Етӗрне округӗнчи Пӑчанар ялӗнче пурӑнакан Степановсем пӗве ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне темӗнле хӑйне евӗр ҫаврака япала асӑрханӑ. Ачасем ӑна мечӗк вырӑнне йышӑннӑ. Патнерех пынӑ та - кӑмпа иккен. Юнашар тепӗр ҫавӑн пек кӑмпа пулнӑ.
Степановсем вӗсене татса киле илсе кайнӑ. Иккӗшӗ 3 килограма яхӑн тайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Екатерина кӑмпана хӗл валли маринадланӑ.
Ахӑртнех, ку, вырӑсла каласан, «головач гигантский» ятлӑ кӑмпа. Вӑл - шампиньон йышши. Экспертсем ӑна ҫамрӑк чухне ҫиме сӗнеҫҫӗ.
Канаш округӗнчи Шӑхасан ялӗнче пурӑнакан Николайпа Ксения Николаевсем 50 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен юратӑвӗ шкултах пуҫланнӑ, иккӗшӗ те пӗр ялта, Тури Сурӑмра, ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн Николая Казахстана тракториста вӗренме янӑ. Икӗ тус пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретнӗ. Ҫӗнӗ ҫулта каччӑ хӗре юратнине пӗлтернӗ.
Николай Николаевичпа Ксения Степановна 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Упӑшки водительте ӗҫленӗ, арӑмӗ вырӑнти пульницӑра медсестра пулнӑ.
Николаевсем халӗ те ахаль лармаҫҫӗ: кил хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ, ялти культура ҫуртне ҫӳреҫҫӗ. Николай Николаевич купӑс калать, Ксения Степановна алӑ ӗҫӗпе аппаланма юратать.
Чӑваш Енре пурӑнакан сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем тӳлевсӗр е путевкӑн 5 процентне саплаштарнипе ҫуллахи уйлӑхсенче канайӗҫ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социалла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр тӑваттӑмӗш смена валли 102 путевка парассине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне 2024 ҫулхи пиллӗкмш тата улттӑмӗш сменӑсенче ачасем канма пултарӗҫ.
Шупашкарти нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри конкурсра хӳтӗлӗ.
«Миссис Раҫҫей 2024» илем конкурсне хутшӑнаканни — 43 ҫулти Оксана Гаус. Вӑл — виҫӗ ача амӑшӗ тата ӑнӑҫлӑ цифра коучӗ.
Чипер те яштака хӗрарӑм 2022 ҫулта Чӑваш Енре илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, 2023 ҫулта «Персона года / Женщина года» (чӑв. Ҫулталӑкри персона / Ҫулталӑкри хӗрарӑм) ) премие тивӗҫнӗ.
Вӑл ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, йӗтре тӗртессипе тата диск ывӑтассипе темиҫе хутчен те Раҫҫей чемпионки тата Чӑваш Ен рекордсменки пулса тӑнӑ.
Ҫӗмӗрлери нумай ачаллӑ Зайцевсем Пӗтӗм Раҫсейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем номинацире мала тухнӑ.
Алексейпа Татьяна Зайцевсем пӗлтӗр республика шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ, халӗ Раҫҫей шайӗнче Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ. Вӗсем «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире мала тухнӑ.
21 ҫул пӗрле пурӑнакан Зайцевсем - педагогсем. Вӗсем 4 ывӑлне воспитани параҫҫӗ. Асли Илья - студент. Антон, Мирослав тата Ратомир шкулта вӗренеҫҫӗ.
Паян, 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 63 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма шухӑш тытнӑ. Вӗсене дати илӗртнӗ. 24.07.2024 текен цифра илемлӗ тесе шухӑшланӑран хӑшӗсем шӑп та лӑп паян мӑшӑрланасшӑн. Тен, вӗсем ку цифра телей кӳрессе шанаҫҫӗ пулӗ.
Сӑмах май каласан, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхсенче 2060 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ. Кӑҫал авланнӑ каччӑсенчен ытларахӑшӗ — 23-28 ҫултисем. Ҫемье ҫавӑрнӑ чи ҫамрӑк каччӑ 17-ре, чи асли — 83-ре.
Хӗрсем 20-26 ҫула ҫитсен качча кайма васкаҫҫӗ. Кӑҫал ҫемье ҫавӑрнисенчен чи ҫамрӑкки 16-ра пулнӑ, чи асли — 76-ра.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи Пинер ялӗнче пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл пӗрле ҫырӑнмасӑр пурӑнакан хӗрарӑмпа вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ. Сӑмахпа ятланипе ҫырлахман, ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Тапнӑ, ҫапнӑ. Суранланса пӗтнӗ хӗрарӑм кӑштахран вилсе кайнӑ.
Арҫына пакунлисем тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Елена Палейкина паян, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 103 ҫул тултарнӑ. Кинемее республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова саламланӑ.
«Елена Дмитриевна – тӗлӗнмелле хӗрарӑм. Йывӑрлӑх пулсан та вӑл ялан вӑйлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнӑ. 10 ҫултах фермӑра ӗҫлеме пуҫланӑ», — пӗлтернӗ министр Телеграмри хӑйӗн страницинче.
Елена Дмитриевна Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Тӑван мар амӑшӗпе ӳснӗ. Пӗрремӗш упӑшки вӑрҫӑра ҫухалнӑ. Иккӗмӗш упӑшки офицер, разведчик-связист пулнӑ. Федор Порфирьевичпа 5 ача ҫуратнӑ. Иккӗшӗ ҫамрӑклах вилнӗ.
Элӗк районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрӗпе ывӑлне алимент тӳлесшӗн пулман. Парӑм 200 пинрен иртсе кайнӑ. Явапсӑр ашшӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ суда ҫитнӗ.
Вырӑнти суд приставӗсен протоколне унта пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн арҫынна ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ. Икӗ ача ашшӗ урама тирпейлесе тӑрӗ.
Унсӑр пуҫне арҫынна транспорт рулӗ умне ларма чарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе 50 сехет ӗҫлеттернӗ хыҫҫӑн та парӑма татмасан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултарӗҫ.
Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Шупашкар ҫемйи» фествиаль иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре 14 сехетре пуҫланӗ те 22 сехетре вӗҫленӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче тӗп сцена ӗҫленисӗр пуҫне спорт зони пулӗ, тӗрлӗ вӑйӑ вырӑнӗсем, батут парк, ӗҫлӗ вӑйӑсен лапамӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактивлӑ фотозонӑсем, крафт-маркетсем пулӗҫ.
Фестиваль пултарулӑх, спорт, ӑс-тӑн вӑййисем иртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |