» эфира тухӗ.
Шупашкарта «Общественное признание» (чӑв. Халӑх хисепӗ) конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире чысланӑ.
«Ҫемье йӑли-йӗрки — Шупашкар историйӗ» номинацире тӗп парнене Николай Семёнов режиссёр ҫемйи тивӗҫнӗ. Алевтина мӑшӑрӗпе вӑл 5 ача ҫитӗнтерет. «Чӑваш Ен» ПТРКра пӗлтернӗ тӑрӑх, хула, республика, ҫӗршыв шайӗнче иртекен конкурссенче Семёновсем пӗрре мар палӑрнӑ. Мускавра «Раҫҫей» куравра «Знатоки Родины» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех республика чысне ҫемье форумӗнче тивӗҫлӗ хӳтӗленӗ.
Семёновсем Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апаш тӑрӑхӗнчен.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи специалистсем йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене сӑмахпа та пулӑшаҫҫӗ.
«Тепӗр чухне хӗрарӑмсене хӑйсене хисеплеме вӗрентни те пӗлтерӗшлӗ. Пурнӑҫа хӑйсем ҫеҫ улӑштарма пултарнине ӑнлантарса парсан та ҫын пурнӑҫ тилхепине ҫирӗп алла илет», — каласа кӑтартать йывӑрлӑхри хӗрарӑмсене пулӑшакан пай пуҫлӑхӗ Людмила Иванова.
Асӑннӑ пай Хусанкай урамӗнчи 29 «а» ҫуртра вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |